Шырав
Шырав ĕçĕ:
Гент ҫар шутлавӗнче кӑштах йӑнӑшрӗ: арабсем икӗ пин те пилӗк ҫӗр ҫын тӑратрӗҫ, Стэнли аллӑ ҫынпа тухрӗ.
XI. Вӗлерме хӑтланни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Вилӗмле инкекри ҫынсене ҫӑлнӑшӑн сюртукӗ ҫине медаль тирекен ҫеҫ мар, путакан ҫынна ҫӑлнӑ чухне унпа пӗрле авӑрта путса вилекен ҫын та сӑваплӑ пирӗн куҫӑмӑрсен умӗнче.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Вут патне пуҫтарӑнса негрсем ҫак кун мӗн-мӗн пулса иртнине сӳтсе яваҫҫӗ, уни-куни пирки элеклеҫҫӗ, ҫав ҫын, вӗсене тара тытнӑ, Хура Ҫӗр чӗрине ертсе каяканскер, килнӗ ҫӗр-шыв — шурӑ ҫынсен ҫӗр-шывӗ — пирки айван халапсемпе киленеҫҫӗ.
II. Стэнлипе Гент // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
— Виҫӗ ҫын сире ют ҫын ячӗпе ҫаратма тӗв тунӑ.
XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ҫав ҫын… унӑн шӑпи маншӑн халӗ пачах та паллӑ мар, ҫав ҫын чӗрӗ-вичкӗн сӑнарлавпа тата хӑйӗн кӑмӑлне килнӗ пек керменсем лартас хӗрӳ туйӑмпа палӑрса тӑратчӗ.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ҫын тин ҫеҫ хывса пӑрахнӑ юбкине пӗр аллипе тытса тӑрать пулин те — револьверлӑ ҫак ҫын ҫине сикме Лемарен, паллах, ухмах мар-ха; револьвер манӑн — тепӗр аллӑмра, тапӑнӑва сирмешкӗн эпӗ ӑна халь тесен халь ӗҫе яма хатӗр.
XI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ҫыран хӗрринчи ҫынсен ушкӑнӗнчен шӗвӗр питлӗ тӑсланкӑ ҫын тухрӗ, аллине сулса кӑшкӑрчӗ:От группы людей на берегу отделился долговязый человек с узким лицом; он, помахав рукой, крикнул:
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Енчен те ҫын ман патӑмра хӑнара пулсан, эпӗ унпа ҫӑкӑр татӑкне, шыв сыпкӑмне ҫурмалла пайланӑ тӑк — эпӗ ҫав ҫынран нихӑҫан та елпӗрсе кулмасса пӗлетӗп.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
1. Кашни ҫын Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине тата Чӑваш Республикин Конституцине, федераци саккунӗсене тата Чӑваш Республикин саккунӗсене тытса пыма, ытти ҫынсен прависемпе ирӗклӗхӗсене хисеплеме, саккун кӑтартса панӑ ытти хушусене пурнӑҫлама тивӗҫ.
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
2. Кашни ҫын харпӑрлӑхра пурлӑх тытма, унпа хӑй уйрӑммӑн та, урӑх ҫынсемпе пӗрле те усӑ курма пултарать.
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
Ют ҫӗршыв гражданӗсене тата гражданлӑхсӑр ҫынсене Чӑваш АССРӗнче законпа палӑртнӑ правӑсемпе ирӗклӗхсем, ҫав шутра хӑйсен уйрӑм ҫын прависене, пурлӑх, ҫемье тӗлӗшӗнчи тата ытти прависене хӳтӗлеме судран тата государствӑн ытти органӗсенчен пулӑшу ыйтмалли право гарантилеҫҫӗ.
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.
Унта улах вырӑн, хуҫи те хамӑр ҫын, вӑл суранланнӑ ҫынсене сываличчен пӗр вӑхӑтлӑха хӑй патне вырнаҫтарса усрама пулчӗ.Там место глухое, хозяин свой и согласился приютить у себя раненых на время, пока поправятся.
VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Эпӗ Ваҫка ҫине пӑхса тӗлӗнсе тӑтӑм: вӑл айвантарах сӑн-сӑпатлӑ хӗрлӗ питлӗскер, ҫапкаланчӑкрах уткалаканскер, ӗнерхи кун шуррисене йӗрлесе йывӑҫ тӗмӗсен хушшинчен кушак пекех ҫӑмӑллӑн ӳпеленсе пыма пултарас ҫын пек курӑнмарӗ, йӗнер урлӑ вырттарнӑ шур салтака илсе тарнӑ чухне итлемен лашине саламатпа хӗртме пултаракан ҫын тесе шутлас та ҫук.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Хӑранипе васкаса сиксе тӑтӑм та, чӗрне вӗҫҫӗн вилнӗ ҫын патне пырса, курӑк ҫинче выртакан сӑран хутаҫа ярса тытрӑм, — ун ӑшӗнче ман документсем пур, — унтан вилнӗ ҫын ҫинчен куҫӑма илмесӗр йывӑҫ тӗмӗсем патнелле кутӑн чакма пуҫларӑм.
II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Пӳлӗмре ҫын нумай: ҫамрӑк каччӑсем, хӗрсем, хӗрарӑмсем, стариксем, — Джис тӳрех туйрӗ: ҫак ҫынсем халӗ ҫӗр тулашӗнче, урӑх тӗнчере, — унта вӗсене гени, пӑхӑнтаруллӑ кӗвӗ-ҫемӗ хуҫи, ертсе кӗнӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.
Пӗлтерӗшлӗ кӑтартусенчен пӗри нумай пурӑнакансен йышӗ ӳсни пулса тӑрать: паян Чӑваш Енре пурӑнакан 17355 ҫын 85-рен иртнӗ, 98 ҫын хӑйӗн 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Арӑмӗ ӑна пӗтӗмпех хыпарланӑ темӗнле ҫынпа курнӑҫнӑ эппин, — ҫапла шухӑшласа Ван-Конет, паллах, ҫӗр ай ҫулӗ тӗрмепе ҫыхӑнни пирки тӗлленме те пултараймасть; ӑна ҫакӑншӑн айван ӑслӑ тесе айӑплаймастӑн, вӑл пурне те витӗр куракан ҫын мар-ҫке.
XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ӗҫ-пуҫ ӗренкелӗхӗпе, Тиррей хӑйӗн ҫырӑвӗнче вӗсем ҫинчен кӗскен каланипе Галеран ҫав ҫынсене, вӗсен Ван-Конет ҫумӗнчи рольне кӑштах чухлать темелле; вӑл пӗлет: ҫав тери пӑсӑк ҫын та, енчен те ун патне унӑн лайӑх туйӑмӗсене кӑтартас шанӑҫпа пырсан, калаҫса кайма, хӑйне улӑштарма мехел ҫитереет.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Кӑштахран тин асӑрхарӗ: кӗмелли алӑк ҫинче ҫӑра ҫакӑнса тӑрать, чӳречесене шалтан хупнӑ, ҫуртӑн сылтӑм енче палатка карнӑ, — унта ҫын тӑрать, конкуренци ҫукран хӑйне хӑй ҫирӗп шанса — килнӗ ҫынсене тимлӗ тинкерет.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
«Тин ҫӗрпе тинӗсри» путсӗр пӑтӑрмаха лекнӗ ҫынсенчен пӗрне те асӑнмасӑр — каҫхине вӑл алӑкран асӑрхануллӑн шаккарӗ те кирлӗ ятсене Факрегеда пӗлтерчӗ, вӑл е ку ҫын ун ҫине мӗнлерех пӑхнине, ҫавӑн пекех пӑланпа укҫана епле тупмаллине тӗплӗн ӑнлантарчӗ.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.