Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

картине (тĕпĕ: карта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗр Киремет картине кӗчӗ те чарӑнса тӑрса кӗлтурӗ:

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халиччен пупран, ял куштанӗсемпе пуянӗсенчен хӑраса пурӑннӑскерсем вӗсем хӑйсене ирӗклӗрех туйрӗҫ, хӑйсен туррисене вӗҫӗмсӗр пуҫ ҫапрӗҫ, Киремет картине кайса аслӑ Туррӑн аслӑ ывӑлне парне хыҫҫӑн парне кӳчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хура арӑм хӑрамасть, Таш картине вӑл кӗрет, Шӑпӑр халӗ аптрамасть, Ҫич шуйттан пек ӗрӗхет.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— «Сарӑлса та сырӑнса, Туй картине ҫыхӑнса, Саплӑк сӑхман тӑхӑнса, Ташлӑр, сикӗр вӑрӑнса!» — Тесе ларать Ҫиментей Хай кӗслине ӗнерсе.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Мӑн Ентимӗр ывӑлӗсем тухрӗҫ уялла, Лашасен картине, утсене утланма:

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Е тата сурӑх картине Кӗрсе хыпалаҫҫӗ сурӑх урине: Кам путеклӗ тӗл пулать, Ҫавӑн ҫулла туй пулать.

Куҫарса пулӑш

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Каҫхи апат пама выльӑхсене кил картине кӑларнӑччӗ — пуҫтарса хупма пачах маннӑ вара.

Куҫарса пулӑш

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

Куртӑм, анчах ӑна ӑс-тӑн, астӑвӑм картине кӗртмерӗм: мӗне кирлӗ мана ҫӗр ҫинче унта-кунта мӗлтлетни-ҫутални?

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Тинех анчӑк, тискер, тӳрккес вӑй пусарнӑ, чикӗнтернӗ пуҫне ҫав-ҫавах шик картине татӑклӑнах ҫӗмӗреймесӗр пӗксе, тарӑнах тымар яма ӗлкӗрнӗ чунри мӗскӗнлӗхе ҫӗнкелесе, сиркелесе, шӑмӑ купи еннелле ҫаврӑнчӗ, васкамасӑр купа патне ҫывхарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Вӗсен хаваслӑ юррисем урасене ирӗксӗрлесе ташлаттарчӗҫ, нумайӑшӗ вӑйӑ картине тӑрса ташларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑварни, Ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12358-c- ... li-ikerchi

Сасартӑк вӑл хӑй умӗнче нимӗнле йывӑҫ-тӗмӗ чӑрмавне-«картине» те туймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Картине кӑвак сӑрӑпа сӑрланӑ йывӑҫ хӑмасенчен ҫавӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хура кӗр пуҫламӑшӗнче, колхозри ӗҫсем пӗтӗмӗшле вӗҫленсен (ҫав кунсенче ҫынсем Совет Союзӗнче Ҫӗрӗн искусственнӑй ҫаврӑнташне космоса вӗҫтерсе янипе кӑмӑлӗсене вӗҫтерсе, ҫӗршыври наукӑпа техника ҫитӗнӗвӗсемшӗн Ҫӗнтерӳ кунӗнчи савӑнӑҫлах савӑнса, хавхаллӑ сӑмах «утьӑкка сиктеркелесе» ҫӳретчӗҫ, нумайӑшӗ самантӑн-самантӑн таса пӗлӗтелле, тӗнче уҫлӑхнелле, тӗшмӗртсе тимлесе, ҫав тӗлӗнтермӗш япалана «куҫ картине хупасшӑн», унӑн вӗҫев ҫулне йӗрлесе тупасшӑн ӑшталанатчӗҫ), Ула Тимӗр, укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен ҫирӗпреххӗн «ураланас», «тӗкӗсене тӗреклетес» тесе, килтен тухса кайрӗ те Атӑл леш енче, йӑлӑмра, вырнаҫнӑ леспромхоза ӗҫе кӗрӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр, сывлавне пӳле-пӳле, чӑштӑр сасӑ тӑвасран та асӑрханса каялла ҫаврӑнчӗ, вара, сехре картине ишӗлтеркелесе-ҫӗмӗркелесе, тӗлли-паллисӗр малалла кутекленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗкӗрӗлет, авӑнать, темӗн тӗрлӗ хусканусем тӑвать, ташланӑ хушӑрах Симӑпа Авдея та манмасть, куҫӗсене вылятса ташӑ картине чӗнет.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Сима вара сиссе те юлаймарӗ, кӑвак куҫлӑ каччӑ ӑна ташӑ картине ҫавӑтса та тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Лида куҫӗсемпе Андрейпа калаҫса тӑракан Ревлен Петрович ҫине вӑрттӑн пӑхса илчӗ те ирӗксӗр тенӗ пек Иванпа ташӑ картине утрӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хӑюллӑраххисем ҫавӑнтах ташӑ картине кӗчӗҫ, хӑюсӑртараххисем айккинче пӑхса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Каччӑсем хӗрсем умне пыра-пыра пуҫ тайрӗҫ, ташӑ картине ҫавӑтса тухса ҫӑмӑллӑн ҫаврӑнма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ытла та ӑста калать иккен Ванюк купӑсне, урасем хӑйсемех ташӑ картине илсе тухаҫҫӗ, темӗнле ташлама пӗлмен ҫын та сисмесӗрех тапӑртатма пуҫламалла.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех