Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярса (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах та ун патне урӑхран ура та ярса пусмасса тӗв турӗ.

Но ходить к ней зарекся.

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Отавиха Малышева пӳртне пырса кӗчӗ те, алӑк урати урлӑ ярса пуснӑ пусманах турӑ кӗтессине пӑхса илчӗ (турӑш ҫук-и?), вара плюшпа сӑртарнӑ диван хӗрне сапӑррӑн ларчӗ.

Отавиха пришла к Малышевой, первым делом глянула в передний угол (нет ли иконки?), скромно присела на краешек плюшевого дивана.

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Хыҫалта вара, ярса пусмассерен ҫурӑм шӑммине чикен чикнӗ пек, яшлаттарса ыраттарать.

А сзади болело так, что каждый шаг отдавался аж в затылке.

Еххӗм Пьяных операцийӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 29–35 стр.

— Сана ярса парас-и?

— Тебе налить?

Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.

Чӑваш Республики тулашӗнче - Мурманскран Владивостока тата Калининградран Камчаткӑна ҫити тымар ярса пурӑнакан пирӗн аякри, анчах чуна ҫывӑх ентеш-йӑхташӑмӑрсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме палӑртатпӑр.

Куҫарса пулӑш

«Хисеплӗ вулаканӑмӑрсем!..» // Лидия МИХАЙЛОВА. «Хыпар», 2017.11.20

Паян вара шӑпах интернет урлӑ Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнче тымар ярса пурӑнакан ентеш-йӑхташӑмӑрсемпе ҫыхӑну тытма ҫӑмӑлраххине никам та хирӗҫлемӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хисеплӗ вулаканӑмӑрсем!..» // Лидия МИХАЙЛОВА. «Хыпар», 2017.11.20

Мухтанмалли ҫукрах: планпа республикӑра кӑҫал хыт хура ярса илнӗ 24,5 пин гектар ҫӗре акмалла-сухаламалла пулнӑ, 92,5% кӑна вӑй ҫитернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсем хваттер кӗтеҫҫӗ — кӗтсе илеймеҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2017.11.20

Раҫҫейри 6-7 регион кӑна ҫак тӳлеве памалли субьектсен ретӗнчен тухса ӳкнӗ-мӗн, «ку енӗпе эпӗ хам та РФ премьерӗн ячӗпе, ытти тытӑма ыйтупа тухнӑ. Хамӑр енчен эпир пӗтӗмпех шутланӑ, хатӗрленӗ — тивӗҫлӗ документсене ярса панӑ. Пӗтӗмпех — ӗҫре».

Куҫарса пулӑш

Ҫынсем хваттер кӗтеҫҫӗ — кӗтсе илеймеҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2017.11.20

Арҫынсем лӗх-лӗх кулчӗҫ: ара, кам ҫара алӑпах ярса тытать, кам, ара, ярса та тытаймӗ.

Мужики посмеялись: мол, кто не возьмет, а кто может и взять.

Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.

Ҫара алӑпа ярса тытаймӑн.

Голой рукой не возьмешь.

Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.

Пурттине сулса ячӗ те ун еннелле ярса пусрӗ.

Взмахнул топором и шагнул к нему…

Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.

Ҫуни ҫинчен сикрӗ те пуртта ярса та тытрӗ…

Прыгнул из саней, схватил топор…

Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.

Бекки ҫавӑн чухне ҫапла шухӑшланӑ: «Пӳлӗм тӑрӑх утса ҫӳресе, урипе тапса ярса Том питӗ ырӑ чунли ҫинчен каланӑ чухнехи пекех, атте урӑх нихҫан та мана ҫав тери ҫӳллӗ те чаплӑскер пек туйӑнманччӗ», — тенӗ.

Бекки подумала, что никогда еще ее папа не казался таким важным и внушительным, как в тот день, когда сказал эти слова, расхаживая по ковру, и топнул ногой.

35-мӗш сыпӑк. Хисепе тивӗҫлӗ Гек вӑрӑ-хурахсен шайккине кӗрет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл Беккие аллинчен ярса илнӗ те унпа пӗрле хӑйсене чи малтан тӗл пулнӑ коридораллах чупса тухнӑ.

Он схватил Бекки за руку и потащил ее в первый попавшийся коридор.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӑшпӗрисем ак ҫапла каласа кӑтартрӗҫ: шыраса ҫӳренӗ хушӑра инҫетре темӗнле ҫутӑ вӗлт-вӗлт тунисем курӑнкаланӑ; ҫавна курсан, пӗр ҫирӗм ҫынна яхӑн савӑннипе хытӑ кӑшкӑрса ярса ҫав еннелле кайнӑ; анчах вӗсен савӑнни вӑхӑтсӑр пулнӑ, мӗншӗн тесен унта вӗсем ачасене мар, хӑйсен кампанинчи ҫынсенех тӗл пулнӑ.

Некоторые рассказывали, что иногда в пещере мелькала вдалеке светлая точка, человек двадцать с радостными криками бросались туда по гулким переходам, но за этим следовало горькое разочарование: оказывалось, что это кто-нибудь из своих.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӗсем шанчӑка ан ҫухатчӑр тесе, каламашкӑн Тэчер судья пӗрмаях ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкран ҫынсем ярса тӑчӗ, анчах вӗсен сӑмаххисем савӑнтармарӗҫ ҫав.

Судья Тэтчер посылал из пещеры бодрые и полные надежды записки, но они никого не радовали.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ия, пурте аванах майлашса пынӑ пек туйӑнать-ха: арча та халӗ иккемӗш номерте пытарса лартнипех тӑрать пуль-ха, усал ҫынсене иккӗшне те паянах тӗрмене тытса хупса лартаҫҫӗ, кӗҫӗр ҫӗрле вара Гекпа Том, нимӗн чӑрманса хӑтланмасӑр, никамран та хӑрамасӑрах пӗтӗм ылтӑна ярса илеҫҫӗ.

Как будто все сошлось как нельзя лучше: клад, должно быть, все лежит в номере втором, бродяг нынче же схватят и засадят в тюрьму, и они с Томом в этот же вечер пойдут и возьмут золото без всяких препятствий и хлопот, ничего не опасаясь.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн сывлӑшне те чарса урипе хуллен хыпашласа ӑна пусмалли вырӑн шыраса тупрӗ, вара паттӑрлансах пӗр утӑм каялла ярса пусрӗ.

Затаив дыхание, живо шагнул назад.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах ҫук, систерме унӑн хал ҫитмест, нихҫан та ҫитес ҫук: вӗсем ӑна ярса тытма та пултараҫҫӗ вӗт.

Гек пожалел, что у него не хватит храбрости предупредить вдову; он очень хорошо знал, что не отважится на это, — они могли увидеть его и схватить.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӗвел анса ларичченех ачасене чӗнӳсем ярса пӗлтерчӗҫ, пӗтӗм хулари ҫамрӑксем вара, савӑнса хӗпӗртесе ҫӳремелле пулассине малтанах сиссе, вӗтеленсех праҫнике хатӗрленме тапратрӗҫ.

Приглашения были разосланы еще до вечера, и все дети в городке, предвкушая удовольствие, принялись впопыхах собираться на пикник.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех