Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Телегин (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тӗрӗс, Телегин, — тем аса илчӗ Сидор.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин хушаматлӑ вӑл, — кӑмӑлсӑрлана пуҫларӗ Калюков, хӑйпе ҫапла мӑнна хурса калаҫнине тӳсме пултарайманскер.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ирхине Телегин хӑйне темскер канӑҫсӑрлантарнипе вӑранса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин кӑна уҫҫӑн нимӗн шухӑшлама пӗлмерӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Енчен ӑна лягавӑйсем ярса илсен? — хирӗҫлерӗ Телегин Валета.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин пач чӗнмесӗр ларма аван маррине туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Апат-ҫимӗҫпе эрех туяннӑ Валетпа Телегин пырса ҫитсен нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, вӗлле пӳртӗнче ӗҫкӗ-ҫикӗ пуҫланса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Ей-ей, вӑрттӑн килсе кӗреймӗн кунта», — шухӑшларӗ Телегин.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах Телегин, вӑрманта ҫӳрекелесе курнӑскер, йывӑҫ вуллисем тӑрӑх кӑнтӑрпа ҫурҫӗр енсем ӑҫтине кашни кукӑртах асӑрхаса пыма тӑрӑшнӑскер, хӑйсем пырса ҫитнӗ утар хӑш тӗлерех вырнаҫнине ӑнкарса илнӗн туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пит нумаях сутаймарӑм ҫав, — пӑшӑрханчӗ Телегин.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепрер сехетрен Валетпа Телегин, лашисене пасар карти ҫумне уйрӑмшарӑн, анчах пӗри теприн патӗнчен курӑнмалла кӑкарса хунӑскерсем, апат-ҫимӗҫ тултарнӑ хутаҫсемпе михӗсене йӗнер ҫумне ҫыха-ҫыха хучӗҫ те, малтан Валет, ун хыҫҫӑн Телегин килнӗ ҫулпа каялла Йӗпреҫрен тухрӗҫ, ирхине ыттисем вӑрманалла пӑрӑннӑ тӗле ҫитсен, хӑйсем те сылтӑмалла кӗчӗҫ, малалла вара пӗрлех кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин ӑна пасарта хӑй пӗччен марри, ӑна сӑнама пултарасси пирки систерчӗ те хӑйсем кунта мӗн ӗҫпе килни, кайран ӑҫта каясси ҫинчен питӗ хӑвӑрт каласа пачӗ, ҫав вӑхӑтрах качча икӗ сехет тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вара Телегин ун патне хӑй пычӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сулахай аллине пысӑках мар чӑматан тытнӑ, сӑран карттус тӑхӑннӑ ҫамрӑка Телегин аран шыраca тупрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Хӑвӑн ҫыннусене «Макҫӑм пичче» адресне тӗрӗслеме хушатӑн пуль-ха, — шухӑшларӗ Телегин, — тата эпӗ кампа-кампа тӗл пулнине пӗлесшӗн, паллах…»

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Хӑрамастӑн-и? — ыйтрӗ Телегин Валетран, умра Йӗпреҫ ялӗ курӑнса кайсан.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ун патне ҫитеспе Валетпа Телегин ыттисенчен уйрӑлчӗҫ, учӗсене мӑн ҫулпах малалла юрттарчӗҫ, ыттисем сулахаялла пӑрӑнса кӗчӗҫ, Сидор патне ҫавра ҫулпа, вӑрманпа кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ан аташ, Йысна, — хирӗҫлерӗ ӑна Телегин, халь ӗнтӗ хӑйне ыттисемпе тан тытаканскер.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Халиме апа, эс ҫакна ыран пушта кайса яр вара, — Телегин хутне илсе, ҫула май унта мӗн ҫырнине вуласа, хӗрарӑма тыттарчӗ Калюков.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эппин, манса кайиччен, ҫырӑвне халех хатӗрлесе хурам, кайран алӑ ҫырайми пулӗ, — терӗ те Телегин, Йыснаран хутпа кӑранташ илсе, кӗскен кӑна ҫапла ҫырчӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех