Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

типшӗм сăмах пирĕн базăра пур.
типшӗм (тĕпĕ: типшӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Типшӗм Мултиер ҫӳллӗ те сарлака хул-ҫурӑмлӑ Ухтивана ҫенӗкре пырса алӑ тытрӗ те тӳсеймесӗр ӑна ыталаса илчӗ, пуҫне каҫӑртса куҫӗнчен пӑхрӗ.

Худощавый, невысокий Мульдиер несмело, даже робко пожал руку Ух-тивану, казавшемуся рядом с ним еше более могучим, но потом не сдержался, обнял его и, запрокинув голову, долго глядел на друга.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ун хыҫҫӑн вӑтам ҫулхи типшӗм чӑваш тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тӑрӑхла питлӗ типшӗм скрипачӑн пӗркеленчӗк тута хӗррисем палӑрмаллах хускалчӗҫ, питҫӑмарти лакӑмӗсем те тулнӑн туйӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Сӑмах-юмах ҫакӑнпа татӑлчӗ: верандӑна вӑтам ҫулхи ҫырӑ ҫӳҫлӗ типшӗм арҫын тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кунта ҫамрӑках мар типшӗм хӗрарӑм пианинӑпа Чайковскин «Баркароллине» каласа ларать — университет ректорӗн арӑмӗ иккен вӑл.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Типшӗм пулни, ман шутпа, ӑна килӗшмелле.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кун хыҫҫӑн сӗтел хушшинчен кӗске сухаллӑ типшӗм арҫын вирхӗнсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ахаль типшӗм эпӗ, йӑхӗ ҫапла пулӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тип пулӑ — пӑсӑлмасть, ӑна кирек хӑҫан та ҫӑмарталла улӑштарма пулать (пехил турра — тип пулла чӑваш ҫынни ӗмӗртенпе юратса ҫинӗ, ҫавӑнпа та хӑй те типшӗм ӳснӗ).

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Бичесӗр пуҫне — эпӗ кӗрсенех ҫемҫе пукан ҫинчен хӗрлӗ типшӗм питлӗ, пенснеллӗ тата портфельлӗ тӑсланкӑ ҫамрӑк ҫын ҫӗкленчӗ.

Кроме Биче, с кресла поднялся, едва я вошел, длинный молодой человек с красным тощим лицом, в пенсне и с портфелем.

XXXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ушкӑнсенчен пӗрин витӗр тӗрткелешсе тухакан Гент кӑвак сухаллӑ, ҫӳллӗ тюрбанлӑ, ҫав тери типшӗм хура дервиша курать.

Протолкавшись через одну такую группу, Гент увидел дервиша, высохшего черного старика с седой бородой и огромным тюрбаном.

XI. Вӗлерме хӑтланни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Типшӗм майра лорнетне куҫӗсем патне тытса мана тӗплӗн тӗпчерӗ те иментерсех ячӗ, унтан темӗн каларӗ, анчах нимӗн ӑнланмасӑрах хуравларӑм:

Худая дама, приложив к глазам лорнет, тщательно осмотрела меня, вогнав в робость, и что-то сказала, но я, ничего не поняв, ответил:

XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Вӑл кутамас, пичӗ шуранка, лаптак, типшӗм теме те юрать, анчах хура ҫинҫе мӑйӑхӗ айӗнчи ҫӳхе тути, вичкӗн хура куҫӗсем ҫав тери сӑпайсӑр та килӗшӳсӗр.

Он был коренаст, с бледным, плоским, даже тощим лицом, но выражение нелепого превосходства в тонких губах под черными усиками и в резких черных глазах было необыкновенно крикливым.

X // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Кунта — кивӗ тӗн ӗренкиллӗ купса, почтмейстер — ӗҫкӗшӗн кӑларса ҫапнӑскер, хӑй яп-яка хырӑннӑ, куҫа йӑмӑхтаракан ҫап-ҫутӑ атӑпа, хӗрлӗ куҫӗсем вара мухмӑрпа аптӑранине пытараймасӑр йӑлкӑшаҫҫӗ; лорнеткӑллӑ тата сарӑ-хӗрлӗ боа тӑхӑннӑ типшӗм хӗрарӑм, отставкӑри ҫар ҫынни, — кӗтесре сӗнксе ларакан ватӑ старик, — ҫӑмламас шурӑскер те кӑптӑрмӑшскер, ҫавӑнпах-тӑр ӑна курсан кӑштах кулас та килет.

Тут был купец старообрядческой складки, почтмейстер, выгнанный за пьянство, начисто выбритый, в нестерпимо блестящих сапогах, но еще с блеском похмельной ошеломленности в красных глазах; сухая дама с лорнеткой и рыжим боа да отставной военный, дремавший в углу старикашка, такой пушисто-белый и дряхлый, что вид его вызывал незлобную улыбку.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.

Гелли Нокӑн килӗшӳллех мар, типшӗм питне аптӑравлӑ, вӑйсӑр кулӑпа сӑнать.

Гелли растерянно, с слабой улыбкой смотрела на его неприязненное сухое лицо.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Пичӗ типшӗм, ҫавӑнпа тӳрӗ сӑмси пысӑк пек курӑнать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пӗлетӗн-и, — ӑнлантарчӗ вӑл, Шикова типшӗм питӗнчен ӑшшӑн пӑхса, — Матви пиччене вӗлерес ӗҫе Телегин хутшӑннӑ-ши, хутшӑнман-ши — эпир ӑна, чӑннипе, кӑтартса парайманччӗ-ха, следстви кӑна пуҫланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӗвел лекмен шурӑ ӳт, тӑрӑхларах типшӗм пит, тӑрмаланчӑк сарӑ ҫӳҫ, каҫӑр пӗчӗк сӑмсапа кӑвак куҫ…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унӑн типшӗм тӑрӑхла пичӗ кулма та, хурланма та пӗлмест пулас.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах, курмасан та, унӑн тӑрӑхларах типшӗм питне Улька унсӑрах лайӑх пӗлет.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех