Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн авӑнман, йывӑҫран тунӑ пек аллисем Ольӑна ҫавӑнтах вӗҫертсе ячӗҫ.
2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Унӑн ҫинҫе те шӑнӑрлӑ аллисем Вассана тимӗр хӗскӗч пекех хӗстерсе тытрӗҫ.
XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Тихон Иванович аллисем чӗтресе илчӗҫ, пӳрнисем сӗтел ҫинче тӑкӑр-тӑкӑр тутарчӗҫ.
X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Кирле аллисем чӗтре пуҫларӗҫ.
VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Аллисем вӑрӑм, ал тупанӗсем тем сарлакӑш.
I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Сӑмах май, Валентина Александровна ялти палӑк территорине те пӑхма ӗлкӗрет, унта та унӑн тӑрӑшуллӑ аллисем лартнӑ чечексем ӳсеҫҫӗ.
"Илемлӗ мар чечексем пулмаҫҫӗ" // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ma-3394811
Кунта, унӑн сылтӑм тата сулахай аллисем шутланаканскерсем, чи малтан икӗ ывӑлӗ тӑраҫҫӗ.
Иртен пуҫласа каҫчен ӗҫлеҫҫӗ // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... le-3389124
Аллисем кӳтсе кайнине сиссе кӗсьинчи перчеткисене тӑхӑнасшӑн пулчӗ.
4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Аллисем чӑмӑртанчӗҫ.
3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Аллисем ниепле те пушмакӗ патне ҫитеймеҫҫӗ.
Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.
Пахчара — кая юлса ҫурӑлнӑ хӗвелҫаврӑнӑш, хӗвеле хирӗҫ чӗвенсе, чӗчӗ ӗмекен пӑру пек малалла сике-сике илет, тытамак тытнӑ пек каҫӑхса кайса тапкалашма тытӑнать, хыҫаланать, е шӑнса кӳтнинчен ӑшӑнас тенӗ майлӑ, ҫулҫисене, ҫын аллисем пек, хире-хирӗҫ сӑтӑрать.
12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Аллисем те, пуҫӗ те чӗтрерӗҫ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Аллисем — ҫурӑм хыҫӗнче, куҫӗ — орден ҫинче.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
…Аллисем ҫаплах чӗтренипе аптраса ҫитнӗ Лашманов пусма ҫинчен анать те айккинерех пӑрӑнса тӑрать, аллисем ҫине пӑхса тӗлӗнсе, хӑйӗн аллисене хӑй ятласа тӑрать.
XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Аллисем ҫеҫ те мар, пуҫӗ те, лӑпкӑ ҫанталӑкрах хускалакан ҫил хӳри пек, чӗтрене-чӗтрене илет.
XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Лашманов алсиш тӑхӑнаймасӑр муталанса тӑрать; аллисем чӗтреҫҫӗ.
XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Кран, тикӗссӗн тӑкӑртатса, ҫӗрти панеле пӗр хӗрринчен хӑпартма тытӑнсан, Лашманов пусма ҫинчен анчӗ те айккинерех кайса тӑчӗ, аллисем ҫине пӑхса, хӑй тӗллӗн тем калаҫса илчӗ.
XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Акӑ каллех пӗкрӗлсе ларчӗ вӑл, халь-халь кӑшкӑрса яма хатӗрленсе, ҫӑварне уҫса хучӗ; чарӑлса кайнӑ сарӑ хӗрлӗ куҫӗ те, мӑйӗ ҫинчи туртӑнса карӑннӑ шӑнӑрӗсем те, елпре кулли те, пӗтӗм пӗркеленчӗк-хутламӗ тапранмаҫҫӗ; аллисем ҫеҫ мӑйӑх вӗҫӗсене хыпӑнчӑклӑн пӗтереҫҫӗ.
XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Аллисем халӗ те ҫурӑм хыҫӗнче унӑн.
XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Аллисем тем тума та пултараҫҫӗ, пуҫӗсенче темле ӑслӑ шухӑш та ҫаврӑнать.
XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.