Шырав
Шырав ĕçĕ:
Персе тивертнӗ арӑслан пек йӑванса кайрӗ те аллисемпе ҫереме тӑрмалама тытӑнчӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Акӑ, ҫак енчӗкре выртнӑ укҫа! — чӗтревлӗ аллисемпе енчӗке кӑтартрӗ Ҫтаппан.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑтӑр пӑтлӑ ещӗке ак ҫакнашкал, — аллисемпе туса кӑтартрӗ, — тытрӗ те пӑрахут ҫине вӑшт кӑна йӑтса кӗчӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— А-а-э-э!.. — ҫухӑрса ячӗ вӑл, пӗчӗк аллисемпе амӑшӗ патнелле кармашрӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Койка ҫинчен, аллисемпе тӗревлесе, аран-аран тӑчӗ, пӗр утас та тӑваймарӗ, урайне тӳнчӗ.
II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.
Ҫуртӑн аякри кӗтесӗнчен алса тӑхӑннӑ ҫынсем аллисемпе хӑлаҫланкаласа, хыттӑн шавласа та калаҫса, тӗрлӗ еннелле саланаҫҫӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Ирина сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ те пуҫне янах айӗнчен аллисемпе тӗревлесе пӗр вӑхӑт шухӑша путрӗ, унтан, ашшӗ ҫине пӑхса: — Ҫапла, атте, йывӑр, — терӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
— Ҫӳлерех, кӑштах аяларах тата тепӗртак, сылтӑмарах! — кӑшкӑрчӗ Миша аллисемпе ҫӳлелле те аялалла, сылтӑмалла та сулахаялла кӑтартса.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Чӗтрекен аллисемпе хут таткине умне кӑларса хучӗ.
Куҫлӑх // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 50–51 с.
(Пуҫне аллисемпе ярса илет.)
Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.
— Ниҫта та мар, ҫакӑнтахчӗ: сентре ҫине хунӑччӗ, — хыпӑнчӗ Калля, пӳрт стенисене аллисемпе хыпашласа.
Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.
Пурте куҫӗсене аллисемпе хупларӗҫ.
29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
— Хайхи инке, упӑшки кирлӗ ӗҫпе лавккана чупсан, мана ик хӑлхаран сысна ҫурине ярса тытнӑ пек ҫавӑрса илчӗ те, ваҫка, хыттӑн-хыттӑн виҫӗ хутчен чаплаттарса чуп-турӗ, аллисемпе мӑйран явса тытрӗ, вӗлер те вӗҫертмест ытамӗнчен.
2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Сисчевленнӗ йытӑ пек, пӑлханнипе сӑрлатакан хӑлхисене аллисемпе хупласа шӑнса кайнӑ вырӑн ҫинче ахалех ҫаврӑнкаларӗ вӑл, пуҫне улӑм минтер айне чикрӗ, анчах пурте кӑлӑхах — ыйхӑ пӗр йӗрсӗр вӗҫсе кайрӗ.
Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен пек вӑл пӳртӗнчен шуса тухнӑ, хытса кайнӑ аллисемпе ҫӗклесе кӳлепин татӑкне крыльца ҫине хӑпартса лартнӑ, чунне сӑмакунпа йӑпатать пулас.
Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Чӗтрекен аллисемпе шкул тетрадӗнчен ҫурса илнӗ тӑваткаллӑ хута хӑйпӑтма пуҫларӗ.
Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Вӑл хӑвӑрт сиксе тӑчӗ, пуҫне аллисемпе ярса тытса урай тӑрӑх уткаларӗ.
Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Аллисемпе урисене выляттарчӗ, хырӑмне сӑтӑркаларӗ, пӗчӗкскер савӑннипе кулма пуҫларӗ, часах ҫывӑрса кайрӗ.
Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Чӗтрекен аллисемпе салтак арӑмӗ адресне упӑшкин почеркӗпе ҫырнӑ виҫкӗтеслӗхе уҫрӗ.
Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ну, каҫар мана, Ваҫиле — Кулине васкамасӑр чӗтрекен аллисемпе сумкине кӗчӗ.
Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.