Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑртах сăмах пирĕн базăра пур.
вӑртах (тĕпĕ: вӑртах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Трактор — вӑл вӑртах ҫаврӑнса тӑрать, малти кустӑрмисем те унӑн хӑйӗн айнех кӗрсе каяҫҫӗ, вара каллех каялла ҫӗр ҫӗмӗрттерсе пырать, анчах виҫ-тӑватӑ мӑшӑр вӑкӑра апла ҫавӑрса тӑратайӑн-и?

Трактор — он круто повернулся, ажник колеса у него под перед заходют, и опять пошел рвать обратным следом, а трех-четырех пар быков разве повернешь?

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӗвел ури тӗлне пулнипе ҫуттӑн курӑнса кайнӑскер, вӑл пӗр самантлӑха ҫулӑм хыпса илнӗ сӑмала факелӗ пек йӑлтӑртатрӗ: унӑн ҫунаттин тӗкӗсем витӗр вирхӗнсе тухакан сывлӑш, тӑвӑл чухнехи пек кӗрлеттерсе шӑхӑрса юлни те илтӗнсех тӑрать, анчах ҫӗр ҫумне вӗҫсе ҫитесси пӗр аллӑ чалӑша яхӑн юлсан, ҫӑхан вӑртах ҫаврӑнса тӳррӗн вӗҫме пуҫларӗ, ҫунаттисемпе лапсӑртатма тапратрӗ, вара кӗҫех, хӑлхана ҫурса ярас пек типпӗн шартлатса, аслати килсе ҫапрӗ.

На секунду — весь осиянный солнечным лучом — он сверкнул, как охваченный полымем смоляной факел; слышно было, как сквозь оперенье его крыл со свистом и буреподобным гулом рвется воздух, но, не долетев до земли саженей полсотни, ворон круто выпрямился, замахал крыльями, и тотчас же с оглушительным, сухим треском ударил гром.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Батальщиковпа Атаманчуков вӑртах ҫаврӑнса тарчӗҫ.

Батальщиков и Атаманчуков побежали.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Дымокӗ вара, ҫӗтӗк-ҫатӑк пушмаксем тӑхӑнса янӑ урисене тискер кайӑкла ҫемҫен иле-иле пусса, шӑл витӗр хуллен шӑхӑркаласа, ҫатан картасемпе хӳмесем ҫумӗн хӑйӗн ҫулӗпе утса пырать, пайӑркан-пайӑркан сапаланса тӑракан авӑнчӑк вӗҫлӗ куҫ хӑрпӑкӗсем айӗн кантӑксем ҫинелле, картишсем еннелле пӑхкаласа иртет, ҫав хушӑрах ӑҫта та пулин пӗр-пӗр хӗр пуҫӗнчи тутар вӗлтлетсе илтӗр кӑна, — сӑнран пӑхма ӳрӗк-сӳрӗк пек, ҫаврӑнӑҫусӑр пек курӑнакан Дымок пӗр самантрах улшӑнса каять: вӑл питӗ хӑвӑрт, кӑрт-карт ҫеҫ хусканса илсе, пуҫне хурчӑка пек вӑртах ҫаврать те тӳрленсе тӑрать.

А Дымок, зверино-мягко ступая обутыми в рваные чирики ногами, тихонько посвистывая сквозь зубы, идет себе мимо плетней и заборов, из-под загнутых, лучистых ресниц посматривает на окна, на базы, и лишь только мелькнет где-нибудь девичий платок, — мгновенно преображается ленивый с виду, неповоротливый Дымок: он коротким, точным движением, по-ястребиному быстро поворачивает голову, выпрямляется.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Асаплӑн пускаласа, урисене аран-аран сӗтӗркелесе, пӗчӗк хапхи умне ҫитет, анчах сасартӑк, темскерле, халех тумалли ӗҫне аса илнӗ пек пулса, вӑртах каялла ҫаврӑнать, вӗттӗн-вӗттӗн чупса татах хӗвелҫаврӑнӑш тунисем хушшине чӑмать.

Измученной походкой, еле волоча ноги, дойдет до воротцев и вдруг, будто вспомнив что-то неотложное, повернется, дробной рысью ударится опять в подсолнухи.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ, тен, хамӑн ывӑлӑма… — Андрей пӳлӗнсе ларчӗ, шӑлӗсене шатӑртаттарса вӑртах сӗтеле тӳртен ҫавӑрӑнса тӑчӗ.

Я, может, своего парнишку… — Андрей осекся, оскалив зубы, круто повернулся к столу спиной.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лашине вӑртах ҫавӑрса тӑратрӗ, йӗрсене юр шӑлса лартман-ши тесе, лаши ҫинчен сиксе анчӗ, ҫула тимлӗн пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Круто повернул коня, спрыгнул, внимательно разглядывая, не замело ли их снегом.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Мересьев ҫак самантра Гвоздев епле картах сиксе илнине, вӑл епле вӑртах ҫаврӑннине, бинтсем айӗнчен куҫӗсем епле ялкӑшса пӑхнине курчӗ.

Мересьев увидел, как вздрогнул Гвоздев, как резко он повернулся, как сверкнули из-под бинтов его глаза.

7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Пӑр тапранать те — кайрӑмӑр вара… урасемпе малалла, аллӑмӗш палатӑна, — сас пачӗ Кукушкин, вӑртах стена еннелле ҫаврӑнса выртса.

Лед тронется — и айда… ногами вперед в пятидесятую палату, — отозвался Кукушкин, резко отвернувшись к стене.

3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Макар кӗли ҫинче вӑртах каялла ҫаврӑнчӗ.

Макар круто повернулся на каблуках.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех