Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ачасем пӗр-пӗрин ҫине пӑхмасӑр чечексем татрӗҫ те вилтӑпри ҫине пырса хучӗҫ.Не глядя друг на друга, мальчики нарвали цветов, положили на могилу.
39 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Пилеш те татрӗҫ.
Вӑрман парнисем // Николай Резюков. Воронкова, Любовь. Тантӑшсем шкула каяҫҫӗ; вырӑсларан Н.Резюков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 48 с.
Вӗсене ҫав укҫана тӳлесе татрӗҫ.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
«Татах тепӗр ҫын пӗтрӗ, — хӗрхенсе тата тарӑхса шухӑшларӗ Фролов, — татах пӗр пурнӑҫа татрӗҫ, ылханлӑскерсем…»«Еще одна жертва, — с горечью подумал Фролов, — еще одну жизнь погубили, проклятые…»
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ҫав кун Европӑна тавӑрӑнма сӑмах татрӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ку тапхӑрӗнче ӑна закон йӗркипех татрӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Тӗксӗм сӑнлӑ хӗрпе кӗскен калаҫнӑ хыҫҫӑн, Павел производствӑра ӗҫленӗ хушӑрах мастерскойри комсомол коллективӗн секретарӗ пулса ӗҫлемелле, тесе сӑмах татрӗҫ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Юлашкинчен иккӗш те кайма сӑмах татрӗҫ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Артемпа Нина хавхаланса, урӑх ним асӑрхамасӑр мӑйӑр татрӗҫ.Артем с Ниной увлеченно собирали орехи и больше ни на что не обращали внимание.
Пыл хурчӗсемпе паллашни // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 19,21,23 с.
Шӑп мал тӗле ҫитсен, черете татрӗҫ.
XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сулахай ҫырана каҫса килнӗ казаксем позицилле ҫапӑҫусене хатӗрленчӗҫ: васкасах траншейӑсем чаврӗҫ, тирек, хӗрлӗ ҫӳҫе, юман йывӑҫӗсене касрӗҫ, пӑчкӑсемпе татрӗҫ, блиндажсем турӗҫ, пулеметсем валли тарӑн мар шӑтӑксем чаврӗҫ.
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тихорецкинче унӑн аманнӑ аллине татрӗҫ, пӗҫҫинчи шӑмӑ ванчӑкне касса кӑларчӗҫ.В Тихорецкой ему ампутировали раздробленную руку, извлекли из бедра осколок кости.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑрҫӑччен пулнӑ вӑл, — халӗ те пур, малалла та нихҫан иксӗлмӗ, мӗншӗн тесен, эпир хамӑр пурнӑҫа коммунистсен партине шанса патӑмӑр — ку тӗлте Прохор сӑмахне алӑ ҫупса татрӗҫ, ҫынсем лӑпланса ҫитсен, Прохор малалла каларӗ:
XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Икӗ горбыльне пӗр чӗнмесӗр татрӗҫ.
XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫакнашкал вӗсем пӗр пилӗк минут калаҫкаларӗҫ, пӗр-пӗрин умӗнче кирлӗ таран саркаланкаларӗҫ те, юлашкинчен хӑйсем аслӑ ӗҫе тивӗҫлине туйса, туссем тата тепӗр хут сӑмах татрӗҫ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫапла пирӗн Баклашов казака ҫынлӑхран кӑларчӗҫ, урисене касса татрӗҫ.Так-то нашего казака Баклашева не-человеком сделали, ногу отрезали.
XLII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ах тупата, каллех пӗр-пӗр турӑ ҫыннин чунне татрӗҫ пуль…Пресвятая богородица, должно, опять какую-нибудь христианскую душу загубили…
IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ӗлӗкхи вӑхӑтра ман куҫ умӗнчех пӗр артистӑнне хӑлхине ҫыртса татрӗҫ, кайри ури кӗлине мала пӑрса лартрӗҫ.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫакӑн хыҫҫӑн тата темӗн чухлӗ вак-тӗвек ыйтусем татрӗҫ, вӗсем пирки канашласа пӑхрӗҫ.
21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫичшер пӑт хӑварма сӑмах татрӗҫ.
21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959