Шырав
Шырав ĕçĕ:
16. Эпӗ сана акӑ Хамӑн алӑ тупанӗ ҫинех ӳкерсе хутӑм; санӑн хӳмӳсем яланах Манӑн умӑмра.16. Вот, Я начертал тебя на дланях Моих; стены твои всегда предо Мною.
Ис 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Чурусем урлӑ эсӗ Ҫӳлхуҫана хурларӑн, ҫапла каларӑн: «вӑрҫӑ урапи манӑн имсӗр-сумсӑр, эпӗ вӗсемпе ту тӑрринех, Ливан аякӗ ҫинех, хӑпартӑм, унти кервен кедрсене, хӳхӗм кипариссене касса тӑкрӑм, чи ҫӳллӗ вырӑнне, ытарайми йывӑҫ пахчине, ҫитсе кӗтӗм; 25. ӗнтӗ ҫӑл чаврӑм, шыв ӗҫрӗм; хамӑн ура лаппипе Египетӑн мӗнпур юханшывне таптаса типӗтсе тухӑп» терӗн.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӳмене ишеҫҫӗ, кӑшкӑрашни тусем ҫинех ҫитет.
Ис 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ултавлӑ чӗре хурлӑх кӳрет, анчах пурӑнӑҫ тути-масине пӗлекенӗ ҫав хурлӑха ун ҫинех ҫавӑрать.22. Лукавое сердце причинит печаль, но человек многоопытный воздаст ему.
Сир 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Кайран Вӑл ҫӗкленет те вӗсене тивӗҫлине тавӑрса парать, хӑйсем мӗн тунине хӑйсен пуҫӗ ҫинех ӳкерет.19. Потом Он восстанет и воздаст им, и даяние их на голову их возвратит.
Сир 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫуралсассӑн эпӗ те пурте сывлан сывлӑшпах сывлама пуҫланӑ, ҫак ҫӗр ҫинех ҫуралнӑ, ыттисем пекех чи малтан макӑрса сасӑ панӑ, 4. мана та кипкепе пиелесе, кӑкӑр парса ӳстернӗ; 5. пӗр патша та урӑхла ҫуралман: 6. пурӑнӑҫа пурте пӗр пекех килеҫҫӗ, пӗр пекех каяҫҫӗ.
Ӑсл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Анчах Ҫӳлхуҫа манӑн хӳттӗм пулчӗ, Туррӑм тӗреклӗ хӳтлӗхӗм пулчӗ, 23. Вӑл вӗсен йӗркесӗр ӗҫне хӑйсем ҫинех ҫитерчӗ, вӗсене хӑйсен усаллӑхӗпех пӗтерчӗ, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр вӗсене пӗтерчӗ.
Пс 93 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл манӑн тӑшмансен усаллӑхне хӑйсем ҫинех ҫитертӗр; Хӑвӑн чӑнлӑхупа пӗтер вӗсене.
Пс 53 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Пирӗн чуна пылчӑк ҫинех пӑрахрӗҫ, пирӗн ӳт ҫӗр ҫумнех ҫыпӑҫӑнчӗ.26. ибо душа наша унижена до праха, утроба наша прильнула к земле.
Пс 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӑмартисене страус ҫӗр ҫинех вӗри хӑйӑрпа ӑшӑнса выртма хӑварать, 15. вӗсене кам та пулин лапчӑтасси ҫинчен, тискер кайӑк пырса ҫӗмӗресси ҫинчен шутламасть; 16. вӑл хӑйӗн чӗпписене хӗрхенмест, вӗсем уншӑн — ют пекех, хӑйӗн ӗҫӗ харама каясран та шикленмест, 17. мӗншӗн тесессӗн Турӑ ӑна ӑслӑлӑх паман, ӑстӑн парнелемен; 18. хӑй вара ҫунаттине сарать те юланута нимӗн мар кая хӑварать.
Иов 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӑл мана пылчӑк ҫинех пӑрахрӗ, эпӗ тӑпра пек, кӗл пек пулса юлтӑм.
Иов 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Мӗншӗн-ха хамӑн ӳтӗме хамӑн шӑлӑмпах тулас, мӗншӗн-ха чунӑма ал тупанӗ ҫинех кӑларса хурас?14. Для чего мне терзать тело мое зубами моими и душу мою полагать в руку мою?
Иов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эй Ҫӳлхуҫа, Хӑвӑн туюна ҫук турӑсене ан пар, эпир пӗтессе хавасланса ан кӗтчӗр, хӑйсен каварне хӑйсем ҫинех яр, пирӗн ҫинчен элеклекене мӑшкӑл кӑтарт.
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Вӗсем патне ҫав ҫӗр ҫинче пурӑнакан ытти халӑх ҫыннисем пуҫтарӑннӑ, вӗсем Израиль ывӑлӗсене хирӗҫ пынӑ, вӗсене хӗстерсех тӑнӑ; ҫапах Израиль ывӑлӗсем парне вырӑнне унӑн малтанхи никӗсӗ ҫинех туса лартнӑ; вара хӑй вӑхӑтӗнче, — ирсерен те, каҫсерен те, — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳрсе тӑма пуҫланӑ.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Туррӑмӑр, илтсемччӗ пире, пирӗнтен епле йӗрӗнсе кулаҫҫӗ, вӗсен хӑртса каланӑ сӑмахӗсене хӑйсен пуҫӗ ҫинех ҫавӑр; вӗсем тыткӑна, ют ҫӗре лекчӗр, мӑшкӑл курччӑр, 5. вӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсене ан каҫар, вӗсен ҫылӑхӗ те Сан умӑнта ан ҫухалтӑр, мӗншӗн тесессӗн вӗсем хӳме юсакансене кӳрентерчӗҫ!
Неем 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӗсем ют халӑхсенчен хӑраса тӑнӑ пулин те, парне вырӑнне ун малтанхи никӗсӗ ҫинех лартнӑ; вара ун ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана ирсерен те, каҫсерен те парне кӳрсе тӑма пуҫланӑ.
1 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Элчӳсем урлӑ эсӗ Ҫӳлхуҫана хурларӑн, ҫапла каларӑн: «вӑрҫӑ урапи манӑн имсӗр-сумсӑр, эпӗ вӗсемпе ту тӑрринех, Ливан аякӗ ҫинех хӑпартӑм, унти кервен кедрсене, хӳхӗм кипариссене касса тӑкрӑм, эпӗ унӑн чи инҫетри кӗтессине, ытарайми йывӑҫ пахчине ҫитсе кӗтӗм; 24. ӗнтӗ ҫӑл чаврӑм, ют шыва ӗҫрӗм, хамӑн ура лаппипе Египетӑн мӗнпур юханшывне таптаса типӗтсе тухӑп» терӗн.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Патша Ванеяна каланӑ: хӑй каланӑ пек ту, вӗлер те пытар ӑна, ҫапла Иоав тӑкнӑ айӑпсӑр юна ман ҫинчен те, аттем килӗ ҫинчен те ҫуса яр; 32. вӑл хӑйӗнчен лайӑх, айӑпсӑр икӗ ара вӗлернӗ: Авенира — Нир ывӑлне, Израиль ҫарпуҫне, тата Амессая — Иефер ывӑлне, Иудея ҫарпуҫне; вӗсене Давид аттеме пӗлтермесӗр хӗҫпе касса пӑрахнӑ, ҫавӑншӑн унӑн юнне Ҫӳлхуҫа унӑн пуҫӗ ҫинех ҫавӑртӑр; 33. вӗсен юнӗ ӗмӗрлӗхе Иоав пуҫӗ ҫине, ун йӑхӗн пуҫӗ ҫине пултӑр, Давидпа унӑн йӑхне вара, унӑн килӗпе аслӑ пуканне Ҫӳлхуҫаран ӗмӗрлӗхе канӑҫлӑх пултӑр! тенӗ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Давид Навал вилнине илтнӗ те каланӑ: Ҫӳлхуҫа мухтавлӑ, Вӑл Навала мана намӑс кӑтартнӑшӑн тавӑрчӗ тата Хӑйӗн чурине усал ӗҫ тӑвасран ҫӑлса хӑварчӗ; Ҫӳлхуҫа Навалӑн ҫиллине Навал пуҫӗ ҫинех ячӗ, тенӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах Саул хӑйӗн сӑмахӗ ҫинех тӑнӑ.
1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.