Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паттӑрла сăмах пирĕн базăра пур.
паттӑрла (тĕпĕ: паттӑрла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗнеке ҫинче унта юратнӑ ҫыннишӗн паттӑрла ӗҫсем тунине ҫыраҫҫӗ, юратнӑ ҫыннишӗн пурнӑҫне шеллеменнине кӑтартаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Кунтах, инҫетри Бессараби ҫӗрӗнчех, вӑл хӑйӗн малтанхи паттӑрла ӗҫӗсене тунӑ, вулакан ас тӑвать пулӗ, ун ҫинчен вӑл ҫак очеркӑн пуҫламӑшӗнчех вуланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Пурӑнасса пурӑнас Ирӗк вӗҫен кайӑкла: Пӗре вӑйлӑ ҫапӑҫас Тӑшмансемпе паттӑрла, — Ҫавӑнпа та пур ҫӗрте Хатӗр пулӑр хирӗҫме, Пирӗнпеле пӗтӗҫме, Майра ҫарпе ҫапӑҫма, — Пур халӑхпа кӑр тӑма!»

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Мартӑн 25-мӗшӗнче ентеше, Комсомольски ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, Украина ҫӗрӗнче паттӑрла пуҫне хунӑ, «Хӑюлӑхшӑн» орден кавалерне Геннадий Павлова халалласа ирӗклӗ майпа кӗрешес енӗпе турнир иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑра асра тытса – турнир // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d0%bf%d0%b ... %b8%d1%80/

Каярахпа патшалӑх та унӑн паттӑрла ӗҫне, ӑна пӗрремӗш степеньлӗ «Шывра путакансене ҫӑлнӑшӑн» медальпе наградӑласа, тивӗҫлипех хакларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

— Ҫапла, ҫапла, ҫавӑ, каснӑ хӳре, вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ ҫул пӗрремӗш экзамен тытнӑ кун хӑйӗн юлташӗн, Бодров Аркадин, паттӑрла ӗҫӗ ҫинчен сӑмах пытарнӑскер»…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Анчах пирӗн таса хаярлӑхпа ҫӗкленнӗ хӑюлӑха, паттӑрла кӗрешӗве никам та, нимӗнле усал вӑй та путлантарма пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Эсир пурнӑҫ парнелетӗр, ачасене пӑхса ӳстеретӗр, вӗсене ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене ӑша хывма вӗрентетӗр, хӑвӑрӑн ҫывӑх ҫыннӑрсене юратупа ҫупӑрласа тимлӗн пулӑшса пыратӑр, кил вучахӗн ӑшшине шанчӑклӑн упратӑр, пире паттӑрла ӗҫсем тума хавхалантаратӑр.

Вы дарите жизнь, растите детей, прививаете им высокие нравственные ценности, окружаете своих близких любовью и заботой, охраняете тепло домашнего очага, вдохновляете нас на самые мужественные поступки.

Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/03/08/ole ... nim-zhensk

Историн паттӑрла тапхӑрӗсене тивӗҫлипе асра тытни граждансемпе обществӑна хамӑр ҫӗршыв – Раҫҫей тавра пӗрлештерме пулӑшакан витӗмлӗ вӑй пулнине тата малашне те ҫаплах пулассине ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

Уверен, память о героических страницах нашей истории была и остается цементирующим фактором объединения граждан и общества вокруг нашей страны – России.

Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗпе саламлани // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/02/21/ole ... tnika-otec

Вӗсен паттӑрла ӗҫӗсем пирӗншӗн тата килес ӑрусемшӗн ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчи пархатарлӑ тӗслӗхсем шутланаҫҫӗ.

Их подвиги задают высокие моральные и нравственные ориентиры для нас и будущих поколений.

Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗпе саламлани // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/02/21/ole ... tnika-otec

Эсӗ хӑвна паттӑрла тыткаланӑ, усӑсӑр асапланни ҫинчен хурт-кӑпшанкӑсем ҫеҫ пӗлӗҫ.

О твоем героизме и мученичестве будут знать только черви.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӗсен паттӑрла ӗҫӗсем ӗмӗр-ӗмӗрех асра упранӗҫ!

Но память об их подвиге вечна!

Олег Николаев Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/31/nov ... -respublik

Ентӗ халӑх та хӑйсене хумхатнӑ ҫӗнӗ хыпар ӑҫтан тухнине тавҫӑрса илчӗ те, Микула вӗсен куҫне паттӑрла курӑна пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лешӗн ҫивӗч те паттӑрла пӑхакан куҫӗсемпе тӗл пулсан пӑрӑнчӗ, пештӗр кантрине вӗҫертсе, каялла чакрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Хальлӗхе, ҫамрӑк тусӑмсем, Сергейпе Иван, ҫак паттӑрла ӗҫшӗн сире хам ятпа тав тӑватӑп, малашне мӗн тумалли курӑнать унта.

Куҫарса пулӑш

Хӑтарнӑ хыҫҫӑн // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫавӑнта кашни святойӑн «паттӑрла» ӗҫӗсем ҫинчен тӗплӗ ҫырса кӑтартнӑ, — терӗ Степанов, хура ҫӳҫлӗ йӗкӗт ҫине пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Андриян Николаев, Муса Манаров, Николай Бударин паттӑрла ҫитӗнӗвӗсем паянхи яш-кӗрӗмшӗн тӗслӗх вырӑнӗнче.

Куҫарса пулӑш

Шуршӑлта вырнаҫнӑ А.Г. Николаев летчик-космонавт ячӗллӗ мемориал комплексне 50 ҫул ҫитнӗ ятпа Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/14/a-g- ... chll-memor

Вӗсен паттӑрла ӗҫӗсем вилӗмсӗр.

Их подвиги бессмертны.

Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв Паттӑрӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/09/gla ... et-s-dnyom

Паллӑ ентешӗмӗрсен ҫулталӑкӗнче эпир иртнӗ вӑхӑтри тата хальхи геройсен ячӗсене, асаттесемпе мӑн асаттемӗрсен паттӑрла ӗҫӗсене аса илетпӗр.

В Год выдающихся земляков мы вспоминаем Героев прошлого и настоящего, подвиги наших дедов и прадедов.

Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв Паттӑрӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/09/gla ... et-s-dnyom

Паян эпир общество ырлӑхӗпе Тӑван ҫӗршыв интересӗсемшӗн тата Ҫӗршыва хӳтӗлессишӗн хӑйсене шеллемесӗр паттӑрла ӗҫсем тума хатӗр ҫынсене чыслатпӑр.

Сегодня мы чествуем тех, кто готов совершать поступки, жертвуя своими интересами во благо общества и в интересах Родины, защиты Отечества.

Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв Паттӑрӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/09/gla ... et-s-dnyom

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех