Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыннисемпе (тĕпĕ: ҫынна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта эсӗ пултаруллӑ чӑваш ҫыннисемпе ҫывӑх паллашӑн, ҫӳлерен ҫӳле ҫӗкленсе, вӗҫме ҫунат хушӑн…

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Эпӗ хам палланӑ-пӗлнӗ хӑнасене Хурӑнвар ҫыннисемпе паллаштартӑм, Альӑпа Борис тӗл пулнине уйрӑмах хытӑ сӑнарӑм.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Тепӗр енче — пусмӑр йӗркипе пусмӑрҫӑсене хирӗҫ ҫӗкленнӗ кӗрешӳре вӑй илсе, ӳснӗҫем ӳссе пыракан ӗҫ ҫыннисен ҫарӗ: Микула, Ҫтаппан, Ваҫли, Анук, Кӗтерук, Прахӑр, Натюш, Уҫка, Марье, вырӑс тимӗрҫи Саначин, тутар ҫынни — вӑрман хуралҫи Ганният. мари ҫыннисемпе вырӑс хресченӗсем, ялти ӗҫ ҫыннисене ӑс парса, кӗрешӳре ҫул кӑтартса пыракан вырӑс революционерӗ Кузнецов тата ыттисем.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Урӑх халӑх ӗҫ ҫыннисемпе анлӑн хутшӑнса пӗрле ӗҫлесе пурӑнни, вырӑс рабочийӗсен революцилле хастар кӗрешӗвӗ хавхалантарни, халӑха ӑнӑҫсӑр яппун вӑрҫи асап кӳни тата ытти нумай сӑлтавсем чӑваш ӗҫ ҫыннисен сӗмне те уҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

— Ял ҫыннисемпе хирӗҫсе пурӑнни килӗшӳллӗ пулӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ял ҫыннисемпе пӗрле обелиск умне чечексем хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫуль витӗр савӑнӑҫ кӳрекен уяв // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10673-ku ... reken-uyav

Ытти мухтавлӑ ҫар ҫыннисемпе ветерансем пекех Ҫӗн Сӑрьелте ҫуралса ӳснӗ Юрий Геннадьевич Ивановпа Василий Яковлевич Прохоров та праҫнике чӑннипех те хӑйсен теме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗслӗх кӑтартакансен йышӗнче // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11891-t- ... -jysh-nche

Сисрӗ вӑл: Ту-ҫи енчи мӑрсасем вырӑссене пулӑшма килнӗ пулсан ун ашшӗ те пур ӗнтӗ вӗсен хушшинче, вӑл та аркатать хӑйӗн ҫыннисемпе Ар-Сӗнтӗр крепоҫне.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑҫал ҫулӗ ҫавӑн пек ӑнӑҫсӑр-ши е вырӑс турри хӑйӗн хӑватне кӑтартать-ши, чиркӳ ҫыннисемпе ҫар ҫыннисемсӗр нимпе те чӳк ирттерме ҫук.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗттӗм пулас умӗн Али-Акрам хӑйӗн ҫыннисемпе, вырӑнти паллӑрах мӑрсасемпе пӗрле Кӑкшамар тулашне пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑвӑр ял ҫыннисемпе лайӑх кӑна чӳк тӑвӑр та килӗрсене саланӑр.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах турхан хӑйӗн ҫыннисемпе, аллисене каялла туртса ҫыхнӑ казаксемпе тапранса тухма ӗлкӗреймерӗ — улӑхра каллех юлан утсем курӑнса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫармӑс мӑрси Мамич-Бердей, хӑйӗн ҫыннисемпе тин ҫеҫ килсе ҫитнӗскер, Хусана темиҫе ҫын яма сӗнчӗ, Скуратовпа Лихорев баскаксене вӗлерни ҫинчен наместникпа воеводӑсене пӑлханакан мӗн пур халӑх ячӗпе пӗлтерсе хумалла терӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Арск енче Хусанпа Новоград Свняжский наместникӗсенчен ярлык илнӗ ҫӗрпӳсем пире пулӑшас вырӑнне Япанча ҫыннисемпе ҫыхланса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пулмасть манран ял ҫыннисемпе харкашасси, тарҫӑсене ӗҫлеттересси.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кунта сенӗк-кӗрепле утӑ пуҫтар-ма ҫеҫ мар, кӳршӗ ял ҫыннисемпе (тепӗр чухне хӑйсен тӑванӗсемпе) тытӑҫса илме те кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Северьянӑн хӑйӗн те вӑхӑт хӗсӗкрех пулчӗ те-ха, ҫапах та вӑл тыткӑнран таврӑнакан пӗр хула ҫыннисемпе тӑраничченех калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Икӗ наместникпа Шигалей бояр ҫыннисемпе пӗрле хӑйсем ҫеҫ ӗҫсе ҫирӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку ҫеҫ те мар, ытти ҫар ҫыннисемпе пӗрле, вырӑссемпе пӗрле Хусаншӑн ҫапӑҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗҫкӗ пӗтнӗ хыҫҫӑн пурне те хулана чӗнчӗҫ — патша хӑйӗн ҫывӑх ҫыннисемпе, воеводӑсемпе, бояр ачисемпе пӗрле иккӗмӗш хут Хусан курма каять иккен.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех