Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хурланса (тĕпĕ: хурлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урамра кӑнтӑрла та, каҫ та салтак юрри, хӗрарӑм макӑрни, хурланса кӑшкӑрашни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Шупуҫҫынни хӑйӗн сӑввине питӗ хӗрӳллӗн каласа пӗтерчӗ, ҫапах хальхинче алӑ ҫупакан пулмарӗ: пурте сӗрме купӑс хурланса макӑрнине шӑппӑн тӑнларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ӗҫкӗсенче вӑл, тарӑхса та хурланса, хӑйӗн яланхи юррине салхуллӑн юрланӑ:

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Иккӗмӗш самолечӗ аплах мар, Баймашкинран юларах парать, — терӗ агроном, иккӗмӗш самолечӗ вӑраххӑнрах ӗҫленӗшӗн хурланса мар, савӑнса каланӑ пек.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хӗрсем юрра пикенчӗҫ — Катюша ҫинчен те, пӗччен хурланса ларан пилеш ҫинчен те, вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт ҫинчен те, чӗнтӗрлӗ кӗпер ҫинчен те, анаталла урам ҫинчен те юрларӗҫ, хальхи вӑрҫӑ юррисене те манса хӑвармарӗҫ, темшӗн тата хурланса макӑрчӗҫ, унтан хаваслӑ халӑх юррисене чӑрсӑрланса юрларӗҫ, вара каллех ташлама тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Юлашки вӑхӑтра хӗрӗнчен ҫыру килменни карчӑка питӗ хытӑ пӑшӑрхантарать; вӑл, ҫӗрле те ҫичшер вӑранса, юратнӑ хӗрӗшӗн, вӑрҫӑри ытти салтаксемшӗн хурланса калаҫать.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Эй, хӑйсен тӑванне такам вӗлернӗ пекех хурланса калаҫатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Хурланса калаҫрӗ Степан Алексеевич.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Сасси ун хурланса та чӗтренсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ухмаха ертӗн-им?! — хурланса кӑшкӑрса ячӗ Наҫтик.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерук сак ҫине ӳкрӗ, пӗтӗм чунӗпе хурланса, макӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йӗр ҫухалчӗ, — хурланса хуравларӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ӑнлантӑм, атте, — чунӗ хурланса килнӗ куҫпа ашшӗ ҫине пӑхса илчӗ Сергей.

Куҫарса пулӑш

Сахар ҫухалать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсен янравлӑ сассине илтет те Иливан, ун чунӗ хурланса килет.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Амӑшӗ ҫинчен шутланипе Иливанӑн чунӗ хурланса килет, макӑрса ярас мар тесе, куҫҫулӗ пӑчӑртатса тухасран шикленсе, каччӑ кӑмӑлне хытарса ҫиле май ҫаврӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Манӑн та атте ҫук ӗнтӗ, — хурланса каларӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хуйхӑ мана, кунта пӗччен ларнӑ чух, тата ытларах чӗрене касма тытӑнчӗ, Эпӗ пуҫа пӗксе хурланса йӗрсе ятӑм…

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ун пек калаҫу пуҫлансан вара, шӑпланса, хурланса лараттӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк учительница // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Катя ашшӗне аса илсе, ун ҫинчен амӑшӗпе хурланса калаҫнине эпӗ ӑнланма пуҫларӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк учительница // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ шкула кайнӑ пулсан, хӑми те, грифелӗ те пулатчӗ», — хурланса шухӑшларӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк учительница // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех