Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытӑнчӗ (тĕпĕ: тытӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак шухӑш ӑна савӑнтарса ҫӑмӑллатса ячӗ, вара вӑл пӗр тӑхтамасӑр ҫула пуҫтарӑнма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Хӗрарӑм мӗн систернине ҫавӑнтах ӑнланчӗ вӑл, ҫавӑнтах чуптума тытӑнчӗ, вара ӳтӗн кашни сантиметрне вӗри тутипе сӗртӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кирей сӗтел ҫинчен пушаннӑ чашӑк-тирӗке пуҫтарма тытӑнчӗ, вӗсене кухньӑна илсе кайса раковинӑна хучӗ те унтах юлчӗ, хӗрарӑм укҫа шутланине курас килмерӗ унӑн, хӑйне аван мар туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кирей лосьона илчӗ те ал лаппине ячӗ, вара Элиме чӗркуҫҫине шыҫса кӑвакарнӑ тӗлтен тӑрӑшсах сӗрме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Унтан чӗркуҫҫине хуҫланнӑ тӗлте супӑньпе сӗрме тытӑнчӗ, пӳрнисемпе тӑрӑшсах массаж турӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Вӑл рехетленсех мороженӑй ҫиме тытӑнчӗ, васкамасӑр каҫӑпа пуринпе пӗрле метрона утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Тепӗр ирхине Камай килкартинчи хӳмене юсама тытӑнчӗ, уйрӑмах аялтине, ҫӗр ҫумӗнчине, унсӑрӑн чӑхсем пахчана йӑрансем ҫине тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Мана курсан, вӑл ун-кун пуплесе тӑмарӗ, сан ҫинчен ыйтса пӗлме те тӗпчеме тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Халӑх урӑ пурнӑҫ мехелӗпе пурӑнма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Ача хуралҫи ҫеҫ пулса пурӑнма пултараймастӑп, — текелеме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫенӗк алӑкӗ чӗриклетнине илтсен, Левен сарӑ хуплашкаллӑ тетраде йӑпӑр-япӑр кӑна тӳшек айне пуҫтарса чикрӗ, хӑй утиял айне чӑмрӗ, ҫывӑрнӑ чухнехи пек, хутланса выртрӗ те пӗр тикӗссӗн маш-маш сывлама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑрманҫӑ тӳсеймерӗ, сасӑпах вулама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кирза атӑ тӑхӑннӑран, ура ҫунакан кӑмакана чикнӗ майлах пӗҫерме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пурпӗрех ӑнкартма тытӑнчӗ Тамара ҫамрӑксем мӗн сӑлтава пула иртӗхме пӑхнине.

Куҫарса пулӑш

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Эпир шкула кайма пуҫларӑмӑр ҫеҫ, унта туристсен кружокне йӗркелесе, ӑна тӳлевсӗрех ертсе пыма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Мӗншӗн тесен вӑл: «Ҫак ачасемпе килте кунӗ-кунӗпех ларса йӑлӑхтарчӗ», — тесе, пире ача садне вырнаҫтарса, ӗҫлеме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Юрать, — юнланнӑ тутине ҫуласа, васкавар тумланма тытӑнчӗ Паша.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Лешӗ хӑрӑлтатма, тапкаланма тапратсан, хӑраса, «икӗ ураллӑ кӗсре» сиксе тӑрса ларчӗ, ҫухӑрашса, Левене питрен ҫутӑлтарма, чавкалама, ҫыртма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Шарлакан-тӑвакан ҫуккине кура, кӑштӑртатса хывӑнма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Виҫӗмкун, пӗлетне, «Волга» машинӑн юлашки кӑларӑмне асӑрхарӗ ҫеҫ, чӑх-пах туса та ӑмсанса, тӗтӗм-сӗрӗм мӑкӑрлантарма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех