Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

французсене (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Французсене Италире ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн Суворов Альп тӑвӗсем урлӑ каҫса Швейцаринче ҫапӑҫакан вырӑссемпе австриецсене пулӑшма кайма приказ илнӗ.

После победы над французами в Италии Суворов получил приказ переправиться через Альпийские горы и помочь русским и австрийцам, сражавшимся в Швейцарии.

Виҫҫӗмӗш пайӗ. Юлашки поход // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Италире вырӑс ҫарӗсем французсене хирӗҫ австриецсен ҫарӗсемпе пӗрле ҫапӑҫнӑ.

Русские войска в Италии сражались против французов вместе с армией австрийцев.

Виҫҫӗмӗш пайӗ. Юлашки поход // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Тепӗр темиҫе кунтан Новь хули патӗнче вырӑс ҫарӗсем французсене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.

Через несколько дней при городе Нови русские войска разбили французов.

«Эп хам пуҫа хамах илсе пырӑп» // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Ҫырма енчи пуртӑ сассисем французсене лӑплантарнӑ.

Успокаивает французов топорный стук над рекой.

Кӗперсем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Вырӑс пулнӑ пулсан, вӑл дворянин пулни лайӑхчӗ ӗнтӗ Полозовшӑн, анчах ют ҫӗршыв ҫыннисене, уйрӑмах французсене, вӑл япала кирлех те мар; американецсене вара пушшех те сахалрах кирлӗ: вӗсен Америкӑра ҫын — паян атӑҫ патӗнче ӗҫлекен е сухаҫӑ, ыран вара — генерал, тепӗр кунне — президент, кайран тата каллех конторщик е адвокат.

Если б он был русский, Полозову было бы приятно, чтоб он был дворянин, но к иностранцам это не прилагается, особенно к французам; а к американцам еще меньше: у них в Америке человек — ныне работник у сапожника или пахарь, завтра генерал, послезавтра президент, а там опять конторщик или адвокат.

XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Константинопольре, Афинӑра портсенче ӗҫлесе пурӑнтӑм, акӑлчансемпе французсене курса тӑрантӑм.

В Константинополе и в Афинах работал в портах, на англичан, французов насмотрелся.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Французсене хӑваласа кӑларнӑ хыҫҫӑн вырӑс салтакӗсем Европӑ тӑрӑх утаҫҫӗ.

Выгнаны французы, и русские солдаты шагают по Европе.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех