Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вӑйли сăмах пирĕн базăра пур.
Вӑйли (тĕпĕ: вӑйли) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чи ӑсли, чи вӑйли, чи пуянни.

Самый мудрый, самый могущественный, самый богатый.

XXXII. Тӗтре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Чи вӑйли!

Самый сильный!

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Математикӑпа вӑл пирӗн класра чи вӑйли.

По математике он шел в классе первым.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Картинӑра ман мӗнле пулмалла, манра чи вӑйли, чи характерли мӗскер — ҫаксене эп ӑнланса илейместӗп, ҫавӑнпа тӗрӗс тон тытса пыма пултараймастӑп.

Я сбивалась с тона и никак не могла понять, какой же я должна быть в этой картине, что во мне самое главное, какой у меня характер.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах та ҫавӑн пек хыттӑн пырса ҫапнӑ хыҫҫӑн кашнинчех парти мӗн тери вӑйли, ӑна аркатса тӑкма ҫукки уҫҫӑнах курӑнчӗ.

Но после каждого из таких ударов становилось еще очевиднее, как несокрушима партия.

VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Арҫын ан улталатӑр, сӑмаха тыттӑр, вӑйли умӗнче ан йӑпӑлтаттӑр, тӳрӗ кӑмӑллӑ пултӑр, сӑмсине ан каҫӑрттӑр.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

Мӗншӗн тесен ҫут тӗнчере юратуран вӑйли ҫук.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

6. Ҫӑмӑл уралли те тарса ӳкеймӗ, вӑйли те хӑтӑлаймӗ; ҫурҫӗрте, Евфрат шывӗ патӗнче, такӑнчӗҫ те кайса ӳкрӗҫ.

6. Не убежит быстроногий, и не спасется сильный; на севере, у реки Евфрата, они споткнутся и падут.

Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ӑсли хӑйӗн ӑсӗпе ан мухтантӑр, вӑйли хӑйӗн вӑйӗпе ан мухтантӑр, пуянни хӑйӗн мулӗпе ан мухтантӑр.

23. Так говорит Господь: да не хвалится мудрый мудростью своею, да не хвалится сильный силою своею, да не хвалится богатый богатством своим.

Иер 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Эй арсем! Ӑна ҫапла пӑхӑнса тӑраҫҫӗ пулсассӑн, чи вӑйли патша мар-и вара? тенӗ те — шӑпланнӑ иккӗмӗшӗ.

12. О, мужи! Не сильнее ли всех царь, когда так повинуются ему?—И замолчал.

2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Пӗри ҫапла ҫырнӑ: пуринчен те вӑйли эрех, тенӗ.

10. Один написал: сильнее всего вино.

2 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Ҫав хушӑра ҫывӑракан патшана хуралласа тӑнӑ сыхлавҫӑсем, виҫӗ ҫамрӑк, пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: 5. пирӗнтен кашнийӗ тӗнчере пуринчен те вӑйли ҫинчен пӗр сӑмахпа калатӑр.

4. Между тем трое юношей телохранителей, охранявших тело царя, сказали друг другу: 5. пусть каждый из нас скажет одно слово о том, что всего сильнее?

2 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Израилӗн малтанхи ывӑлӗн Рувимӑн ывӑлӗсем, — хӑй вӑл малтанхийӗ; анчах вӑл ашшӗн ҫывӑрмалли вырӑнне ирсӗрлетнӗ те, вара малтанхи ывӑл тивӗҫне Иосиф ывӑлӗсене панӑ, ҫавӑнпа Рувима йӑх-кӑк кӗнекинче малтанхийӗ тесе ҫырма юраман; 2. Иуда хӑйпе пӗртӑванӗсенчен пуринчен те вӑйли пулнӑ, унӑн кил-йышӗнчен ҫулпуҫ тухнӑ, анчах ҫавах малтанхи ывӑл тивӗҫӗ Иосиф ҫине куҫнӑ.

1. Сыновья Рувима, первенца Израилева, - он первенец; но, когда осквернил он постель отца своего, первенство его отдано сыновьям Иосифа, сына Израилева, с тем однакож, чтобы не писаться им первородными; 2. потому что Иуда был сильнейшим из братьев своих, и вождь от него, но первенство перенесено на Иосифа.

1 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

[Ҫӳлхуҫа сӑваплӑ. Ӑсли хӑйӗн ӑсӗпе ан мухтантӑр, вӑйли те хӑйӗн вӑйӗпе ан мухтантӑр, пуянни те хӑйӗн пуянлӑхӗпе ан мухтантӑр, мухтанас теекенӗ Ҫӳлхуҫана ӑнланнипе, Ӑна пӗлнипе мухтантӑр.]

[Господь свят. Да не хвалится мудрый мудростью своею, и да не хвалится сильный силою своею, и да не хвалится богатый богатством своим, но желающий хвалиться да хвалится тем, что разумеет и знает Господа.]

1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Рынок тапхӑрӗнче конкуренци вӑйли предприятин ят-сумне ҫӗклеме ура хумасть-и?

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Чи вӑйли Энтимӗркассинчи Александр Васильев, анчахрах салтак аттине хывнӑскер, пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эх, ҫӑварни, ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // АНТОНИНА ЕФИМОВА,ВЕРА ШУМИЛОВА,НИКОЛАЙ СМИРНОВ,Таисия Кротова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Анчах хӗрӗн характерӗ вӑйли, ҫирӗппи паллах — мӗн сӑлтава пула чирленине ҫапла вӑрах пытарма пултарнӑ вӑл, ҫак вӑхӑтра вара ашшӗне те сӑлтавне ним тӑрӑх та тавҫӑрса илме паман; унӑн консилиумра панӑ ыйтусем ҫине лӑпкӑн тавӑрса пынисенчен те унӑн вӑйлӑ характерӗ курӑнать.

Но ясно, что у девушки сильный характер, если она так долго скрывала самое расстройство и если во все время не дала отцу ни одного случая отгадать его причину; виден сильный характер и в спокойном тоне ее ответов на консилиуме.

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Дмитрий Сергеич Александр хӑйӗнчен ӑс-тӑн, пӗлӳлӗх-пултарулӑх е характер енчен ҫӳлерех тӑнине туйнӑ пулсан, хӑй вырӑнне Александра парса, вӑл ҫакӑнпа хӑйне унтан кӗҫӗне хунӑ пулсан, ҫакна вӑл хӑй ирӗкӗпе мар, вӑйли умӗнче чакса ҫеҫ тунӑ пулсан, ун чухне, паллах, манӑн нимпе те тӑвӑрланмалли пулмастчӗ.

Если бы Дмитрий Сергеич чувствовал превосходство, Александра над собою по уму, развитию или характеру, если бы, уступая свое место Александру, он уступал бы превосходству нравственной силы, если бы его отказ не был доброволен, был бы только отступлением слабого перед сильным, о, тогда, конечно, мне нечем было бы тяготиться.

II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӑйли вӑйлӑ та, анчах ӑна хирӗҫ те вӑй тупӑннӑ…

— Силен-то силен, но нашлась и на него чужая сила…

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех