Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑйӑ сăмах пирĕн базăра пур.
вӑйӑ (тĕпĕ: вӑйӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑйӑ пӗтсен, Стефчов конака хӑй мӗн сӑлтавпа килсе кӗни ҫинчен каласа пама ӗлкӗрчӗ.

Когда партия кончилась, Стефчов не замедлил перейти к делу.

V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Акӑ мӗн, суя тусӑм, эпӗ саншӑн Литвинов, эсӗ маншӑн — Чемберлен мар, апла пулсан, пирӗн хушӑра дипломатилле вӑйӑ вылямалли те ҫук.

— Вот что, липовый друг, я тебе не Литвинов, а ты мне не Чемберлен, и нам с тобой нечего в дипломатию играться.

XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑйӑ вара пысӑк картсенчен пуҫланать…

А игра начинается уже с козырей…

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Урса кайнӑ ҫав вӑйӑ карти варринче, ама-туррӑн урисем патӗнчех, Ливан тӑвӗсем ҫинчен килнӗ вӗлтӗртетекен шап-шур тумла ютаха ӗненмелле мар хӑвӑртлӑхпа пӗр вырӑнта ҫавӑрӑнса тӑнӑ.

В середине этого бешеного хоровода у самых ног богини кружился на одном месте с непостижимой быстротой отшельник с гор Ливана в белоснежной развевающейся одежде.

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Ара, вӑйӑ шухӑшласа кӑларнӑ: кам та кам пуринчен те ҫӳлерех ҫӗкленет, ҫавӑ «патша» пулать имӗш, вӑл вара, ыттисем ҫине утланса ларса, ҫил арманӗ патӗнчен анкарти хыҫне ҫитичченех кайма пултарать.

Придумали ж игру: кто выше всех подымется, энтот будет «царем», и ездить ему на других верхом от ветряка до гумна.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тимофей вӑйӑ картине кӗрсе тӑчӗ, купӑсҫӑран хут купӑсне пама ыйтрӗ.

Тимофей, пощипывая девок, пробрался в круг, попросил у гармониста гармошку.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Шкул умӗнче вӑйӑ пырать.

Возле школы — игрище.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ велосипедпа ярӑнса ҫӳрен, ҫитӗнекен ачасене вӗрентсе ӳстерекене вара ҫак вӑйӑ пачах килӗшмест.

Вы катаетесь на велосипеде, а эта забава совершенно неприлична для воспитателя юношества.

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

Ҫав ир эпир сасартӑк чӑнах та пысӑк вӑйӑ вылянине пуҫласа ӑнлантӑмӑр.

В это утро мы как-то сразу и впервые почувствовали, что действительно играем большую игру.

Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.

Темле шуйттана хирӗҫ вӑйӑ вылянӑ пекчӗ пире, пирӗн выляса ямалли япаламӑр Таня пек туйӑнатчӗ.

Нам казалось, что мы играем в какую-то игру с чёртом и ставка с нашей стороны — Таня.

Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.

Ним те тӑваймӑн: пурнӑҫ — вӑйӑ мар».

Ничего не поделаешь: жизнь — игра серьезная».

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Кунта пӗчӗк Ваҫук ачасемпе вӑйӑ вылять.

Куҫарса пулӑш

Ыр ҫын хыҫҫӑн пин ҫын утать // Э. Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2019.10.18

Анчах вӑйӑ хӗрсех пымарӗ.

Но игра шла вяло.

25-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Санька тӗксӗмленчӗ: улӑхран утӑ турттарасси вӑйӑ мар, ҫавӑнпа вӑл пӗлекен, шанчӑклӑ ачасене ҫеҫ суйласа илчӗ.

Санька нахмурился: возить из лугов сено — дело нешуточное, ребят он подобрал для этого самых надежных и умелых.

21-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эсир мӗнле вӑйӑ вылянине пӗлетӗп эпӗ…

— И так знаю, в какие вы игры играете…

18-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Мӗн эсӗ, чӑн та, темскерле… — тет юлташне Тимка, лешӗ йӗркене пӑхмасӑрах вӑйӑ ҫитнӗ вӑхӑтра выляма пӑрахнине е вылякансем патӗнчен иртсе кайнине курсан.

— Ну что ты, право, какой… — опечаленно упрекал товарища Тимка, когда тот, вопреки правилам, оставлял игру в самом ее разгаре или просто проходил мимо играющих.

13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Пӗтрӗ вӑйӑ, пӗтрӗ, — мӑкӑртатрӗ намӑсланнӑ Степа — ыран та кирлӗ мар.

— Конец игре, конец, — забормотал сконфуженный Степа, — не надо завтра.

9-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Лешӗ пур — кулать кӑна: ним те калаймӑн, вӑйӑ хӑй йӗркипе пырать, таса кӑмӑлпа.

А тот только посмеивался: ничего не скажешь, игра идет по-честному, по всем правилам.

9-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах Федя, мел пӗлсе ҫитнӗскер, патакпа ӑна вӗҫсе пынӑ ҫӗртенех (вӑйӑ йӗрки ҫавӑн пек) тепӗр еннелле, пахчасем патнелле ҫапса ярать.

Но Федя, изловчившись, отбивал его палкой еще на лету — это было по правилам — и отсылал в другую сторону, к огородам.

9-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Степӑна ҫак вӑйӑ вӗҫӗмрен тарӑхтарать, хӑш чух тата пӳске хыҫҫӑн чуптараҫҫӗ.

Степу без конца «маяли» в чижи, заставляли бегать за мячом.

9-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех