Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ачаллӑ сăмах пирĕн базăра пур.
ачаллӑ (тĕпĕ: ачаллӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ Александр Васильевичпа Татьяна Дмитриевна Павловсен нумай ачаллӑ пысӑк ҫемйинче ӳснӗ, унта ултӑ ывӑл пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чикӗри служба пиҫӗхнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... hn-3794856

Нумай ачаллӑ священник ҫемйинче ҫуралнӑ.

Родилась в многодетной семье священника.

Васильева Евлалия Ивановна // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%92%D0%B0%D ... 0%BD%D0%B0

Нумай ачаллӑ ҫемье — чи малтан пысӑк ӗҫ, пысӑк яваплӑх, чӗре ӑшши тата пурне те ҫитекен вӗҫӗ-хӗррисӗр чун ӑшши.

Куҫарса пулӑш

Федоровсен ҫемье телейӗн рецепчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-05- ... ch-3791307

Марина мӑшӑр ҫемье хаклӑхӗсем ҫине чӗтресе пӑхать: унӑн амӑшӗ Зинаида Петровна нумай ачаллӑ ҫемьере ӳснӗ, унта вунпӗр ача пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Федоровсен ҫемье телейӗн рецепчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-05- ... ch-3791307

Ҫак вӑхӑт хушшинче марафона хутшӑнакансем чылай ырӑ ӗҫ тунӑ: пурнӑҫра йывӑр лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнӗ ачасене, нумай ачаллӑ тата сахал тупӑшлӑ ҫемьесенчи ачасене пулӑшу кӳнӗ, социаллӑ учрежденисен пурлӑхпа техника базине ҫирӗплетме пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачасене пулӑшасси — пӗрлехи тӗллев // Вӑрмар тӑрӑхӗ. http://gazeta1931.ru/urmary/12003-achase ... khi-t-llev

Элиме вара, ачаллӑ хырӑмпа пулнӑскер, ӑшаланӑ тата типӗтнӗ ҫимӗҫрен пӑрӑнма тӑрӑшрӗ, ҫавӑнпа унӑн тӑванӗсем кӑмӑлсӑр пулчӗҫ, кӳренӳллӗн пӑхрӗҫ ун ҫине.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ачаллӑ вар-хырӑмпа сулланса килмелле марччӗ санӑн кунта.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Алевтина Федоровӑпа Леонард Левый нумай ачаллӑ ҫемьесене ӑшшӑн саламланӑ, ҫирӗп сывлӑх, килӗшӳлӗх, ӑнланулӑх суннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗп контроль кирлӗ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... 80%d0%bbe/

Нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр лаптӑкӗ вырӑнне пӗр хутченхи тӳлеве суйласа илессине саккунпа ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Проектсем ытларах // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14250-p ... m-ytlarakh

Уйрӑммӑн илес пулсан, регион саккунӗсене кӗртнӗ улшӑнусемпе СВО участникӗсен пилӗк е ытларах ачаллӑ ҫемйисене ҫурт-йӗрпе черетсӗр тивӗҫтерессине пӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Проектсем ытларах // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14250-p ... m-ytlarakh

- Эпир республикӑн социаллӑ-экономика аталанӑвӗн эффективлӑхӗ валли, ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерес, СВО-на хутшӑнакансене тата нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшас тӗллевпе тӑнӑҫлӑ саккун никӗсне туса хурас ӗҫе малалла тӑсрӑмӑр, - пӗлтерет Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн председателӗ Леонид Черкесов.

Куҫарса пулӑш

Проектсем ытларах // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14250-p ... m-ytlarakh

Сергей нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳсрӗ, ҫемьере кӗҫӗнни пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Катькасри паттӑр салтак ҫӗршыва хӳтӗлет // Евстолия СЕРОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... a-kh-t-let

Качча тухрӑм, ачаллӑ пултӑм — маншӑн чип-чипер хваттер тӗрмене куҫрӗ кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пирӗн шухӑшпа, «Ҫемье» наци проекчӗ уйрӑмах ялта пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьесемшӗн лайӑх пулӗ, вӑл ҫамрӑксене йыш хушма хӗтӗртӗ.

Куҫарса пулӑш

Владимир ПУТИН: Нумай ачаллӑ пысӑк ҫемье паянхи обществӑра пурнӑҫ норми пулмалла // Хыпар. http://hypar.ru/cv/news/vladimir-putin-n ... i-pulmalla

Эппин, эпир, нумай ачаллӑ ҫемьесем, хальхи ҫӑмӑллӑхсене кӑна мар, татах хушма пулӑшусем илме пултарӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Владимир ПУТИН: Нумай ачаллӑ пысӑк ҫемье паянхи обществӑра пурнӑҫ норми пулмалла // Хыпар. http://hypar.ru/cv/news/vladimir-putin-n ... i-pulmalla

Владимир Владимирович питӗ тӗрӗс каларӗ: нумай ачаллӑ пысӑк ҫемье паянхи обществӑра пурнӑҫ норми пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Владимир ПУТИН: Нумай ачаллӑ пысӑк ҫемье паянхи обществӑра пурнӑҫ норми пулмалла // Хыпар. http://hypar.ru/cv/news/vladimir-putin-n ... i-pulmalla

Нумай ачаллӑ ҫемьере кӗпе тумтир ҫуса тасатасси, кӗҫӗннисене апат ҫитересси аслисен тивӗҫӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Владимировсем – ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ ҫемье // Вера ВАСТЕРОВА. https://kanashen.ru/2024/04/26/%d0%b2%d0 ... %8c%d0%b5/

Анна Никитична нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юмансарти кинемей 100 ҫул тултарнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/37607.html

Халӗ ачаллӑ пӗр пуян арӑм патне киле кайса кӗчӗ те йӑлтах улшӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

А эсӗ, ачаллӑ хӗр, кама кирлӗ пулӑн?

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех