Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хусана (тĕпĕ: Хусан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Комсомольская правда» пӗтӗмпех пӗлет, хӑй пӗлнипе сире те паллаштарма хатӗр: Туртара - ик шухӑ ӑйӑр, Эп васкатӑп Хусана...

Не стоит ломать голову догадками - «Комсомольская правда» узнала все о диковине и готова поделиться: Лошадей в упряжке пара, на Казань лежит мой путь...

Шаймиев - Тутарстан бренчӗ пирки: Юланутҫӑ ҫӗр ҫинче шуса ҫӳреймест! // Хыпар. «Хыпар», 2015.03.11, 40-41№

Хаяр Иван патша ертсе пынипе вырӑс ҫарӗсем Хусана илнӗ чухне палӑрнӑ Камай Хусеинов паттӑра Хумпа Кӗтне юханшывӗсен хутлӑхӗнче уйӑрса панӑ ҫӗр лаптӑкӗ хальхи вӑхӑтра Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи «Хӗрлӗ партизан» колхоза кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Спорт кулленхи ӗҫре вӑй парать // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Хусана ҫитсе «Хӗрлӗ ялав» редакцине ӗҫе вырнаҫӑп.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Лявантти тетӗшӗ Хусана кайса колхоз валли илсе килнӗ пӗрремӗш трактор ҫуракине тухиччен чӑнах та ӗҫлӗхрен тухнине ятарлӑ комисси ҫирӗплетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл: — Хусана Тӗнче эткерлӗхӗнчи хуласен организацийӗн IX конгресне ирттермелли вырӑн тесе суйлани – хулана организацин Евроази уйрӑмӗн центрӗ пек йышӑнни, – терӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнчи аталантӑр, эткерӗ — юлтӑр // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Тӑван Канаш ялӗнчен Хусана куҫса килнӗренпе ҫырмара шыв-шур нумай юхнӑ ӗнтӗ.

С тех пор, как переехал из родного Канаша в Казань в речке утекло не мало воды.

«Чӑвашлах калаҫас килет» // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Кӑҫалтан Хусана тасатассине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.

С этого года уделяют большое внимание уборке Казани.

Таса хуласем // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Малтан Архангельск облаҫӗнче Мускаври метрострой валли вӑрман каснӑ, пӗр хушӑ Хусана таврӑннӑ, унтан вербовкӑпа Ҫӗпӗрти Кемерово облаҫнех ҫитнӗ.

Сначала в Архангельской области для Московского метростроя валили лес, в одно время вернулись в Казань, затем вербовкой дошли до Кемеровской области.

Мӑшӑр кӑвакарчӑн тейӗн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Хусана тирпей кӗртес енӗпе пӑр тапранни, чӑн та аван япала, анчах районсенчи ялсене ку йӗрке хӑҫан ҫитӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

Хусана тирпей кӗрет // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Японире туса кӑларнӑ хӑватлӑ 15 мусоровоз та Хусана килнӗ, ку эрне вӗҫӗнче тата 5 машина хушӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

Хусана тирпей кӗрет // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Хула мэрӗ Хусана тата ун ҫывӑхӗнчи территорисене тирпейлес ӗҫе ҫанӑ тавӑрсах пуҫӑннине каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хусана тирпей кӗрет // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ҫӗнӗ техника Хусана кашни вунӑ кунтан килсе тӑмалла.

Новая техника в Казань должна прибывать в каждые десять дней.

Хулара ҫӗнӗ автобуссем // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Артистсем Хусана ҫитме ӗлкӗриччен, «Япония – страны Евразии» общество ТР Президенчӗн М.Шаймиевӑн тата Хусан мэрӗн И.Метшинӑн ячӗсемпе Тав ҫырӑвӗсем ярса та пачӗ.

Не успели артисты доехать до Казани, общество "Япония - страна Евразии" отправило Благодарственные письма на имя Президента РТ М.Шаймиева и мэра Казани И.Метшина.

Японире — чӑваш юрри // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Тантӑшӑм Хусана текех ура та ярса пусмассине каларӗ.

Подруга сказала, что в Казань больше и ногой не ступит.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Пӗррехинче Ольга Ивановна Хусана командировкӑна кайсан партин Тутар обкомӗ пултарулӑх ӗҫченӗсем валли яланхи семинар йӗркеленине пӗлсе таврӑнчӗ.

Однажды Ольга Ивановна, будучи в командировке в Казани, вернулась со сведениями об организации постоянных семинаров для творческих работников.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ку ӗҫе пурнӑҫлама Чӑвашран Хусана вӗренме килнӗ студентка пулӑшнӑ.

Осуществить эту работу помогала студентка, приехавшая учиться из Чебоксар в Казань.

Хусан ҫамрӑкӗсем пухӑнса хӑйсен смартфонӗсем ҫине чӑвашла сарӑм лартрӗҫ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11974.html

Хусана самолетпа чи лайӑх тухтӑрсем патне леҫесшӗнччӗ, анчах хирӗҫлерӗ.

Куҫарса пулӑш

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех