Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӑна итлекенсем ытармалла мар банкси йывӑҫӗ ҫумне вырнаҫрӗҫ, сигар тӗтӗмӗсем сывлӑшра ункӑланса шуралаҫҫӗ; вӗсем ҫӳлелле явкаланса хӑпараҫҫӗ те ҫӑра йывӑҫ ҫулҫисем хушшинче ҫухалса каяҫҫӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Эленпа Мэри фургон ӑшӗнчен тухрӗҫ, юланутҫӑсем пурте лашасем ҫинчен анчӗҫ те, явкаланса ӳсекен камед йывӑҫҫин сулхӑнӗнче унӑн калавне ларса итлерӗҫ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫирӗм фут ҫӳллӗшне ҫитекен мӑйрака йывӑҫҫи, туссе — йывӑҫ туналлӑ пысӑк курӑк, пысӑк ломари, ҫинҫе те явкаланса пӗтнӗ тунасемлӗскер, антра-бальзам ароматне сапалакан ануерин ҫап-ҫутӑ тӗмисем, максем, усал сельдерей тата упа сарри — ҫаксем пурте пӗрле утрав ҫинчи йышлӑ ӳсентӑрансен тӗнчи пулса тӑраҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Халлӗхе пемеллисем те пур чухне, рамада алӑкӗ умӗнче вут ҫулӑмӗ явкаланса тӑнӑ чухне, килсе тапӑнасран хӑрама та кирлӗ мар.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫапах та ҫамрӑксем самаях эрех-сӑра сыпни курӑнать: пӗри хӗрпе пӑру ҫуллашнӑ пек чуп туса ларать, тепри хӗр пуҫӗпех стакана эрех ярса ӗҫет, виҫҫӗмӗш чиперкки вара лӑпкӑ кӗвӗ ҫеммипе пӳлӗм варринчех ҫӗлен пек явкаланса кӗпине хывать.
Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив
Женя ют хӳме патӗнче явкаланса ҫӳренине Ольга терраса крыльци ҫинченех курса тӑчӗ, ҫапах та йӑмӑкне кансӗрлесшӗн пулмарӗ вӑл, мӗншӗн тесен лешӗ паян ир ахаль те нумай макӑрнӑ.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Ҫын ҫакӑн пек пӗчӗк ӗҫе тума йӑлӑнса ыйтать пулсан, ҫак пӗчӗк пек туйӑнакан ӗҫ пачах пӗчӗк мар, инкек таҫта ҫывӑхрах явкаланса ҫӳренӗ пек туйӑнать.
Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.
Вӑрманти пекех пулса тӑчӗ: уйӑх та, пӗлӗт те пур, манӑн урасем те йывӑҫсем пек курӑнаҫҫӗ, ҫавӑнпа чӗрӗпе пит те кӑмӑла кайрӗ пулас; вӑл ура айӗнче явкаланса ҫӳрерӗ, атӑ кунчисене шӑршлакаларӗ, йӗпписемпе чиккелерӗ.
Чӗрӗп // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 18–21 с.
Пӗчӗк Мишатка ун патӗнче явкаланса ҫӳрерӗ, куҫран тилмӗрсе пӑхса ыйтрӗ:Маленький Мишатка вертелся около него, умоляюще засматривал в глаза, просил:
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тулта ҫуртсем, йывӑҫсем вӗлтлете-вӗлтлете юлаҫҫӗ, рельсӑсем, ҫӗлен евӗр явкаланса, ҫыхлана-ҫыхлана пӗрлешеҫҫӗ, поезд айнелле шуххӑн сикеҫҫӗ, унтан, урӑхла шутласа илсе хӑранӑ пек, кустӑрма айӗнчен темӗнле кутӑнлашарах йӑраланса тухаҫҫӗ те таҫта, аяккинелле тарса каяҫҫӗ.
1 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Вӑл, медальне ҫавӑркаласа пӑхса, чылайччен тӗкӗр умӗнче явкаланса тӑчӗ, йӑрӑмлӑ георги ленти хӑйӗн ҫумӗнче ытларах пырать тесе, кофтисене пӗр пиллӗкӗшне улӑштарса тӑхӑнчӗ.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Новочеркасскра ӑна ҫамрӑк офицерсем питӗ нумаййӑн кӗшӗлтетсе ҫӳрени тӗлӗнтерчӗ: вӗсем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн урамсенче хӗвӗшеҫҫӗ, ресторансенче лараҫҫӗ, ҫамрӑк майрасемпе явкаланса ҫӳреҫҫӗ, атаман керменӗпе Ҫар канашӗ уҫӑлмалли суд ҫурчӗ умӗнче вӗркӗшеҫҫӗ.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Ҫакӑнтах явкаланса ҫӳретчӗ.
Ӗмӗрлӗхе панисем // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Мана патша ҫуртӗнчи тӗрлӗ элексем-мӗнсем ӗмпӳн таса ячӗ тавра эрешмен карти пек явкаланса варалани питех те хумхантарать.Меня глубоко волнуют те дворцовые сплетни, которые паутиной кутают светлое имя монарха.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пурте, хӳрисене выляткаласа, йӗкӗтсем чипер хӗрсем умӗнче явкаланса ҫӳренӗ пек, тухатмӑшсем умӗнче явкаланса ҫӳреҫҫӗ; музыканчӗсем тата хӑйсен вӗрсе карӑнтарнӑ питҫӑмартийӗсене чашкисемпе супӑнь ҫапнӑ пек ҫапа-ҫапа, сӑмсисемпе волторна шӑхӑртнӑ пек шӑхӑртаҫҫӗ.
Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вӗсем пӗрер ҫӑвар тӗтӗм кӑларса яма кӑна ӗлкӗрнӗччӗ, кӑвак тӗтӗм ҫӗлӗксем ҫинче явкаланса сывлӑша та саланаймарӗ, юханшывӑн тепӗр енче ҫыран хӗрне «эмка» ҫитсе тӑчӗ, вӑл шыв хӗрнех ҫитрӗ те, шыв сикки урлӑ мӗнле майпа лайӑхрах каҫма пуласси ҫинчен шутланӑ пек, чарӑнса ларчӗ.
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫӳлтен теплохода сӑнаса, унӑн сӑмси айӗнче явкаланса карапа хӑйсем хыҫҫӑн илсе кайнӑн туйӑнать.Они, казалось, высматривали сверху теплоход и потом вели его за собой, кружась под его носом.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Ачасем, ман хыҫҫӑн явкаланса ҫӳреме ирӗк паратӑр-и ӑна?
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл ман хыҫҫӑн та явкаланса ҫӳреме пултарать-ха.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Макар шутлани тӗрӗсех пулчӗ: темӗн тӗслӗ, вӗлтӗркке те йӑрӑ чӑхсем хушшинче пысӑк мар, тӗкне ҫӑлса пӗтернӗ, шӑши пек сӑрӑ, кӗлеткесӗр автан, ҫӗлен пулӑ пек, явкаланса ҫӳрет.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.