Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗрӗслеве (тĕпĕ: тӗрӗслев) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш предпринимателӗсем паян асӑннӑ сферӑра администра-тивлӑ санкцисемпе питех усӑ курманнине, ытларах профилактикӑпа тӗрӗслеве тимлӗх уйӑрнине туйса илчӗҫ те ӗнтӗ.

Чувашские предприниматели уже почувствовали, что сегодня приоритет отдан профилактике и проверкам, без чрезмерного применения административных санкций.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Чылай чухне ҫак тӗрӗслеве УЗИ хыҫҫӑн ирттереҫҫӗ.

В большинстве случаев эту проверку проводят после УЗИ.

Вӑхӑтра тӗрӗсленни паха // А.ДЕНИСОВА. «Каҫал Ен», 09.06.17

2015 ҫулта инспекторсем тӗрӗслеве 183 хут тухнӑ.

В 2015 году инспекторы выходили на проверку 183 раза.

Пахалӑхӗ тивӗҫтерет-ши? // Надежда Васильева. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09

Унӑн район-хулари уйрӑмӗсене микроҫыравӑн шутлав участокӗсен списокне ярса панӑ, тӗрӗслеве лекнӗ ҫуртсен адресӗсене кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Укҫана хапсӑнса браконьерсен иртӗхӗвне чарма саккуна хӳтӗлекенсем республикӑри юханшывсене 2 пин хут рейда тухнӑ, тӗрӗслеве 1367 сотрудник хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Укҫа чул кастарать // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Мӗн каласан та кунта, ялта, судпа айӑпланнисемшӗн пурнӑҫ колона-поселенинчен ирӗкрех: талӑкра виҫӗ хутчен тӗрӗслеве пухӑнас ҫук, офицерсемпе прапорщиксем сӑлтавсӑрах кӑшкӑрашнине те илтместӗн.

Что не говори, здесь, в деревне, для подсудимых жизнь вольготнее, чем в колонии-поселении: никто три раза в день не собирает на перекличку, не услышишь и необоснованные выкрики офицеров и прапорщиков.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Тулли тӗрӗслеве пысӑк тата вӑтам предприятисем кӑна лекеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуласлӑхшӑн хамӑр яваплӑ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Ҫакӑн пек шухӑш патне пырса тухрӗҫ тӗрӗслеве тухнисем.

Вот к такому мнению пришли проверяющие.

Комисси членӗсем тыр-пул шӑтаслӑхне тӗрӗслерӗҫ // Деомид ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

«Маларахри тӗрӗслеве экзаменччен ҫеҫ улӑштарнине абитуриент умӗнче килӗшӳллӗ мар тесе шутлатӑп, вӗсене пахалӑхлӑ хатӗрленме вӑхӑчӗ те ҫителӗксӗр. Халӗ пулас студентсем хӑйсене малалла вӗренме кайма мӗнле экзамен тытмаллине 9 уйӑх маларах татӑклӑн пӗлме пултараҫҫех», — палӑртнӑ депутат.

Куҫарса пулӑш

Алена Аршинова: "Экзаменччен кӑшт маларах кӳртӗм тӗрӗслевне улӑштарни килӗшӳллӗ мар" // Авангард. «Авангард», 2016.05.06

«Вӗренме кӗнӗ чухнехи тӗрӗслеве экзамен пуҫланиччен улӑштарни килӗшӳллӗ мар. Вӗренме кӗрекенсен тӗплӗн хатӗрленме вӑхӑчӗ те нумаях юлмасть. Халӗ пулас студентсем вӗренме кӗнӗ чухне мӗнле предметсемпе экзамен тытмаллине 9 уйӑх маларах пӗлсе тӑраҫҫӗ», - тенӗ депутат.

Куҫарса пулӑш

А.Аршинова: «Вӗренме кӗмелли экзаменсене улӑштарни килӗшӳсӗр» // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗнче ӗҫе кӗртнӗ «Пациент ырлӑхӗшӗн» проектпа килӗшӳллӗн пӗтӗмӗшле тӗрӗслеве лекнӗ малтанхи учреждени «Шупашкар хулинчи П.Н.Осипов ячӗллӗ пӗрремӗш больница» БУ пулнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чир те сирӗлнӗн туйӑнать…» // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Мӗн пулать те мӗн килет тесе эпӗ те тӗрӗслеве хутшӑнма шут тытрӑм.

Сказав себе, что будет, то будет, я решил поучаствовать в конкурсе.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Эпир ҫакна тӗрӗслени-сӑнани витӗр ӑнӑҫлӑ тухнӑшӑн ырӑ сӑмах илтесшӗн тумастпӑр, сире эпир ҫав тӗрӗслеве чӑтайман пек туйӑнсассӑн та эсир ырӑ ҫеҫ тунӑ пултӑрччӗ.

не для того, чтобы нам показаться, чем должны быть; но чтобы вы делали добро, хотя бы мы казались и не тем, чем должны быть.

2 Кор 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех