Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Философ сăмах пирĕн базăра пур.
Философ (тĕпĕ: философ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ну, христианство пулӑшмасть пулсан, философ, стоик пул!

Ну, коли христианство не помогает, будь философом, стоиком, что ли!

XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Эпӗ пуп та, философ та мар, анчах, ман шутпа, урӑхла каласан, хам ӑнланнӑ тӑрӑх, кашни ҫыннӑнах шӑпа пулма тивӗҫ.

Я не поп и не философ, но, по моему то есть разумению, у каждого человека должна быгь судьба.

7 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Аниканов йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑннӑ, улӑм куписем ҫинчи плащ-палаткӑсене, симӗс маскхалатсене, кӗтесре выртакан граната куписене, пӑтасем ҫинче ҫакӑнса тӑракан автоматсене, боецсен пиҫиххийӗсем ҫумӗнчи ҫӗҫӗсене курнӑ та, философ пек тата пурнӑҫа пӗлекен ҫын пек ассӑн сывласа, ҫапла шутласа илнӗ: акӑ, эпир килте те ӗнтӗ.

Аниканов огляделся, увидел плащ-палатки на соломе, зеленые маскхалаты, кучу гранат в углу, висящие на гвоздях автоматы, ножи на поясах бойцов и подумал со вздохом философа и жизнезнавца: вот мы и дома.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Ҫапларах ак, философ господин.

Так-то, господин филозоф.

XI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ҫав эрехӗн вунӑ тумламӗ ахаль ҫынран философ тӑвать, аллӑ тумламӗ — патша тӑвать, ҫӗр тумламӗпех ӗҫсен — таса аттех пулатӑн!

Десять капель этого вина превращают человека в философа, пятьдесят — в царя, а сто — в святого!

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кӑҫал хӗлле вара урӑх япала шухӑшласа кӑларчӗҫ; ӗлӗкхи примадоннӑсем «Грецири икӗ философ илем ҫинчен тавлашнине», ыттисем пулӑшнипе, хӑйсем евӗрлӗ улӑштарчӗҫ; вӑл ҫапла пуҫланать: Катерина Васильевна тӳпенелле пӑхать те, хытӑ хуйхӑрнӑ пек ассӑн сывласа, ҫапла калать: «Турӑпа тан Шиллер, ман чуна хаваслантаракан!»

В нынешнюю зиму вошло в моду другое: бывшие примадонны общими силами переделали на свои нравы «Спор двух греческих философов об изящном»; начинается так: Катерина Васильевна, возводя глаза к небу и томно вздыхая, говорит: «Божественный Шиллер, упоение души моей!»

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫак сас-хура тӗрӗсех пулсан, вара нимӗн иккӗленмелли те ҫук: философ патне пыраканни шӑпах Рахметов пулнӑ ӗнтӗ…

Если этот слух справедлив, то нет никакого сомнения, что к философу являлся именно Рахметов.

XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Философ, паллах, илмен; анчах та вырӑс ҫынни банкир патне кайса пурпӗрех укҫа хывнӑ та ун патне ҫапла ҫырнӑ пулать: «Укҫапа кирек те мӗн тӑвӑр, хуть те шыва пӑрахӑр, анчах эсир ӑна мана тавӑрса пама пултараймастӑр, эсир мана шыраса тупаймастӑр», — вара ҫав укҫа халӗ те банкир патӗнчех выртать иккен.

Философ, натурально, не взял; но русский будто бы все-таки положил у банкира деньги на его имя и написал ему так: «Деньгами распоряжайтесь, как хотите, хоть бросьте в воду, а мне их уже не можете возвратить, меня вы не отыщете», — и будто б эти деньги так и теперь лежат у банкира.

XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Тата ҫакӑн пек сас-хура пулнӑччӗ: вырӑс ҫынни, ҫамрӑкскер, помещик пулнӑскер, XIX ӗмӗрти чи пысӑк мыслитель, ҫӗнӗ философие пуҫласа яракан нимӗҫ патне пынӑ та ӑна ҫапла каланӑ: «Манӑн 30.000 талер укҫа пур; мана 5000 ҫеҫ кирлӗ; ыттине эпӗ манран илме ыйтатӑп» (философ питӗ чухӑн пурӑнать)

Был еще слух, что молодой русский, бывший помещик, явился к величайшему из европейских мыслителей XIX века, отцу новой философии, немцу, и сказал ему так: «У меня тридцать тысяч талеров; мне нужно только пять тысяч; остальные я прошу вас взять у меня» (философ живет очень бедно).

XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Рррр… — тени илтӗннӗ философ хӑлхине.

— Рррр… — донеслось до ушей философа.

Йытӑпа ҫын калаҫни // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 126–129 стр.

— Эсӗ философ, Илья! — терӗ Штольц.

— Ты философ, Илья! — сказал Штольц.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Раиса Васильевнӑн сӑввисене ӑнланас тесен пуҫа шухӑшлаттармалла, философ пулмалла.

Чтобы понимать стихотворения Раисы Васильевны надо быть философом, думать головой.

Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Философ, дипломат, социалист, нигилист… тата шуйттанӗ пӗлсе ҫитертӗр-и унта…

— Философ, дипломат, социалист, нигилист… и черт знает что еще…

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех