Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярса (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлашки вӑхӑтра чӑваш прозаикӗсем «ҫул юппинчи» ҫамрӑксен темине ярса тытрӗҫ: шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн мӗнле йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ?

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Чӑваш кӑларӑмӗсен вӑхӑтӗнче радио ярса хуратӑп.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

Больницӑран тухсан та пуҫ пӗрех май ырататчӗ, ура ярса пусмассерен мимене кайса тиветчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

Пысӑк тата вӑтам автобуссемпе (пӗрремӗш ушкӑн) кашни «шӑтӑка» ярса илмелле пулнӑ, пӗчӗккисене вара (иккӗмӗш ушкӑн) — «комфорт» шайне хӑпартса.

В большие и средние автобусы (первая группа) надо было впускать во все "дырки", а маленькие (вторая группа) - подняв уровень "комфорта".

Транспорт реформи — ырламалла е хурламалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/4736-%D0%A2% ... 0%BC%D0%B0

Ярса хӑвартӑм-ха ҫав автанпа чӑхха.

— Оставила я петуха и курицу.

Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980

— Анне! — ярса тытрӗ вӑл амӑшне кӗпи аркинчен.

— Мама! — схватил он мать за подол платья.

Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980

Пухӑннӑ сӗткене савӑта ярса илмелле.

Куҫарса пулӑш

Иммун тытӑмӗшӗн паха // Сывлӑх. Сывлӑх, 2015,11,11.

Кунне 2 хут - ирхине тата каҫхине - 1 чей кашӑкӗ настойкӑна стаканӑн виҫҫӗмӗш пайӗ чухлӗ шыва ярса ӗҫмелле.

Куҫарса пулӑш

Иммун тытӑмӗшӗн паха // Сывлӑх. Сывлӑх, 2015,11,11.

Тухас тесе алӑк хӑлӑпне ярса тытсан хаяр аслати кӗмсӗр-кемсӗр! шатӑртатрӗ.

Но как только схватила дверную ручку, чтобы выйти, прогремел сильный гром.

Ҫиҫӗм Натюш // Людмила Сачкова. Людмила Сачкова

Каяймарӑмӑр, иксӗмӗрӗн пенси укҫинчен туй парни валли ҫирӗм пин тенкӗ ярса патӑмӑр.

Не смогли поехать, вдвоем с пенсионных денег на подарок двадцать тысяч рублей отправили.

Кукамипе кукаҫи хӑма савалаҫҫӗ… // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2017.09.22

Хуҫапа туслӑскер, лешӗн пекех, намӑс-симӗс чаракӗсене йӳле ярса пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Кусем хӑйсенне ҫав тери хӑвӑрт илеҫҫӗ, анчах пурте мар, хуҫан хӑш-пӗрисене шутсӑр нумай кӗттерсе, йытӑлантарса ярса хӑшкӑлтарас йӑла пур.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Эпӗ вӑл хӑйне халӑх умӗнче еплерех тыткаланине те, калаҫма пикенсен, хӑйне чӗртсе ярса сехечӗ-сехечӗпе «аура», «духовность» сӑмахсемпе перкелешсе пӑс кӑларнине те, студентсен аудторийӗнче те, уяв сӗтелӗ хушшинче те нумай хутчен курнӑ, тимлерех те сӑнанӑ.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

СМСпа, ММСпа килнӗ ссылкӑсемпе малалла ан кӗрӗр, вӗсене сирӗн пӗлӗшӗрсен ячӗпе ултавҫӑсем те ярса пама пултараҫҫӗ;

Куҫарса пулӑш

Ултавҫӑсем татах улталаҫҫӗ // А.АХМЕЕВ. «Каҫал Ен», 09.06.17

Ҫакна илтсен темиҫе ҫын тӑруках пуҫӗсенчи ҫӗлӗкӗсене ярса тытнӑ тет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑн пуҫри ҫӗлӗкӗ ҫунать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3120-%D0%92% ... D1%8C.html

Вӑл ярса панӑ хыпар ячӗ урӑхлаччӗ ӗнтӗ («Кӗрлев ял уявӗ» тенӗччӗ), эпир вара, уяври сӑнсемпе тата текстпа паллашнӑ тӑрӑх ӑна «Кӗрлев ял уявне вырӑсла кӑна илемлетни ял ҫыннисен кӑмӑлне кайнӑ» ят патӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1

Хурана е пичкене икӗ-виҫӗ витре ӗне каяшӗ хумалла, унта ҫавӑн чухлӗ шыв ярса пӑтратмалла, пӗр эрне лартмалла.

Куҫарса пулӑш

Улма пахчи тимлӗх кӗтет // Эльвира Иванова. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсене электрон майпа ярса парӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

«Герб, ялав, гимн - пирӗн пуянлӑх» // Тантӑш. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Шӑнса пӑсӑлнипе сасӑ ҫӗтсессӗн, ӳслӗк аптратсассӑн ҫак меслетпе сипленме сӗнетпӗр: икӗ апат кашӑкӗ теркӑпа хырнӑ ҫарӑка е хура ҫарӑка /редька/, пӗр стакан вӗрекен шыва термоса ярса 7-8 сехет лартмалла.

Куҫарса пулӑш

Ӳслӗк аптратсан // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

Ярса та ан хур.

И не наливай.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех