Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑлан сăмах пирĕн базăра пур.
пӑлан (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ненецсене пӑлан мӗн кирлине пурне те парса тӑрать.

Олень дает ненцу все необходимое.

Ненецсем епле пурӑнаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Пӗтӗм пурӑнӑҫӗ вӗсен пӑлан ҫинче тытӑнса тӑрать.

С оленями связана вся их жизнь.

Ненецсем епле пурӑнаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Пӑлан — ненецсен чи пысӑк пуянлӑхӗ.

Олень — главное богатство ненцев.

Ненецсем епле пурӑнаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Пӗр 20 шӑчӑ ҫӗре чиксе лартса, вӗсен ҫӳлти вӗҫӗсене пӗрлештерсе ҫыхаҫҫӗ те ҫиелтен пӑлан тирӗпе витеҫҫӗ.

Воткнут штук 20 жердей, стянут их верхние концы веревкой, а сверху покроют жерди оленьими шкурами.

Ненецсем епле пурӑнаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Арӑмне чума пуҫтарма хушрӗ, вара виҫшер пӑлан кӳлнӗ ҫунасем пӗрин хыҫҫӑн тепри кӳршӗри колхозалла кайрӗҫ.

Велел жене собирать чум, и вереница санок, запряженных тройками оленей, двинулась к соседнему колхозу.

Ненецсем епле пурӑнаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Чи вӑрӑм урамӗ — Аялкас-Кӗҫӗн Пӑлан ҫӗр чӗкеҫӗсем шӑтарса пӗтернӗ сылтӑм ҫыранӗ хӗррипе ҫухрӑма яхӑн тӑсӑлать.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Хӑйсен патӗнче тӑватӑ ҫул вӗреннӗ хыҫҫӑн унти ачасем пирӗн ялти тулли мар вӑтам шкула ҫӳретчӗҫ (юнашарах пирӗн ялсем: Ҫтаппансен ялӗ — Кӗҫӗн Пӑлан вашмӑк сӑртлӑ сулахай ҫыранӗнче, пирӗн ял — сылтӑмри тӳремлӗхре).

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Урхамах ҫине утланса Пӑлан йӗрӗпе эп килтӗм, Сӑн-пуҫунтан вӑтанса Ҫуртна кӗме иментӗм.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пӑлан мӑйраки ылттӑнтан, Чӗрни вӗҫӗ кӗмӗлтен; Мӑйракипе шӑйӑрать те йӗр тӑвать, Чӗрнипе пусать те ҫул тӑвать.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӑл ҫӑра вӑрман ӑшнелле пӑлан пек ыткӑнать, каллех пӑхать: тӑшман салтакӗсем унран каярах юла пуҫларӗҫ, вӗсен хушши вӑрӑмланса пырать, анчах лешсем пурпӗр чупма пӑрахмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Йӑрӑс хурӑнсем хушшинчен пӑлан тухать.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Ученӑйсем тӗрӗслесе пӑхнӑ тӑрӑх, пӑлан ашӗ чи хаклӑ биологи материалӗсенчен пӗри шутланать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Нумаях пулмасть Чукоткӑра пӑлан ӗрчетекенсене пулӑшас тӗллевпе «Олекс» ятлӑ ҫамрӑксен ялхуҫалӑх пӗрлешӗвне йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Мӗнле тиркевлӗ сӑмах-юмах ҫук пуль качака ҫинчен, анчах пирӗн пек тӑлӑх-туратшӑн вӑл пӑлан пек ӗнерен те пахарах.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пӗчӗк чӳречерен кӗнӗ тул ҫутипе урайӗнче пӑлан пек ӗне тӑсӑлса выртнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михайлов, пӑлан пек, урамри юр кӗрчӗ урлӑ ҫурса каҫрӗ.

Михайлов, как олень, врезался в глубокий сугроб и весело крикнул:

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ирхине ирех ҫӗр улми пӗҫерни, йӗлтӗр ҫине тӑрса, шурӑ уй урлӑ пӑлан пек вӗҫтернисем.

Бывало, чуть свет сварит картошки, сунет ее в мешочек за пазуху, встанет на лыжи и помчится по белому полю, словно олень.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫын крепостла тӑк — япала; Улпут — хуҫа: сутать, илет, Ҫын пурнӑҫӗ унран килет: Улпут сунарҫӑ, ҫын — пӑлан.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Васканӑ май, хӑйӗн карттусне илнӗ чух, пачӑшкӑ шлепкине пӑлан мӑйраки ҫинчен ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Акӑ пӑлан.

Вот олень.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех