Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйӑнать (тĕпĕ: туйӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫе тухатӑп — ӑна курас килет, каҫ ҫывӑрма выртатӑп — каллех ҫавӑ, ирхине тӑрсан чӳрече патне пыратӑп та, вӑл иртсе каяссӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унта ҫанҫурӑмпа лӗп шыва кӗрсе ларнӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗрпе каччӑ пӗр-пӗрин ҫави сассине ҫеҫ илтеҫҫӗ, ку вара вӗсене хӑлхара темле илемлӗ юрӑ янраса тӑнӑ пек, пӗр-пӗрин чӗри тапнине итленӗ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑна илтсен, Липа хӑвӑрт ҫеҫ хӑйӗн тантӑшӗ ҫине куҫ хывать, ӑна темшӗн Укахви ку ыйтӑва Галимджан пирки илтес тесе панӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Амӑшне ку калаҫу шыв юххи пек кӑна мар, симпыл юххи пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫапла-ҫке пирӗн аннесем, пирӗн ҫине вӗсем ялан пӗчӗк ачасем ҫине пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ, вӗсене эпир ялан ӳсетпӗр пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем яровизаци уссине те пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ, ӑна пӗрремӗш хут ҫеҫ те мар туса ирттереҫҫӗ, ҫапах та ку ӗҫе хӑйсемшӗн чӑрмав тесе шутлаҫҫӗ, вӗсене темшӗн яровизаци вӑрҫӑчченхи ӗҫ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Телеграммине хам ятпа янӑ пекех туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унта Галимджана асӑнни ҫук, малтан курнӑ хыҫҫӑн вӗсем тек пӗр-пӗрне тӗл пулман, ҫапах та Алексей ҫыруне вулани Хаятшӑн хӑйӗн ывӑлӗн ҫыруне вуланӑ пекех туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятмана вӑл ҫав тери мӗшӗлти, анчах тӗплӗ ҫын пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Турикас енчен хутран-ситрен ҫил шӑхӑрнӑ пек туйӑнать, хирте пирвайхи ҫилтӑман вӑй пуҫтарать пулас.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ман евчӗсӗр ӗҫ тухас ҫук пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗнер вӑл пухура ашшӗ каланине те, ытти ҫынсен сӑмахӗсене те ним шухӑшсӑр итлесе ларчӗ, паян акӑ ӑна кунӗпех тем ҫитмен пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ку Ятман мана темшӗн Галимджан пиччӗшӗ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫак икӗ ҫул хушшинче унӑн ҫӳҫӗ палӑрмаллах кӑвакарнӑ иккен, ҫавӑнпа вӑл халь аякран кӑтра пек те мар, сухалӗ тата пысӑкланнӑн туйӑнать, вӑл старикӗн тӑпӑл-тӑпӑл кӗлеткине илем кӳрсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗрре пӑхсан ҫак вӑхӑт сисӗнмесӗрех иртсе кайнӑ пек туйӑнать ӑна.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ ӗҫчен те, юратнӑ атте те // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d0%bf%d1%8 ... %82%d0%b5/

Алексей Федорович атта тӑхӑнса пӑхмарӗ, пысӑк мар пек туйӑнать, кайран тӑхӑнса пӑхӑп терӗ те айккинелле илсе хучӗ, хӑй Тереул каланине малалла итлеме хатӗрленчӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ырри пулас ҫук пек туйӑнать ҫав, — юлташӗпе килӗшрӗ Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Темскер, хӑранӑ пек туйӑнать вӑл Василий Васильевичран.

Куҫарса пулӑш

11. Хаяр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ваттисем шывӑн турачӗ ҫук, вутӑн алли ҫук, мӑрсан чӗри ҫук тесе шӑпах Мамич-Бердейпе Тукай пирки каланӑн туйӑнать ӑна.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех