Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ячӗҫ (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Заводри рабочисем ХӗрлӗҪара пулӑшма темиҫе отряд туса ячӗҫ.

На заводе рабочие сформировали несколько отрядов в помощь Красной Армии.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Унтан залра пулнӑ ҫынсем пурте хӑйсен вырӑнӗсенчен шавтан залра пулнӑ ҫынсем пурте хӑйсен вырӑнӗсенчен шавлӑн тӑрса «Интернационал» юрласа ячӗҫ.

Потом все в зале шумно поднялись со своих мест и запели «Интернационал».

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Купӑс хавассӑн калама тытӑнчӗ, унтан пурте ура ҫине тӑчӗҫ те, ҫӗлӗксене хывса, юрласа ячӗҫ:

Торжественно заиграла гармошка, все встали, сняли шапки и запели:

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Нимӗҫсем пӗтӗм тырра Германине илсе кайнӑ хыҫҫӑн хулари ҫерҫисемпе чанасене йӑлтах ҫисе ячӗҫ.

С тех пор как немцы увезли в Германию наш хлеб, наступил голод, в городе поели всех воробьев и галок.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вӗсем ҫутсене ухтараҫҫӗ, рабочисене тӗрмене илсе кайса хупаҫҫӗ, пирӗн чиесемпе кавунсене пӗтӗмпех ҫисе ячӗҫ.

Они делали обыски в домах, бросали в тюрьмы рабочих, поели все наши вишни и кавуны.

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Учана атӑ парсан, класра кулса ячӗҫ.

В классе раздался смех, когда Уче дали сапоги.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Гусейн тете хӑйӗн сӑмахне каласа пӗтерсен, ялавсем сулкаланма, сывлӑшалла ҫӗлӗксем ывтӑнма тытӑнчӗҫ, музыка кӗрлесе кайрӗ те ҫамрӑк рабочисем юрласа ячӗҫ:

Когда дядя Хусейн закончил свою речь, заколыхались знамена, полетели вверх шапки, грянула музыка, рабочие пели:

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Хулари чиркӳ тӑрринче чан ҫапса ячӗҫ.

В церкви ударил колокол.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Чул хӳмене пырса ҫапӑнчӗ, ӑна хирӗҫ йытӑсем хыттӑн вӗрсе ячӗҫ.

Камень ударился о забор, в ответ громко залаяли собаки.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Хӗрлӗгвардеецсем тата хытӑрах ахӑлтатса ячӗҫ.

Красногвардейцы еще пуще развеселились.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫынсем кулса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ленин питӗ тимлесе те хӗрӳленсе тӑнларӗ, тӑтӑшах тепӗр хут ыйтрӗ, кулчӗ, сӑнран тӗксӗмленчӗ, темскер калас килнӗ пек, «хм, хм» текелесе илчӗ; Кольӑна вара ҫав ятсемпе хисепсем чӑтма ҫук ыйхӑ килтерсе ячӗҫ.

Ленин слушал с вниманием и азартом, то и дело переспрашивал, смеялся, мрачнел, произносил свое многозначительное «гм, гм», а Колю от этих имен и чисел ужасно клонило ко сну.

13 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Иккӗш те кулса ячӗҫ.

Оба рассмеялись.

9 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Вӑл сирень сырса илнӗ хӳме хыҫӗпе арҫын е хӗрарӑм утса иртнине ҫийӗнчех уйӑрчӗ, ҫынсем урамра е кӳршӗре калаҫнӑ сасӑсем те хӑлхине кӗмесӗр юлмарӗҫ, вӗсем час-часах ӑна шухӑша та ячӗҫ.

Она различала женские и мужские шаги за заросшим сиренью забором; голоса людей, раздававшиеся по соседству и на улице, привлекали теперь ее внимание и служили пищей для размышлений.

8 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Ҫав сӳрӗкрех сӑн, пӗр тӗлелле тӗсесе пӑхакан хурлӑхлӑ куҫсем Зиновьева пуласлӑх умӗнче хӑратса та ячӗҫ, ҫав вӑхӑтрах, чунне канӑҫ кӳрсе, лӑплантарчӗҫ те: апла пулсан, вӑл, Зиновьев, пит япӑхах мар-ха, унӑн салху шухӑшӗсем вӑл ниме тӑманнине, хавшак чунлине пӗлтермеҫҫӗ…

Эта рассеянность, этот скорбно-сосредоточенный взгляд вызывали в Зиновьеве приливы острого страха перед будущим и в то же время чувство приятного самоуспокоения: значит, он, Зиновьев, не так уж плох, значит, его безрадостные мысли не являются признаком ничтожества, слабости…

3 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Кӗҫех Эмиль амӑшӗпе Ида та кӑшкӑрса ячӗҫ, мӗншӗн тесен урайӗпех рак йӑшӑлтатать.

А мама Эмиля и сестрёнка Ида тоже завопили, потому что, открыв глаза, они увидели раков, которые ползали по полу.

Эмиль пурнӑҫӗнчен сайра-хутра ырӑ ӗҫсемпе палӑрнӑ, ашкӑнмасӑр иртнӗ кунсем // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Анчах та вӗсем пӗр ҫырла та тутанса кураймарӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсене автанпа Нӑрик ҫавӑнтах хӑваласа ячӗҫ.

Правда, отведать вишен ни одной из них так и не удалось, потому что и Свинушок, и петух их тут же прогнали.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эмильпе Идӑна та апат-ҫимӗҫ тултарнӑ карҫынкка йӑттарса уя кӑларса ячӗҫ.

Так вот, Эмиля и сестрёнку Иду тоже послали с такой вот корзиной в поле.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫав хушӑрах вӗсем эпӗ лаша евӗрлӗ кӗҫенсе калаҫнинчен ахӑлтатсах кулса ячӗҫ.

В то же время моя странная манера говорить, напоминавшая конское ржанье, вызывала у них смех.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫапла тунӑ хыҫҫӑн вӗсем каллех ҫӗнӗ калаҫу пуҫарса ячӗҫ, вӗсем эпӗ ҫапла тунине питех те килӗштерчӗҫ, мана хам вӗренсе ҫитнӗ сӑмахсене темиҫе хут каласа пама хушрӗҫ.

Этот эпизод вызвал оживленный разговор, и я заметил, что мое поведение расположило всех в мою пользу; мне было приказано произнести усвоенные мной слова.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех