Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

авӑнчӑк сăмах пирĕн базăра пур.
авӑнчӑк (тĕпĕ: авӑнчӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пичӗ ҫинчи пӗркеленчӗкӗсем ун выляса тӑнӑ; хурчӑканни пек авӑнчӑк та вӑрӑм сӑмси чӗтрене-чӗтрене илнӗ, сасси ун, темӗнле, чарусӑр киленӳ кӗввипе ҫурӑк шӑнкӑрав пек чӗтренсе янӑранӑ.

Морщины на лице его играли; длинный, хищный нос вздрагивал, и голос дребезжал нотами какого-то азарта и умиления.

IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Хурчӑканни евӗр авӑнчӑк сӑмси ҫине кӗмӗл тыттарнӑ йывӑр куҫлӑх лартса, вӑл малтан итлекенсем ҫине — пурте хӑйсен вырӑнӗнче-и? тесе, — тинкерсе пӑхса илнӗ.

Надевши на свой большой, хищный нос очки в тяжелой серебряной оправе, он обводил глазами слушателейвсе ли на местах?

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пӗрре эпӗ ҫав Фердинанд портречӗ ҫине пӑхса, унӑн сӑмси крючок пек авӑнчӑк тӑнине куртӑм.

Однажды, глядя на портрет Фердинанда, я заметил, что у князя длинный, крючковатый нос.

Алса тата Катушка ятлӑ чӗрӗпсем // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Куҫ тӗкӗсем вӑрӑм, куҫхаршийӗсем пӗкӗ пек авӑнчӑк, пичӗ вара хӗрача пичӗ пекех ҫемҫе те таса.

Ресницы длинные, брови стрелками, а лицо нежное, чистое, как у девочки.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Стенасем ҫумӗнче ылтӑнран тунӑ авӑнчӑк ураллӑ пукансем тӑраҫҫӗ, пур ҫӗрте те картинсем, тӗкӗрсем курӑнаҫҫӗ.

На стенах в тяжелых золоченых рамах висели картины.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Сасӑ ҫуртӑн ҫӳлӗ те авӑнчӑк маччисем айӗн кӗрлесе кайрӗ, ӑҫта кирлӗ унта йӑванса выртакан хурансенче тӗрлӗ тӗслӗн янӑраса илчӗ.

Эхо отдалось над высокими сводами здания, разноголосо откликнулось в котлах, разбросанных повсюду.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫак тӗтреллӗ, е лайӑхрах каласан, чирлӗ кун, ҫунан ҫурта ҫине пӑхма та кӑмӑллӑ мар, теттӗм притворсем хурлӑхлӑччӗ; ҫаврака куҫлӑ тӑрӑхла чӳречесен авӑнчӑк кантӑкӗсем ҫинче ҫумӑр куҫҫулӗ юхать.

Свечи при пасмурном, лучше сказать — больном дне, как-то были странно неприятны; темные притворы были печальны; продолговатые окна с круглыми стеклами обливались дождливыми слезами.

VII сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Ҫав хула мухтавӗ аякка-аякка, хӗвел анӑҫнеллех сарӑлать, ҫапла вара — хӗрлӗ ӳтлисене сехӗрлентерет, мӗншӗн тесен Земзе ҫыннисем вӑйлӑ, тӑшманӗсен шухӑш-тӗллевне тӗшмӗртееҫҫӗ, вӗсене инҫетренех вӗлерееҫҫӗ, — йывӑҫӑн авӑнчӑк татӑкне ывӑтаҫҫӗ те…

Слава о городе шла далеко на запад, и он внушал страх краснокожим, потому что люди Земзе были сильны, умели угадывать мысли врагов и убивали на далёком расстоянии, бросая согнутый кусок дерева.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ӗшне вӗҫӗнче ҫурт-йӗр ларать; кусем — ишӗлчӗксем: хулӑн, кирпӗч стенасем, — сирпӗннипе арканнӑ тейӗн, вак чул куписем, авӑнчӑк металл каштасен кӑнтарӑннӑ вӗҫӗсем.

В конце леска стояли жилища: — это были развалины, — толстые, кирпичные стены, словно разорванные взрывом, горы щебня, торчащие концы согнутых, металлических балок.

Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Хул пуҫҫисен шайӗнче авӑнчӑк, вӑр-вар икӗ ҫунат сулкалашать.

На уровне его плеч взмахивали два изогнутых, подвижных крыла.

Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ун айӗнче авӑнчӑк тӗтрелӗх сарӑлса выртать.

Ниже его расстилалась изогнутая туманность.

Анса ларӑм // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӑл шалалла авӑнчӑк, хӗррисемсӗр капмар тирӗк пек сарӑлса выртнӑ, — кӑвакрах-сӑрӑ тӗслӗ.

Она расстилалась огромной, без краёв, вогнутой чашей, — голубовато-серая.

Хура тӳпере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лап-лап-лап юр пӗрчи — тӳпепе ҫӗр пичӗ тӑванлашӑвӗн пин-пин-пин юратуллӑ саламӗ; ҫуни, йӑкӑр-йӑкӑр тупанлӑ авӑнчӑк ҫуни — туй ҫуни!

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫапах та ҫак самантра унӑн шӑратса тунӑпа пӗрех тӳрӗ те хитре сӑмсаллӑ, хӑйне евӗр авӑнчӑк та пӗркелентернӗ куҫхаршиллӗ, ҫӑт тытнӑ туталлӑ сӑн-пичӗ халичченхи пек мар.

И все же, в это мгновение в задумчивом лице девушки, с своевольным изгибом нахмуренных бровей, с плотно сомкнутым ртом, было что-то иное.

Ӑсату салючӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Унӑн пысӑк авӑнчӑк мӑйракисем йӑмӑх хӗрлӗ пӗлӗт ҫинче уҫҫӑнах уйӑрӑлса тӑнӑ.

Его большие круглые рога отчётливо выделялись на фоне багрового неба.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Авӑнчӑк, тарӑн тенкел — меллӗ пит.

Скамейка с большим прогибом, глубокая, удобная.

20 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Унӑн авӑнчӑк ҫинҫе куҫхаршийӗсем, пит-куҫа лӑпкӑ, тулли кӑмӑллӑ сӑн кӳрсе, пӗрре тӗксӗммӗн пӗрӗнеҫҫӗ, тепре ачашшӑн уйрӑлса каяҫҫӗ.

Тонкие изогнутые брови то мрачно хмурились, то ласково разбегались, придавая всему лицу выражение спокойствия, удовлетворения и сердечности.

III // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

— Лаша мӑйӗ пӗкӗ пек авӑнчӑк пултӑр!

— Коню шею дугой!

X // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Роман алӑка уҫрӗ те тӗксӗм, вӑрӑм та лутра, авӑнчӑк маччаллӑ пӳлӗме кӗчӗ.

Роман открыл их и вступил в мрачное помещение, длинное и низкое, с потолком склепа.

XXV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Авӑнчӑк рельсӑсем кӑчӑртатса вӗҫсе иртрӗҫ.

Со скрежетом пролетели согнутые рельсы.

VIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех