Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Мӗнле пурнатӑн, Артур? — тесе ыйтрӗ вӑл сиввӗн, аллин пӳрни вӗҫӗсене ун патнелле тӑсса, унтан ҫавӑнтах аллине каялла туртса илчӗ те, йыттӑн пурҫӑн пек ҫӑмне якатма пуҫларӗ.
V // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Вӑл час-часах вӗсене сылтӑм аллин пуҫ пӳрнипе якаткаласа илет.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Анчах пур шухӑшсем те сасартӑк татӑлчӗҫ, хӑранипе таҫта кайса ҫухалчӗҫ: Артамонов, кӗтмен ҫӗртен, хӑй умӗнче ӑна Алексей пек ҫӑмӑллӑн та ӑста пурӑнма, ытти ҫивӗч ҫынсем пек пурӑнма кансӗрлекен ҫынна курчӗ; — ӑна хӑйӗнпе тӗлме-тӗл, сӑмавар умӗнче ларакан сарлака сӑн-питлӗ, сухаллӑ ҫын кансӗрленӗ; вӑл ним чӗнмесӗр, сулахай аллин пӳрнисемпе сухалне пӗтӗрсе тытса, пит ҫӑмартипе ывӑҫ тупанӗ ҫине тӗренсе ларать; вӑл Петр Артамонов ҫине ҫав тери салхуллӑн, унпа сывпуллашнӑ пек пӑхать, ҫав вӑхӑтрах вӑл ӑна хӗрхеннӗ пек, ӑна темшӗн ӳпкелешнӗ пек пулнӑ; пӑхать те — макӑрать; унӑн хӗрлӗрех сарӑ куҫ тӗкӗсем айӗнчен усал куҫҫулӗсем юхаҫҫӗ; сухалӗ хӗррипе, сулахай куҫӗ патӗнче, пысӑк шӑна шуса пырать; акӑ вӑл, вилнӗ ҫын пичӗ урлӑ каҫнӑ пек, тӑнлав ҫинелле шуса каҫрӗ, куҫхарши ҫинче чарӑнса тӑрса, куҫсенчен пӑхма пуҫларӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ӑна унӑн хурчканни пек куҫӗсем, ялан сиккелекен ҫӳлти тути айӗнче йӑлтӑртатакан ылтӑн шӑлӗ, ҫӳлелле пӗтӗрсе лартнӑ кӑвакрах мӑйӑхӗсем, ҫӑмӑл сухалӗ, ҫатӑрах тытса лартма пултаракан кайӑкла пӳрнисем тарӑхтарчӗҫ, пуринчен ытла яланах сывлӑшра мӗн те пулин кукӑрткаласа ӳкерсе кӑтартакан сылтӑм аллин шӗвӗр пӳрни кӑмӑла каймарӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Анчах та вӑл пӗтӗмпех шыҫса кайнӑ, кӳпчесе хӗрелнӗ пит-куҫлӑ хунямӑшӗ, кресло ҫинче ларса вӑраххӑн вилекенскер, ун ҫине ытларах та ытларах тӑшманла пӑхнине аса илчӗ; унӑн ӗлӗк хитре пулнӑ, анчах халӗ тӗксӗм те йӗпе куҫӗнчен куҫҫульсем хурлӑхлӑн юхса тӑраҫҫӗ; чалӑшса кайнӑ тутисем хускалаҫҫӗ, анчах калаҫайми пулнӑ чӗлхи ҫӑварӗнчен тухса ӳкет, нимӗн те калама пултараймасть; вара Ульяна Баймакова ӑна ҫурри вилнӗ сулахай аллин пӳрнисемпе ҫӑварне каялла тӗртсе кӗртет.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Артамонов — чавсаланнӑ, икӗ аллин пӳрнисене те ҫӑра сухалӗ ӑшне чиксе янӑ, хӗрарӑмӗ, куҫхаршисене пӗркелентерсе, темрен шикленнӗ пек, тӳрленсе ларчӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Люда хӑраса ӳкет — «Мусьӑн» сулахай ури каска пек шыҫса кайнӑ, сылтӑм аллин чӗрнисене хӑйпӑтса илнӗ.Люда ужаснулась — левая нога «Муси» опухла, как колода, на правой руке были содраны ногти.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Типсе кайнӑ ҫӑварӗ унӑн уҫӑлсах тӑрать, аран-аран хӑрӑлтаткаласа сывлать вӑл; тӑхлан тӗслӗрех кӑвак куҫӗсене чарса пӑрахнӑ, пӗр ҫӗре пуҫтарӑнса чӑмӑртаннӑ ҫивитти айӗнчен бинтпа чӗркесе пӗтернӗ сылтӑм аллин юлашки курӑнса выртать.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Вӑл, шӗвӗр турат ҫине тӑрӑнса, хӑрах аллин хурсине сыпӑкран пуҫласа чавси таранах ҫурса пӑрахнӑ.Он при падении распорол кожу руки от кисти до локтя о какой-то острый сук.
Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Пӑшалӗ ӗнтӗ капитанӑн сулахай аллинче хатӗрех пулнӑ, сылтӑм аллин пӳрни спуск ҫинче тӑнӑ.Ружье уже было наготове в левой руке капитана, палец правой руки лежал на спуске.
LХХХI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Русаков ҫеҫ парта хушшинче пӑркаланса ларать, сулахай аллин чӗрнисене хӑвӑрт-хӑвӑрт ҫырткаласа илет, хӑранипе юлташӗ ҫине куҫ сиктермесӗр пӑхать.
17 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Вӑл пианино патнелле хӑяккӑн ҫаврӑнса ларчӗ те сылтӑм аллин ҫинҫе пӳрнисемпе вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе клавишсене хуллен сӗртӗнсе илчӗ.Она сидела у пианино вполоборота к нему и порою тихо касалась клавиш тонкими пальцами правой руки.
III // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Сылтӑм аллин пӳрнисем айӗнчен хӗлӗхсен тӗлӗнмелле уҫӑ сассисем пӑлхануллӑн ҫӗкленсе хӑпарчӗҫ те, хӑраса ӳкнӗ кайӑксем пек ярӑнса, хулӑн сасӑллӑ нотӑсен тӗксӗм фонӗ ҫинче кӗпӗрленсе вӗҫме тытӑнчӗҫ.
III // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӑл питне хӑй пӑхакан япала патнех илсе пырать, куҫлӑхне сылтӑм аллин ҫинҫе пӳрнисемпе тӳрлетсе, куҫне хӗсет, хӑйшӗн кӑсӑклӑ япала ҫинчен сӑмахсӑр, сасӑсӑр тем ыйтнӑ пек тӑрӑнать.
II // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Сылтӑм аллин пӳрнипе вӑл сӑмси шӑтӑкне чакаларӗ.
VIII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
— Ҫирӗм пилӗк центнер! — кӑшкӑрчӗ Валентина, вара, хӑйне пулӑшса, хӗвелпе пиҫнӗ аллин пилӗк пӳрнине тӑсрӗ.
7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Сылтӑм аллин шӗвӗр пӳрни ҫинче икӗ алтупанӗсем хушшине ҫулӑмланса тӑракан чӗре ӳкернӗ ҫӗрӗ илемлӗн йӑлтӑртатса тӑрать.
XVIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Джемма ун ҫумӗнчи вӑрӑм тенкел ҫине анса ларчӗ те урӑх сиккеленмерӗ, сайра хутра ҫеҫ хӑрах аллин пӳрнине тутисем патне илсе пырса, — тепӗр аллипе амӑшӗн пуҫ айӗнчи минтерне тытса ларать — Санин пӑртак хускалкаласа илсенех ун ҫине куҫ хӳрипе пӑхкаласа шӑп лар тесе тутисемпе кӑтартрӗ.
X // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Санин ним турткаланса тӑмасӑр килӗшрӗ те, сылтӑм аллин икӗ пӳрнипе тата сулахай аллин виҫӗ пӳрнипе (пуҫ, вӑта тата кача пӳрнипе выляса), кӑшт сӑмса витӗр тухакан ҫинҫе тенор саспа малтан «Сарафан», кайран «По улице мостовой» юрласа пачӗ.
V // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Куҫӗсем те унӑн ҫиҫсе тӑчӗҫ, хӑйӗн кашни утӑмӗ, аллин кашни хусканӑвӗ ытти чухнехи пек мар туйӑнчӗ.И глаза ее сияли, новым впечатлением казался ей каждый шаг, каждое движение руки.
XV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.