Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хыҫҫӑн сăмах пирĕн базăра пур.
хыҫҫӑн (тĕпĕ: хыҫҫӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл каялла тухасса пӗр хушӑ кӗтнӗ хыҫҫӑн Кирилл Денис хыҫҫӑн кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Хӑй хыҫҫӑн тепӗр сехет каярах хире Хӗветли тухсан, хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗ те Укахви — хӑйӗнчен хӑй тӗлӗнчӗ: тӗмӗ хыҫҫӑн тӗмӗ ларать.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Халӗ вӑл — вӑрҫӑ пуҫланнӑранпа, ахаль чух хӑш-пӗр арҫын та ҫитсе хурас ҫук ҫӗр-тӗлсенче пулнӑ хыҫҫӑн, хӑш-пӗр вӑйпитти арҫын та хуҫӑлса ӳкмелле ӗҫӗнче пулса курнӑ хыҫҫӑн — улшӑнса кайрӗ: ярӑнса утнӑ утти те, ҫивӗч чӗлхи те улшӑнчӗ, ямкӑс сасси салху ҫемме куҫрӗ, кӑмӑлӗпе пусӑрӑнчӗ, сӑнне-питне хура-шур тӗсӗ, ӗшенчӗк сӗм ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн икӗ уйӑха яхӑн иртрӗ кӑна — ҫырма леш енчи ҫӗнӗ урамра Микка ачисен ҫӗнӗ пӳрчӗсем ҫумӑр хыҫҫӑнхи карта кӑмпи пек ӳссе ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

— Ывӑлӗ патӗнчен тухса кайнӑ хыҫҫӑн шӑлтӑрах ҫемҫелнӗ унӑн кӑмӑлӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн шухӑшне улӑштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Маринэ килсе кайнӑ хыҫҫӑн нумаях та вӑхӑт иртмерӗ — Тарановшӑн тепӗр савӑнӑҫ ҫитрӗ: радиопа «Пурнӑҫ курки» янрарӗ, кичем палатӑра кӑмӑла ҫӗклентерекен ҫепӗҫ кӗвӗ янранинчен ытларах ӑна урӑххи хавхалантарчӗ: ара, диктор ҫапларах каларӗ-ҫке: «Пурнӑҫ курки» юррӑн сӑмахӗсене ку таранччен эпир Ямаш Ваҫҫипе Сулагаев ҫырнӑ тесе шутланӑ, халь вара, тӗплӗн тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн, ҫакӑ палӑрчӗ: сӑввин чӑн-чӑн авторӗ — Сехмет Сантӑркки.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ялти пуҫламӑш шкулта вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн пӗчӗк Саша тӑлӑх ачасен колонинче пурӑнса вӗреннӗ, 1931 ҫулта Хусанти чӑвашсен педагогика техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ, ун хыҫҫӑн виҫӗ ҫул учитель пулса ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Вара тӗппипех литература ӗҫне пуҫӑнать, калав хыҫҫӑн калав, повесть хыҫҫӑн повесть хайлать.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Ҫапла кун хыҫҫӑн кун, уйӑх хыҫҫӑн уйӑх иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫапла, васкарӗ, питӗ васкарӗ вӑл каҫхи сӗм хура вӑрман тыткӑнӗнчен хӑтӑлса тухма: аллисемпе хыпашлакаласа, йывӑҫ вуллисенчен пӑрӑнса, тӗмӗсен картисене, йӗплӗ ӳсентӑрансене сиркелесе, парӑнтаркаласа, тӑрӑна-тӑрӑна, кӑмпӑр-кампӑр такӑна-такӑна, утӑм хыҫҫӑн утӑм, утӑм хыҫҫӑн утӑм турӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн вара — лейтенант господинӑн чӑпарккипе аттине пайтахчен астивнӗ хыҫҫӑн — вӑл мӗнле сывӑ юлма пултарнинчен те тӗлӗнмелле!

Великое чудо, что Мыца после этого живой остался — после плети и сапог господина лейтенанта!

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Доруца хыҫҫӑн пусма картлашки ҫине хӗрсен ремесленнӑй шкулӗнче вӗренекен хӗрача улӑхса тӑчӗ, унтан ӗҫсӗр ҫынсем пӗрин хыҫҫӑн тепри калаҫма, пуҫларӗҫ.

После Доруцы на ступеньки поднялась ученица женской ремесленной школы, затем один за другим стали выступать безработные.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Живопиҫьре, тӑванӑм, эпӗ Рафаэль хыҫҫӑн мар, Рембрандт хыҫҫӑн кайма тӑрӑшатӑп. Нимӗнле идеализаци те!

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Кун хыҫҫӑн кун, эрне хыҫҫӑн эрне иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваттисем — чӳк пуҫлӑхӗсем — мӗн пур апат-ҫимӗҫе тутанса пӑхнӑ хыҫҫӑн хӗвел тухӑҫ енчи хапха патӗнчен сӗтел умне ваттисен тепӗр ушкӑнӗ пырса тӑчӗ, ун хыҫҫӑн — тата тепӗр ушкӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Уйрӑмах Хусан хыҫҫӑн, патша ӗҫки хыҫҫӑн, — куллине пытармасӑр каларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Турци султанӗ ун патне элчӗ хыҫҫӑн элчӗ ярать, фирман хыҫҫӑн фирман ҫырать.

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халь, ҫакӑн пек хӑрушӑ ӗҫ пулнӑ хыҫҫӑн, тӑван ялтан тул ҫутӑличчен тухса тарнӑ хыҫҫӑн, Кривӗш таврашӗнче юлма юрамастех унӑн.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кун хыҫҫӑн кун иртрӗ, ӗҫ хыҫҫӑн ӗҫ тупӑнса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Паккус хыҫҫӑн паккус ӳкет, йӑран хыҫҫӑн йӑрансем пулса юлнӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех