Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тупӑнсан (тĕпĕ: тупӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каҫ-каҫ, пӗрер сехет пек пушӑ вӑхӑт тупӑнсан, вӑл кӑвайт умне, боецсем ларнӑ ҫӗре пыратчӗ те, «концерт» пуҫлатчӗ.

Лишь только выдавался у него вечером свободный часок, он шел к костру, где сидели бойцы, и начинал «концерт».

Лагерьте // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Ҫӑнӑх тупӑнсан, ҫӑкӑр вырӑнне пирӗн пашалусем пӗҫерме пуҫларӗҫ.

Когда появилась мука, у нас стали печь вместо хлеба лепешки.

Лагерьте // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Вӗсене музее килсе пама кӑмӑл тӑвакансем тупӑнсан тем пек аван пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Специалист алла пӑчкӑ тытсан... // А.Сусмет. «Тӑван Ен», 2008.11.26, 137(9580)№, 2 с.

— Хурчкана вӗлерсе, унӑн пурнӑҫне татакан маттур тупӑнсан, эпӗ ӑна хамӑн ҫамрӑк хӗре качча илме, ҫемьеллӗ пурнӑҫпа пурӑнма ирӗк паратӑп, — тенӗ вӑл.

— Если найдется такой молодец, что сумеет убить стервятника и лишить его жизни, я дозволю ему жениться на моей юной дочери и связать себя с нею брачными узами.

Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Ун пек ҫынсем тупӑнсан, активистсен вӗсене тытса чармалла.

Активисты обязаны приостанавливать всякое самоуправство.

IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫав тери тарӑхнине пӑхмасӑрах, упӑшки тупӑнсан Дасаоцза питӗ хӗпӗртесе ӳкнӗ.

Отыскав мужа, Дасаоцза так обрадовалась, что, несмотря на всю досаду.

IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӑл, ашшӗ ӑна аван каччӑ тупӑнсан, ахалех, нимсӗрех парассине Жиреншене пӗлтернӗ.

Так дала она понять Жиренше, что отец отдаст её и без выкупа, если найдётся достойный жених.

Ӑслӑ Жиреншепе хитре Карашаш // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 12–20 с.

Пакет тупӑнсан, япӑхрах пулӗччӗ.

С пакетом было бы хуже.

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Сасартӑк, тата, чӑнахах та интересли тупӑнсан?

Да и вдруг будет интересно?

13 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Емельяновӑн хӑйӗнех ҫичӗ ача та — кашнин тепрер юлташ тупӑнсан та, йыш тем пысӑкӑш пулать.

У Емельянова своих детей семеро — по товарищу на каждого, считайте: малая ли команда составится?

Вӑрманти кабинет // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Хӑйӗн тавҫӑрулӑхне, пултарулӑхне, хастарлӑхне ирӗк памалли ӗҫ тупӑнсан, пуҫа ирӗккӗн шухӑшлама, алӑсене ӗҫлеттерме май килсе тухсан, кашнинчех унӑн сисӗмӗ-туйӑмӗ хускалнипе «чӗркуҫҫи шӑнӑрӗсем чӗтреҫҫӗ».

От возбуждения у него «дрожали поджилки» всякий раз, когда представлялся случай дать волю своей находчивости, умению, храбрости, когда возникала возможность разгуляться мыслью, развернуться рукой.

XVIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Ырӑ чун тупӑнсан — хӑтарӑр, терӗм.

Выручайте, мол, если добрая душа найдется!

1 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Ҫыру ӑшӗнче ача аллипе тикӗс мар, кукӑр-макӑр ҫырнӑ тепӗр хут татӑкӗ пулнӑ, унта Джемма та Артура, вӑхӑт тупӑнсан, хӑйсем патне пыма чӗннӗ.

В это письмо была вложена нацарапанная неровным детским почерком записочка, в которой Джемма присоединяла к приглашению отца и свою просьбу заехать к ним.

IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Икӗ пар кӗпе-йӗм тупӑнсан та авантарах пулать.

Хорошо, если найдется пара рубах и штанов.

Кают-компанири калаҫу // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Тупӑнсан, хама кала…

 — Будут — только скажи мне…

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Ковшов Алексей Николаевич ятлӑскер, пур, эпӗ ун патӗнче помощникре ӗҫлетӗп, вӑл вара, пушӑ вӑхӑт тупӑнсан, мана математика тата физика ҫинчен ӑнлантарса парать.

Ковшов Алексей Николаевич, я у него по должности помощник, так он, когда выпадет у нас свободная минута, математику и физику мне объясняет.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Эпӗ ҫапла шухӑшлатӑп, Владимир Семенович: унта пин сутӑнчӑк тупӑнсан та, хӗрӗх тӑхӑр пин совет ҫыннисем кирек хӑҫан та мана тӑшманран пытанма, мӗн кирлине тума пулӑшӗҫ.

— Я думаю, Владимир Семенович, если там найдется даже тысяча предателей, то сорок девять тысяч наших советских людей всегда помогут мне укрыться от врага и делать то, что нужно.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Ҫынсем ытларах тупӑнсан, иккӗмӗш ушкӑн тӑвӑр.

Если людей будет больше, организуйте вторую группу.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Пӗр кӗтессе кӗрсе ларнӑ та вӑл, ним шарламасӑр, лӑпкӑн ларать, кулмалли тупӑнсан кулать, пӗр-пӗр япала ҫинчен манса кайсан, аса илтерет, эрех илсе килсе пама хушать, офицерсене пурне те пирус туса парать.

Он ничего не говорил, но, скромно сидя в уголку, смеялся, когда было что-нибудь смешное, вспоминал, когда забывали что-нибудь, подавал водку и делал папироски для всех офицеров.

18 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Лешӗ пӗрмай малти урипе юра чава-чава пӑхать, мӑк тупӑнсан ҫиме тытӑнать, ҫук пулсан пуҫне ҫӗклет те йӗри-тавралла тинкерме пуҫлать.

Он раскапывает передней ногой снег и, если есть корм, начинает пастись; если же корма нет, поднимает голову и смотрит по сторонам.

Тундрӑра // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 165–178 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех