Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫийӗнче (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хула ҫийӗнче — шупка-ылтӑн пӗлӗт, йывӑҫсем те, ҫуртсем те ҫав пӗлӗт айӗнче е ҫав пӗлӗт тӗлӗнче хура тушпа сӑрласа хунӑ пек яр-уҫҫӑн палӑрса курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫийӗнче чӑнах та милицисем тӑхӑнакан ҫутӑ-кӑвак тӗслӗ кӗпе пулнӑ, анчах погонӗсем — милицин мар, ҫар погонӗсем; галстукӗ те «ют» иккен — ахаль ҫынсем ҫакса ҫӳрекенни, «граждански» Брюкийӗ те милицисен мар, ҫар ҫыннисен.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Хӑш-пӗр грузовиксем ҫинче хӗрлӗ ялавсем вӗлкӗшнӗ, михӗсем ҫийӗнче ларакан ҫамрӑксем хаваслӑ юрӑ шӑрантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Тинкерсе тӑван ҫӗршывӑн Ҫийӗнче вӗҫсе ҫӳреҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Ун ҫийӗнче халь йӗс вӑчӑраллӑ куртка, костюм, хулӑн патушлӑ пушмак.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫӗр алӑ ҫул ӗнтӗ ҫак самана иртрӗ — Нумай шывсем юхрӗҫ Ҫавал шывӗ ҫийӗнче.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тӑват кимӗ — калӗрсен Икшер йӗрке кӗсменсем, Тункатисем ҫийӗнче Шӑналӑксем пӗлӗт пек.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Атӑл хӗрӗнчи ҫыр тӗми ҫийӗнче Чул хӳмелле мӑнастир ҫынтан сивӗнсе Ларать уйрӑмах пӗр лаптӑк йышӑнса.

Куҫарса пулӑш

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫуркунне ялкӑшса ҫут хӗвел хӑпарать Сарӑлса выртакан Атӑлӑн ҫийӗнче.

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сӑнӗнчен те маларах Тумтирийӗ пахарах: Сара ука пек ҫӳҫӗ ҫинчен Масмак кӗрен пурҫӑнран, Ҫӳлӗ кӑкри ҫийӗнче Шӳлкемисем талӗртан.

Куҫарса пулӑш

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ун ҫийӗнче мӑк, хӑях ӳсет-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Унӑн малти чаҫӗсем Ухта хулинчен сакӑр ҫухрӑмра Хура шыв ҫийӗнче сӗмсӗрленсе ҫапӑҫрӗҫ, анчах Хӗрлӗ Ҫар, вирлӗн пыра-пыра ҫапса, час-часах вӗсене ҫак вырӑнтан каялла ывӑта-ывӑта ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Унччен те пулмарӗ, алӑкра арӑмӗн ҫиллес сӑнӗ курӑнса кайрӗ: ҫийӗнче ӗҫ халачӗ ҫӳҫӗсене пӗчӗк тутӑр айне пуҫтарса чикнӗ, аллинче пуш витре.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Арҫын ача ҫийӗнче сӑрӑ шалаварпа сӑрӑ сукна кӗпе, кӗпи ҫинче пысӑк ҫутӑ йӗс пӗрешкеллӗ чӗн пиҫиххи.

Куҫарса пулӑш

Хӳтӗлекен принц // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вӑл куркаланӑ ӗнтӗ, пӗлет: аслисем апат-яшка, кукӑль-икерчӗ таврашне, чее вутӑ пуленкисем, шанкӑ вутӑ, хӑрӑк-марӑк ҫунтарса е ҫулӑмлӑ вутра, е шӑранакан шӗл-кӑвар ҫийӗнче, е вӗри кӑмакара вӗретеҫҫӗ, пӗҫереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Леререхре, ҫӗрӗшсе тайӑлнӑ, тӗксӗм тип сарай умӗнче, сарӑлса ашкӑракан хупах ҫийӗнче, тин ҫеҫ ҫуса тасатнӑ, хӗстӗркӗчсемпе тытӑнтарса ҫакнӑ хӗрарӑмӑн аялти кӗпе-йӗмӗ типӗнет.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Ҫанталӑкӗ паян типӗ, анчах ҫурт-хуралтӑсем ҫийӗнче, йывӑҫ тӑррисенче ӑшӑ шевли хавасланса чӗлтӗртетмелле шанкӑр уярах мар.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ҫийӗнче симӗсрех гимнастерка, уяв кунӗсенче — ҫут тӳмеллӗ хура тужурка.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Урсэкие дормиторсенче, чирлисен изоляторӗсенче, маччасем ҫийӗнче тӗрӗслесе ҫӳрерӗ те, кӗҫех вара ачасене пурне те хӑйпе пӗрле ӗҫе ертсе пычӗ.

Урсэкие взял на себя еще контрольный рейс по дормиторам, по изолятору с больными, по чердакам и всех ребят привел на работу.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Анчах ҫакна пӗлсе тӑр: эсӗ халӗ ун ҫийӗнче куракан кӗпене илес тесе, ҫак хӗрӗн кашни уйӑхрах темиҫе кун ҫимесӗр пурӑнма тивет.

Но знай: для того чтобы купить это платье, в котором ты ее видишь, ей каждый месяц приходится несколько дней не есть.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех