Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ах, вилнӗ ҫыншӑн хӳхлетсе сасӑпах йӗрсе яни Андрей хӑлхине кӗҫех ҫурса пӑрахмарӗ.Ох, да как же резнул слух Андрея ее плач в голос, по мертвому!
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӑлхана ҫурса каякан ҫинҫе сасӑ урамри ытти сасӑсем хушшине ҫивӗччӗн пырса кӗрет, вӑл татти-сыпписӗр чӑсӑлса тӑрать, куҫа шартса яракан шурӑ та сивӗ ҫип пек, мӑй тавра явӑнать, пуҫри шухӑшсене пӑтраштарса ярать, уртарать, таҫта хӑвалать; вӑл, пӗр самантлӑха та чарӑнмасӑр, ҫӗрӗк шӑрши тулнӑ пӑнтӑхнӑ сывлӑшра, ҫак таса мар пурнӑҫран усаллӑн витлесе кулнӑ пек, чӗтренсе тӑрать.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Ӑна кӑтра пуҫлӑ, ҫӗлӗксӗр, сарлака хулпуҫҫиллӗ йӗкӗтпе ҫурса пӑрахнӑ кӗрӗклӗ, чунсӑр-вилӗ сӑнлӑ хӗрарӑм ҫавӑтса пынӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Стена пек пулса тӑракан салтаксем хумханса илнӗ те, ҫав стена икӗ еннелле уҫӑлакан йывӑҫ хапха пек уҫӑлса кайнӑ; ун хушшипе, ташласа та хартлатса утсем юртса тухнӑ та, офицер кӑшкӑрни илтӗннӗ, утлӑ ҫар ҫинче, сывлӑша ҫурса, хӗҫсем вылянса илнӗ, кӗмӗл лентӑсем пек йӑлтӑртатса кайнӑ, пурте пӗр еннелле хӑмсарнӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Икӗ хутчен харӑс пӑшал пени, юн, вилӗсем, йынӑшнисем — вара ҫынсем пурте, вӑйсӑрскерсем, ҫурса пӑрахнӑ чӗреллӗскерсем, тӗпсӗр, тӗксӗм пушӑ вырӑн умне пырса тӑнӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Час-часах вӑл пире хӑйне пулӑшма чӗнетчӗ, сӑмахран — нӳхрепӗн йывӑр хуппине уҫма, вутӑ ҫурса пама ыйтатчӗ.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Анчах та пулӗ, ҫитӗ вӑхӑт, — эс халь юхтарнӑ хӗрӳ юнӑн кашни вӗри тумламӗ, пурнӑҫ тӗттӗмлӗхне ҫурса, хӗлхем пек ҫиҫӗ те хӑюллӑн, темчул хастар чӗресенче ҫутӑпала ирӗклӗхӗн вӗри вутне чӗртсе ҫунтарӗ!
Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.
Аскӑнма та пӗлместӗн! — йӗрӗнсе кӑшкӑрчӗ Челкаш; вӑл хӑйӗн куртки айӗнчен кӗпине ҫурса илчӗ те, нимӗн шарламасӑр, сайра-хутра ҫеҫ шӑлне шатӑртаттарса, пуҫне ҫыхма тытӑнчӗ.
III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Хӑй, ҫут тӗнчере нимрен те ытла сана юрататӑп, тет; ну-ка, булавкӑпа тирсе пӑх-ха ӑна, вӑл вара санне чӗрӳне ҫурса тӑкать.Люблю, говорит, больше всего на свете, а ну-ка, уколи ее булавкой, она разорвет тебе сердце.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Ҫак самантра пӗлӗте ҫурса, ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, пуҫ тӑрринчен аслати шатӑртатрӗ, Манефа карчӑк хӑраса ӳкнипе питне тутӑрпа хупларӗ.
36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл ав,ансӑр сукмака хӑй айне пытарнӑ, курӑнми тунӑ, Санька вара хӑй хыҫӗнчен хӑвӑрт ҫухалакан йӗр хӑварса, хум касакан пекех уй-хир тумне ҫурса пычӗ.
27-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Йӑлтӑртатса тӑракан ҫӑлтӑр, пӗлӗте хӑвӑрттӑн ҫурса, тӗттӗмӗн курӑнакан картланчӑк вӑрман йӑрӑмӗ хыҫне ӳкрӗ.Мерцающая звезда, стремительно прочертив небо, упала за темной зубчатой грядой леса.
12-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Федя чышӑка юлашки хут ҫапрӗ, лешӗ пӗлӗте ҫурса аякка-аякка, пахчасем хыҫнех кайса ӳкрӗ.
9-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ӑна вӑл ҫӳп-ҫапсемпе пӗрле тула кӑларса тӑкрӗ, кайран, тепӗр икӗ кунтан, пӗр-пӗринпе килӗшсен, ҫӳп-ҫап шӑтӑкӗнчен ҫав ҫырӑва шыраса тупрӗҫ те вӗсем вуламасӑрах татӑк-татӑк ҫурса ҫилпе вӗҫтерсе ячӗҫ.
1-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Иртнӗ эрнере курткине ҫӗнӗрен сапларӑм — каллех ҫурса пӑрахнӑ!
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чӑнах та-ҫке; вӗсем Андрея илсе килнӗ — анчах мӗнле ҫи-пуҫпа; вӑл атӑсӑр, кӗпине ҫурса пӑрахнӑ, хӑйӗн сӑмсине е тепӗр ачан сӑмсине ватса пӗтернӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӑрушӑ та тӗрӗс мар пулнӑ ун чухне ҫын пурнӑҫӗ; алкумӗ урлӑ ярса пусма та шиклӗ пулнӑ: астусах тӑр, ӑна тискер кайӑк ҫурса пӑрахать, вӑрӑ-хурах пусать, усал тутар пӗтӗм туприне туртса илет, е ҫын пӗр хыпарсӑр-йӗрсӗр ҫухалать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗн тери интереслӗ ҫулҫӳрев кӗтет вӗсене: кӗҫех вӗсем канӑҫсӑр тинӗсе тухӗҫ, тинӗс шывӗ мӗн тути каланине пӗлӗҫ, ҫиле хирӗҫ тӑрӗҫ, халиччен ӳкерчӗксем ҫинче е музейсенче ҫеҫ курнӑ бригсемпе фрегатсем, клиперсем сӑмсипе хумсене ҫурса ишнине пӑхса киленӗҫ.
Саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Кимӗ сиккеленсе, хумсене ҫурса, таса тинӗселле хӑвӑрт шӑвать.Шаланда, подпрыгивая и разбивая волну, быстро уходила в открытое море.
XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ашшӗ чӗтрекен пӳрнисемпе, анчах питӗ хӑвӑрт тӳмисене тӳмелерӗ те, алӑк патнелле утса, мӑйӗнчи сывлама кансӗрлекен крахмаллӑ ҫухине икӗ аллипе ҫурса пӑрахрӗ.
XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949