Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тема сăмах пирĕн базăра пур.
тема (тĕпĕ: тема) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах ҫапах та ученый пуринчен те хавхалансах пырать, хӑйне хуть хӑҫан та хавхаланса итлекен Роберта лекцисем вуласа парас тесен, ун валли пур ҫӗрте те тема тупӑнать.

Но учёный от всего приходил в восторг и всюду находил темы для лекций, поучая Роберта, всегда охотно слушавшего его.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Чӗрене пӗр пысӑк тема канӑҫ памасть.

Бередит душу большая тема.

Петровсен ҫемье дневникӗнчен // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Вӗрентекен йывӑр тема паратчӗ те сочинени ҫырма калатчӗ.

Учитель просил писать сочинения на тяжелую тему.

«Шкулта вӗреннӗ чухнех унӑн лидер паллисем пурччӗ» // Лариса Петрова. Хыпар, 2020.02.07, 13–14№№

Виктор Грачев тема тӑрӑх урок ирттерет: вӑл лӑпкӑн калаҫать, хӑшпӗр самантра чарӑна-чарӑна тӑрать — унӑн кирлӗ тата тӗрӗс сӑмахсене тупас килнӗ пулмалла, вӑл туска патне пырать, хӑйӗн шухӑшне ӑнлантарса парасшӑн пулса, туска ҫине тӗрлӗ йӗрсем ӳкерет, унтан каллех сӗтел патне пырса тӑрать — ун пек чухне вара унӑн куҫӗсем паллакан ҫынсен сӑн-пичӗсем ҫине тинкерсе пӑхаҫҫӗ.

Виктор Грачев излагал тему урока; говорил спокойно, иногда делал паузу, — видимо, ему хотелось подобрать нужные и точные слова; он и подходил к доске, чертил линии, желая этим пояснить свою мысль, и снова останавливался у стола, — тогда взгляд его задерживался на знакомых лицах.

XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

«Паян, каҫхине 8 сехетре, политкружокра «И. В. Сталин биографийӗ» тема тӑрӑх заняти пулать».

«Сегодня, в 8 часов вечера, в политкружке будет занятие по теме «Биография И. В. Сталина».

IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Локомобиль, гусеничнӑй трактор йӗрӗ ҫине хӑй урапин сарлака йӗрне хӑварса, трактор хыҫҫӑн ҫӑмӑллӑнах шуса кайсан, машинӑра ларакан Кондратьев хӑйӗн блокночӗ ҫине: «Ӗҫӗн ҫӗнӗ стимулӗ… Агитаторсемпе калаҫу ирттермелли тема…» — тесе ҫырса хучӗ.

Когда локомобиль покатился за трактором, оставляя на рубчатом гусеничном следу широкий оттиск своих колес, Кондратьев, уже сидя в машине, записал себе в блокнот: «Новый стимул труда… Тема для беседы с агитаторами…»

XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Лайӑх тема ахалех сая каясран хӑратӑп…

Боюсь, не закончу рассказ. А такая прекрасная тема…

Телейлӗ ҫемье // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 93–104 стр.

«Тема ӑнӑҫлах пулмарӗ пулас…

«Тема, пожалуй, противная…

Телейлӗ ҫемье // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 93–104 стр.

Вараланчӑк, лапӑркка оперетта пеккисемпе ним намӑсӗ-симӗсӗсӗр ӳкерчӗксем, ирсӗр анекдотсемпе чи-чи йӗрӗнӗҫ сӑвӑ ластанкисем валли тема туса хунӑ унран.

Из нее сделали тему для грязных, помойных опереток, для похабных карточек, для мерзких анекдотов, для мерзких-мерзких стишков.

V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Пӗлетӗн-и, пархатарлӑ тема!

Знаешь, это мысль!

22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӗсенчен мана «Октябрьти революци хыҫҫӑнхи литературӑра хресчен пурнӑҫӗ» ятлӑ тема кӑмӑла кайрӗ.

из которых самой интересной показалась мне «Крестьянство в послеоктябрьской литературе».

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Юлашки, вӗренсе тухмалли, сочинени валли Лихо темиҫе тема пачӗ.

Для последнего, «выпускного» сочинения Лихо предложил нам несколько тем,

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапла ӗнтӗ, пирӗн тема ҫакӑн пек: эсир — Устя.

Тема у нас, следовательно, такая: вот вы Устя.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

– Надина, Турцири вӗрентӳ пирки каласа пар-ха: санӑн ывӑлупа хӗрӳ – Саидпа Жасмин – шкулта вӗренеҫҫӗ халӗ, ку тема ҫывӑх ӗнтӗ саншӑн.

Куҫарса пулӑш

Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle

Наркотиксен закона хирӗҫле ҫаврӑнӑшӗпе ҫыхӑннӑ преступленисене тупса палӑртассине тата уҫса парассине вӑйлатасси республика прокуратуринче иртнӗ оперативлӑ канашлура тӗп тема пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Репресси органӗ мар, тӳлевсӗр адвокат // Виктория Вышинская. «Тӑван Ен», 2017.11.16

Ку тема хама та аталанма пулӑшӗ терӗм.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ пирки калаҫнӑ май, ҫак тема паян чи ҫивӗччисен шутӗнче пулнине палӑртатӑп.

Говоря о деятельности органов местного самоуправления, отмечу, что эта тема сегодня является одной из самых актуальных.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Ман шухӑшпа, калав вӗҫӗнче Ястребова ӗҫрен кӑларнине кӗскен ҫеҫ асӑнса хӑварса автор хӑйшӗн ҫӗнӗ «тема» палӑртать.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Тата, паллах, нихӑҫан сӳнмен тема — хӗрарӑмӑн илемлӗ кӗлетки — сӑнланнӑ.

А еще, конечно, никогда не угасающая тема - женская красивая фигура - изображена.

Хӗрарӑм илемӗн фотоӳнерҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Сӑмахран, дизайнерсем юрӑҫсемпе пӗр-пӗринпе калаҫмалли пӗр тема тупаймаҫҫӗ.

Допустим, дизайнеры не могут найти общую тему для разговора с певцами.

Александр Блинов: «Эпир хупӑ мар, пирӗн площадка уҫӑ» // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2817.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех