Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

алӑсем (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Чипер туса пӗтерсен, ай-яй лайӑх вите пулать вӑл, таврара пӗрремӗш ферма, анчах ӗҫлекен алӑсем сахалтарах.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Тепӗр темиҫе минутран вара симӗс гимнастеркӑллӑ ҫынсене халӑх ушкӑнӗнчи туслӑ алӑсем темиҫе хутчен «урра» йӑтрӗҫ.

А через несколько минут над толпой взлетали люди в защитных гимнастерках, подбрасываемые дружескими руками.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ирӗке кӑларнисем еннелле пур енчен те алӑсем тӑсӑлчӗҫ.

К освобожденным со всех сторон тянулись руки.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Горовиц — изобретатель вӑл, ылтӑн алӑсем унӑн, тӳрӗ чунлӑ, ҫав вӑхӑтрах ытти ҫынсене шанакан ҫын.

Горовиц — изобретатель, золотые руки, честная, доверчивая душа…

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫавӑн чухлӗ йӳнӗ алӑсем пур чухне санӑн изобретенисем мӗн тума кирлӗ-ха!

На что им сдались твои изобретения, если у них столько дешевых рук?

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Пурпӗрех питӗркӗчсене ватма, уҫӑсене ҫӗмӗрме пултаракан, вӗсен хурҫӑ шӑлӗсене хӑйпӑтса, санӑн хурална аяккалла ывӑтакан алӑсем тупӑнаҫҫех!

— Найдутся руки, что сорвут затворы, сломают зубец, снимут твою стражу!

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Йӳнӗ хакпа ӗҫлекен алӑсем кирлӗ мана.

Дешевые рабочие руки — вот что мне нужно.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫамрӑк хӗрарӑм, илӗртӳллӗ-ытарлӑ куҫпа кулса пӑхаканскер, ӑна ҫак вӑхӑтра, Макар калашле, Джоконда пек туйӑнса кайрӗ: ҫавнашкалах тулли пит, тӑрӑхларах ҫырӑ куҫ, тӳрӗ сӑмса, ҫавнашкалах тем пытаран, тем парнелессе шантаран илӗртӳллӗ-ытарлӑ кулӑ, — кулнӑ чухне тута хӗррисенче пичӗ шалалла путса кӗрет; ҫавнашкалах хӑпарса тӑракан кӑпӑшка кӑкӑр, шурӑ ӳтлӗ ачаш алӑсем

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Аллисем вара чӑннипех ылтӑн алӑсем.

Куҫарса пулӑш

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӑна шурӑ хӑваран авса тунӑ та, ӑста алӑсем темиҫе тӗрлӗ сӑрӑпа сӑрласа илемлетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халь алӑсем хытрӗҫ те, вӑл мана кирлӗ мар ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вара ман алӑсем айӑплӑ пулчӗҫ-и, турхан?

Куҫарса пулӑш

7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халь хул-ҫурӑм хытрӗ ӗнтӗ, алӑсем тем пек кӗҫӗтсе тӑрсан та юрамасть паян ҫын карти варрине тухма.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах Усеин-Сеит ун пӗчӗк аллисене курнӑ-мӗн, ӑна ҫав пӗчӗк алӑсем кирлӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Миҫе метр шуса кайрӗ вӑл ун хыҫҫӑн, алӑсем шӑйрӑлса, сӗвӗнсе пӗтрӗҫ, анчах тилхепене вӑл вӗҫертмерӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Вӑйлӑ та ҫирӗп алӑсем пӗчӗк Петӗре самантрах ҫенӗке сӗтӗрсе кӑларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Алӑсем миҫен.

А рук сколько?

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Алӑсем пӗрлешеҫҫӗ.

Вот коснулись их руки.

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӳлӗ енчен ҫил вӗрнипе ҫанҫурӑма ытлашши уҫӑ пек, пӗр-пӗрне пӑчӑртаса тытнӑ алӑсем ҫеҫ ҫав-ҫавах тарлӑ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑнтӑрла хӑйӗн ҫуркаланса кайнӑ аллисене курать те Укахви, вӗсем ҫине тӗлӗнсе пӑхса тӑрать: унӑн аллисемех-и вӗсем е шап-шур та супӑнь кӑпӑкӗ пек ҫемҫе алӑсем вырӑнне урӑх кӗмсӗркке алӑсем лартса янӑ-и?

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех