Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫавӑн пек каласа хунӑ хыҫҫӑн тин вӑл ҫак сӑмахсем Мелеховсем хӑйӗншӗн ют мар, тӑван-хурӑнташсем пек пулса тухнӑ майлӑ пӗлтернине тавҫӑрчӗ те, Степан та ҫапла ӑнланчӗ пуль тесе, аванмарланса кайрӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Йӗнере шанчӑклӑ хытарса, Григорий урине йӑранана чикрӗ: вӑйланнӑҫемӗн вӑйланса пыракан перкелешӗве аванмарланса итлекен сотня командирӗ ҫине пӑхмасӑр, хиврен каларӗ:
XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Мур пӗлет-и, тен, суяҫҫӗ те пулӗ ҫынсем, тен, чӑнахах та вӗсем влаҫа хирӗҫ мӗнле те пулин айӑп тунӑ… — аванмарланса мӑкӑртатрӗ казак.
XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл ӑстӑнне итлемен, ирӗксӗр палӑракан хевтесӗрлӗхӗшӗн аванмарланса хӗрелчӗ.И он покраснел от стыда за свое невольное, не подвластное разуму проявление слабости.
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Григорий пирус чӗртрӗ те шӑрпӑк ҫутинче ашшӗн аванмарланса кӳреннӗ сӑнне курса юлчӗ.Григорий, закуривая, при свете спички мельком увидел смущенное и обиженное лицо отца.
IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Халӗ вӗсем кашни харпӑр хӑй тӗллӗн темле ирсӗр, чыссӑр ӗҫ тунӑ пек, пӗр-пӗрин умӗнче аванмарланса, сӑмах шарламасӑр пычӗҫ.
XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Офицер сассинче вӑл хӑй те аванмарланса кайни шӑвӑнса иртрӗ:
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Алка ҫакнӑ мӑн сухаллӑ казак аванмарланса тата тарӑхса кулса илчӗ те, котелокри вӗри шыва аяккалла сапса ярса, ҫилӗллӗн пӑшӑлтатрӗ:
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Выҫса ҫитнӗ эпир заводсенче, — аванмарланса ӑнлантарать Митяй тете.— Наголодались мы на заводах, — смущаясь, объяснял дядя Митяй.
Митяй тете // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Озеров вӑтаннипе аванмарланса вырӑнӗнчен тӑчӗ.
XXIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Эп хам тем айӑпа лекнӗ пек аванмарланса кайрӑм.
А-Цзинь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 162–169 стр.
— Ҫук, хулана мар-ха! — аванмарланса хуравларӗ Му мучи, апла пулин те, пӗркеленсе пӗтнӗ хӑмӑр канфет тӗслӗ пит-куҫӗнче унӑн ку ним чухлӗ те палӑрмарӗ.
Уйрӑлу // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.
Укҫа ҫыххисене курсан, Мойсей Мойсеич аванмарланса кайрӗ, ют ҫын вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлесшӗн мар пек пулса, пӳлӗмрен тухрӗ; вӑл чӗрне вӗҫҫӗн утрӗ, ҫавна май, турӗ пырас тесе, сывлӑшра аллисемпе сулкалашрӗ.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Рабочи вара, хӑй айӑпа кӗнӗ пек, аванмарланса кайрӗ, майӗпенех каялла чака пуҫларӗ, ҫапла чаккаласах халӑх хушшинчен хӗсӗнсе тухрӗ.
Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.
Вӑл акӑ мӗншӗн: мӗнле те пулин хӗрелекен хӗрарӑм ҫине пӑхса тӑнӑ чухне вӑл хӑй те темшӗн хӗрелме пуҫлать, ҫакна пула вара пушшех те аванмарланса, вӑтанса каять.
XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫук, ҫук… эсир тунӑ пекех мар ӗнтӗ, — эпӗ кулнине курса, аванмарланса, васкаваррӑн каласа хучӗ вӑл… — Мана пурӗ те хам хушамата ҫеҫчӗ…
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫавӑнпа ҫийӗнчех аванмарланса кайрӗ.
Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.
Полли мӑнаккӑшӗ сасартӑк аванмарланса кайрӗ.
12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
15. Вӗсене курсан: «пӑрӑнӑр! таса мар ҫын пырать!», «пӑрӑнӑр, пӑрӑнӑр, ан сӗртӗнӗр!» тесе кӑшкӑратчӗҫ; вӗсем аванмарланса иртсе каятчӗҫ; халӑх хушшинче вара ҫапла калатчӗҫ: «вӗсем текех пулмӗҫ!
Хӳх 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӑл Азаил ҫине шӑтарасла пӑхнӑ, лешӗ аванмарланса кайичченех куҫне ун ҫинчен илмен; Турӑ ҫынни вара йӗрсе янӑ.
4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.