Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ваҫли (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир халь «Ваҫли Иванччӑсем» мар, чӑн-чӑн совет ҫыннисемех!

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хветӗрӗ тӑпӑрчӑ кукӑлӗ юратнӑ, Ваҫли – ҫӗрулми кукӑлӗ, Ҫемен — кишӗр кукӑлӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ваҫли ҫил ҫона тонӑччӗ, Хветӗр ҫӗрӗн-конӗн кӗнеке волатчӗ, учителе тохатӑп тетчӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ваҫли Петровчӑ ӗнер машинпа кайса фабрикӑран чӑх какайӗ туянса килчӗ, килне пӗр ещӗк панулми антарса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Ваҫли, аннене апла ан кала ӗнтӗ, ват ҫынна пирӗн хисеплес пулать, — йӑпӑлтатрӗ Марье.

Куҫарса пулӑш

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Пӗр сӑмахпа каласан, хуть апла чӗн, хуть капла — Ваҫли ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Хамӑр ялта вара мӗн ачаранпах Хупах Ваҫли теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Ҫапла, питӗ йӗркеллӗ, тату пурӑнатчӗҫ вӑл Укҫинепе Ваҫли.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— «Ваҫли арӑмне аван пӗлетпӗр, ҫынна ҫиме юратать, яла ят сарать. Чӗлхине унне чӗрӗ чухне ҫуррине касмалла пулнӑ. Тамӑка ярас ӑна», — тет турӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Ваҫли те ҫавнашкалах пулӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Кӗтерук тырӑ выракан хут пӗлмен хӗрарӑмсем умӗнче вӗсемшӗн ӑнланма йывӑр сӑмахсемпе хӑпартланса, хӑлаҫланса калаҫни; Ваҫли, унччен ниҫтах та халӑх ҫинче сӑмах тухса каламанскер, судра хӑйне хӑй пит хӑюллӑ тыткалани, ваккатсенчен кая мар ӑста сӑмах калама пултарни вулакансене ирӗксӗрех иккӗлентерет.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Чӑнах та кӗнекере гериокӑлла эпизодсемпе картинӑсем сахал мар: Микула тӑшмансен аллинчен чеен вӗҫерӗннисем, Анук хӑйӗн ӑс-тӑн ҫивӗчлӗхӗпе сӑн-сӑпат илемне пула тӑшмансене ухмахла тӑратса хӑварнисем, Ваҫли полиципе казаксене хирӗҫ харсӑррӑн та паттӑррӑн ҫапӑҫнисем, Кӗтерукӑн хурлӑхлӑ пурнӑҫӗпе кӗрешӳри хастарлӑхӗ, трагедилле вилӗмӗ, Натюшӑн хӑюлӑхӗ т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Вӑл ялта революцилле организаци тунӑ, ун ӗретне чылай ҫынна хутшӑнтарнӑ: Ваҫли, Макҫӑм, Прахӑр, Кӗтерук, Натюш, Муравьев, Микула ашшӗ Ҫтаппан, ҫамрӑк Уҫкапа Марье, Саначин, Наум т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ваҫли ут утланса ҫар ҫыннисене хирӗҫ каять.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ҫапла ҫителӗклӗ пурнӑҫпа пурӑнма тытӑннӑ хыҫҫӑн халӑх ӗҫӗнчен пӑрӑнса, хӑйӗн ӗлӗкхи тусӗсене — Микулана, Анука, Ҫтаппана — полицие сутса хӳтӗре тӑрса юлма шут тытнӑ Макҫӑма тӑван ывӑлӗ, Ваҫли, халӑхӑн хӗрхенӳсӗр сучӗ умне кӑларса тӑратать.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Михха рейдӗнче ӗҫлекен икӗ пин бурлак, Микула юлташӗ Ваҫли ертсе пынипе, бастовкӑ пуҫласа яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Тепӗр енче — пусмӑр йӗркипе пусмӑрҫӑсене хирӗҫ ҫӗкленнӗ кӗрешӳре вӑй илсе, ӳснӗҫем ӳссе пыракан ӗҫ ҫыннисен ҫарӗ: Микула, Ҫтаппан, Ваҫли, Анук, Кӗтерук, Прахӑр, Натюш, Уҫка, Марье, вырӑс тимӗрҫи Саначин, тутар ҫынни — вӑрман хуралҫи Ганният. мари ҫыннисемпе вырӑс хресченӗсем, ялти ӗҫ ҫыннисене ӑс парса, кӗрешӳре ҫул кӑтартса пыракан вырӑс революционерӗ Кузнецов тата ыттисем.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ҫав вӑхӑтра Микулапа Ваҫли чупса ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваҫли пиччепе аттене те вӗлерчӗҫ!..

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку ҫапӑҫӑва ытти ачасемпе пӗрле пӑхса тӑракан Уҫка, малтан Микулана, вара Ваҫли пиччӗшне, ашшӗне ӳкернине курсан, макӑра-макӑра Ҫтаппан патне чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех