Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тема сăмах пирĕн базăра пур.
тема (тĕпĕ: тема) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӑраҫҫи ҫыххине илсе тухрӗҫ; Тёма ашшӗпе амӑшӗ кӳме ӑшне кӗрсе ларчӗҫ, Еремей тилхепине ҫавӑрса тытрӗ; Наҫтаҫ хапха умӗнче тӑрать.

Ключи принесли, мать и отец сидят в экипаже, Еремей подобрал вожжи, Настасья стоит у ворот.

Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Тёма, Еремейӗн ним калама та ҫуккине, ашшӗ ӑна тӗрӗс ятланине курать, ашшӗшӗн кӑмӑллӑ пулнине туйса, вӑл, ҫӑмӑллӑн сывласа ярать.

Тёма видит, что Еремею нечего сказать, что отец прав, и, облегченно вздыхая, чувствует удовлетворение за отца.

Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Тёма кӳме тавра хӑвӑрт пӑхса ҫаврӑнать.

Тёма быстро окидывает взглядом экипаж.

Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Ашшӗ Еремее мӗншӗн вӑрҫнине Тёма ӑнланмасть, ҫавӑнпа ӑна кичем туйӑм пусса илет.

Тёма не понимает, за что отец бранит Еремея, и тоскливое чувство охватывает его.

Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Ҫак суя сӑмах Тёма ашшӗне тарӑхтарса ҫитерет.

Ложь возмущает и бесит отца.

Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Тёма, ашшӗпе Еремей ҫине хӑраса пӑхса, тимлӗн сӑнаса тӑрать.

Тёма озабоченно следит за отцом и Еремеем глазами.

Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Тёма, чиперех: курӑнам мар-ха, тесе шухӑшланӑскер, кӗтес хыҫӗнчен сиксе тухать те, амӑшӗ патне чупса пырать.

Тёма, благоразумно решивший было не показываться, стремительно выскакивает из засады и стремительно бросается к матери.

Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Тёма садра, теҫҫӗ хӗрачасем, амӑшне.

И сестры говорят матери, что Тёма в саду.

Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Амӑшӗ ачисем ҫине васкавлӑн хӗрес хурать, чуптӑвать вӗсене, Тёма ҫуккине асӑрхать.

Мать наскоро крестит и целует их и спохватывается о Тёме.

Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Тёма асаплӑ минутсем тӳсет.

Тёма переживает мучительные минуты.

Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Зина шӑллӗне ӗненмесӗр ун ҫине пӑхса тӑрать, анчах Тёма хӑйӗн рольне питӗ ӑста вылять, вӑл кӗҫӗн алӑк патне ҫитичченех васкамасӑр, хуллен утать.

Зина подозрительно провожает его глазами, но Тёма искусно играет свою роль, идет тихо, не спеша вплоть до самой калитки.

Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Анчах Тёма вӗсемсӗрех мӗн иккенне чухласа илнӗ ӗнтӗ; ашшӗпе амӑшӗ килтен тухса кайиччен вӑхӑта тӑсма кирли ҫинчен шухӑшлан шухӑшӗ унӑн ҫавраҫил пек ҫаврӑнать, ҫавӑнпа вӑл, нимӗн те пулман пек, кӑшкӑрать:

Но Тёма уже все и без этого сообразил: у него вихрем мелькает сознание необходимости протянуть время до отъезда, и он небрежно кричит:

Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Тёма самантлӑха хускалмасӑр тӑрать.

Тёма замирает на мгновенье.

Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

— Тёма! — темиҫен пӗр харӑссӑн чӗнеҫҫӗ ӑна.

— Тёма! — раздается дружный вопль.

Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Тёма, пичӗкерен курӑнса тӑракан темиҫе хулла туртса кӑларать те, вӗсене авкаласа пӑхать, анчах лешсем хуҫӑлаҫҫӗ, юрӑхлӑ мар.

Тёма выхватывает несколько прутьев, почему-то торчавших из бочки, пробует их гибкость, но они ломаются, не годятся.

Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Тёма, ытла савӑннипе, аппӑшӗ-йӑмӑкӗсен умӗнче сиккелесе илет.

И Тёма от избытка чувств делает быстрый прыжок перед сестрами.

Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

— Час каяҫҫӗ-и? — ыйтать Тёма.

— Скоро едут? — спрашивает Тёма.

Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

— Кам каять? — кӑшкӑрать аялтан хыпӑнса ӳкнӗ Тёма.

— Кто едет? — кричит снизу встрепенувшийся Тёма.

Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Тёма, тем хапсӑннӑ пек ҫавсем ҫине пӑхса тӑрать.

Тёма с завистью смотрит на эти простые, несложные отношения.

Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Вӗсем ан курччӑр-ха, тесе пӗшкӗнсе, Тема аяккалла сиксе ӳкет те, винограднике васкавлӑн пырса кӗрет; унтан, чӳречесӗр, алӑксӑр стенасемпе садалла тухакан чул сарай аяккине пӑрӑнса, садпа картишне уйӑрса тӑракан карта урлӑ каҫать, хайхискер вара, чиперех кухньӑна ҫитсе тӑрать.

Он делает вольт в сторону, незаметно пригнувшись, торопливо пробирается в виноградник, огибает большой каменный сарай, выходящий в сад своими глухими стенами, перелезает ограду, отделяющую сад от двора, и наконец благополучно достигает кухни.

Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех