Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сив сăмах пирĕн базăра пур.
сив (тĕпĕ: сив) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫынсем Мулкач Терушӗ кахалне пула хӗлле те сив пӳртре ларкаланине аса илсе кулса ячӗҫ.

— Мужики поняли намек Мульдиера на то, что Теруш из-за своей лени целую зиму дрогнет в холодной избе, и дружно засмеялись.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пиллӗкӗн пуҫтарӑнаҫҫӗ-и вӗсем патне, вуннӑн-и, сӑра-эрех ӗҫеҫҫӗ-и пуш ҫӑвара сив шӳрпе туса, ахаль палкаса лараҫҫӗ-и — халь ӗнтӗ Паҫашӑн пур пӗрех.

Сколько их тут собралось, что они пили-ели, — Пазе было все равно.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Халиччен никама та сив сӑмах каламанскер, кураксене тӑпра муклашкисемпе пере-пере ятлаҫрӗ тет.

В сердцах начал ругаться и кидать в грачей комьями земли, хотя до этого слыл набожным, никому слова худого не говорил.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫенӗке чӗрне вӗҫҫӗн кӗрсе вӑл таҫтан кӑсӑя пӗҫҫи пек шӑрттан, нӳхрепрен симӗсленсе кайнӑ чӗреспе сив ҫу илсе тухать.

Так же, на цыпочках, Яриле входит в сени, неся в руках бог весть откуда взявшийся кусочек шыртана никак не больше воробьиного клюва, позеленевшее топленое масло в чирясе.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӗр-кӗр сив ҫил вӗрет ваш-ваш…

Куҫарса пулӑш

XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кӗрхи пӑч тӗттӗм нӳрлӗ каҫ, Хӑйне хураллакан сив шӑплӑх…

Куҫарса пулӑш

XXXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑраххӑн ҫитрӗ кӗр: ҫил сулхӑн, Ӳкет ҫӗре вил тӑм ирпе, Иртет сив ҫумӑр пуш хирпе…

Куҫарса пулӑш

XXXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Сив кун пекех тӑрать ял-йышӑн Телейсӗр пурнӑҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Суя хыпар — ҫӗлен сӑнни: Сӑхсан чуна вӑл шыҫӑнтарӗ; Сив сӑмахпа-мӗн асӑнни Хакне хумашкӑн чӑрмантарӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Якур хисеплӗ ҫын; ӳнран Никам илтменз пӗр сив сӑмах та.

Куҫарса пулӑш

XXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Сив ҫил вӗрсессӗн хӳтӗре тӑр, Пулсассӑн ӑшӑ — яр тымар…» — Тесе шутланӑ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Муштра, француз чӗлхи те бал Е сив сӑра пӗр-ик бокал, Тата ун учӗ чуптӑр вирлӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ухтер аслаҫуна ӑсатрӗ Ним айӑпсӑр сив Ҫӗпӗре.

Куҫарса пулӑш

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Сив ҫилӗпе ӑш-чикӗм тулчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тӗнче ялан вӑл ҫаврӑнуллӑ: Сив ҫумӑр хыҫҫӑн — ӑшӑ ҫил.

Куҫарса пулӑш

IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ӑҫта пыман та мӗн курман вал: Йӳҫленкӗ шурлӑх та вӑрманлӑх Е путлӑх вырӑн — сив Сиваш.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Ӑна вӗсем вӗри шывпа мар, сив шывпа та йӗпетмен.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗр чарӑнмасӑр шыв чашлатрӗ Альпин сив чир тытнӑ пек чӗтрекен шӑмшакӗ тӑрӑх.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«…Пирӗн йӑхра начар пурӑнакан пур-и? Наҫик кин ман ҫуртра саркайӑк пек пурӑнӗ: юрлас килсен юрлӗ вӑл, ӗҫлес килсен ӗҫлӗ — никам сив сӑмах калакан пулмӗ», — мухтанать Уҫӑп пичче ҫӗнӗ хӑти умӗнче.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ун хыҫҫӑн ҫине тӑрсах ҫапӑнмалла та сив шывпа чӳхенмелле е кӑпӑш юр ӑшне чӑммалла.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех