Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫатма сăмах пирĕн базăра пур.
ҫатма (тĕпĕ: ҫатма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шамраев эрех кӳпсе тӑртаннӑ, хӗрелнӗ, шӗвелнӗ куҫӗпе ҫатма ҫинелле тинкерчӗ, чӗтрекен аллине вилка тытма хӑтланчӗ, анчах тытаймарӗ те аллине сулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Шӑрттанне ҫырт-ха эсӗ, Сахрун, — тесе карчӑк председатель умне пӗр ҫатма ӑшаланӑ шӑрттан лартса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Кунта икӗ пӗчӗк турилкке ӑшне хупнӑ ҫатма икерчи, чӑкӑтпа пӗҫернӗ ҫӑмарта тата ҫур литр сӗт пур иккен.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Ирхине ирех пире Кулькка мӑшӑрӗ ҫатма икерчи пӗҫерсе хӑймапа ҫитерчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Хӗрсен ушкӑнӗсем, ҫӑварни валли ҫатма ҫинче ӑшаланӑ хӗвелчамӑшне каткаласа, пуҫӗсене каҫӑртарах тытса, пӗри тепринчен хитререх утма тӑрӑшса, хӑйсем хушшинче савӑнӑҫлӑн калаҫса-кулса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей вӗри ҫатма ҫинчи пӑрҫа пек ӑшаланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Витре шыв та халӗ вӗри ҫатма ҫине ҫу тумлатнӑ пек ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сире валли унта ҫатма икерчи пӗҫерсе хунӑ-и?

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ҫатма пек тикӗс ҫулпа колхоз ӑйӑрӗсем ӑмӑртса чупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Тухатӑн та хире, мӑнтарӑн, тӑвӑн ҫӗр кӑкринчен юлашки нӳрӗк мӑкӑрланса пӑсланнӑн туйӑнать: аталанакан ҫеҫкесем типеҫҫӗ, тулакан тырӑ пӗрчисем хӗртнӗ ҫатма ҫинчи пек вӗтеленсе ҫунаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Ҫав хушӑрах тин ҫеҫ ҫатма ҫинчен илнӗ икерчӗсене ывӑспа сӗтел ҫине пырса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӑшӗ ҫатма аврипе, хӑше турчкапа, — самаях лекнӗ вилнӗ карчӑкӑн кӗҫҫе пит ывӑлне.

Женщины, решив, что это вор, выбежали кто с кочергой, кто со сковородником и ну бить-колотить непутевого сына новопреставленной!

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫынна темӗнле курӑнман ҫатма ҫинче хӗртеҫҫӗ тейӗн ҫав.

кажется, что он сидит на невидимой глазу раскаленной сковороде.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗркун кӑткӑ тӑрмашнӑ вырӑна ҫатма пек яка ҫӗре, урай варрине шӑй кайса ҫинҫе туналлӑ йӗпе кӑмпа шӑтса ларнӑ.

Посредине ровного земляного пола выросла бледная поганка на тонкой ножке.

Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗррипе Выртать ҫатма пек такӑр юшкӑн.

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ытла ӳсет Ухтер хӑвачӗ, Ял-йышшӑн вӑл — вӗри ҫатма.

Куҫарса пулӑш

III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл ҫавӑнтах сӗтел ҫине ҫупа ӑшаланӑ пӗр ҫатма ҫӗрулми пырса лартрӗ, арҫынсем ӑна кашӑк тулли ӑсса ҫиме пикенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сӗлӗ ҫӑнӑхӗнчен пӗлӗм пӗҫертӗм, вӗрилле ларса ҫи, — терӗ Зинаида Степановна, питлӗхе уҫса, кӑмакаран ҫатма тулли икерч туртса кӑларса.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сӑра хыҫҫӑн ҫатма ҫинче ӑшаланӑ шӑрттан ҫыртсан — мӗн каласси пур — турра шӗкӗр!

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Куратӑн-и, епле яка ҫивиттийӗсем — ҫатма пек! — ӑнлантарчӗ Виктӑр.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех