Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ал сăмах пирĕн базăра пур.
Ал (тĕпĕ: ал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урапа ҫинче чӑтса лараймарӗ ватӑ комбайнер, урине ыраттара-ыраттарах ҫӗре анчӗ, тулӑх уя саламланӑн, пӗчӗк сӑмсаллӑ шурӑ карттусне хыврӗ, ал лаппипе ҫамкине сӑтӑркаларӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.

Ал ӗҫ куравӗнче хӗрарӑм кӗпи тӗп вырӑнта пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шӗнерпуҫсем ял уявне паллӑ тунӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/38582.html

Концерт программи пуҫланиччен вӗсем ал ӑстисен ӗҫӗсемпе, тӗрлӗ темӑллӑ площадкӑсемпе, территори уйрӑмӗсем хатӗрленӗ «картишсемпе» интересленсех паллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй пурне те савӑнтарчӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d0%b0%d0%b ... %87%d3%97/

Ҫак кун ирех кунта суту-илӳ вырӑнӗсем ӗҫлеме пуҫларӗҫ, ал ӑстисем хӑйсен ӗҫӗсен куравӗсене вырнаҫтарчӗҫ, тӗрлӗ енлӗ тематика лапамӗсем, ача-пӑча валли аттракционсем уҫӑлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй пурне те савӑнтарчӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d0%b0%d0%b ... %87%d3%97/

Пиҫихипе е ал шӑллипе кӗрешни мӗн ӗлӗкренпех кашни Акатуя илем кӳрекенни пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мускавра Акатуй иртнӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/06/18/%d0%bc%d1%8 ... %bd%d3%97/

Акӑ ӑҫта вӗсем, ылтӑн пӗрчисем! — Наташа йӗпеннӗ куҫне ал тупанӗпе шӑлса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Хӗрарӑмсем ал ӗҫне кӑмӑллаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырлӑхпа шанӑҫ ҫурчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sotsiall-kh- ... ch-3794851

Эрнипех кружоксен расписанине тунӑ: ал ӗҫӗ, ӳкерни, кулинари, спорт мероприятийӗсем, гарденотерапи (психосоциаллӑ, ӗҫ реабилитацийӗ ӳсентӑрансемпе ӗҫлеме пулӑшнипе).

Куҫарса пулӑш

Ырлӑхпа шанӑҫ ҫурчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sotsiall-kh- ... ch-3794851

Ал ӗҫне маҫтӑр пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

"Турӑ мана хӗр пачӗ" // Альбина КАПИТОНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50253-tur- ... -kh-r-pach

Йӗпепуҫӑма та ав ҫил ачисем хӑйсен куҫа курӑнман ал шӑллийӗсемпе шӑлса типӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмпасем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 285–286 с.

Тӑпра купташкисенчен такӑна-такӑна чӗкӗл-мекӗл тӑвакан шӑши ҫурисенчен пӗрне ярса илчӗ вӑл, ал тупанӗсемпе хупласа ӑна вӗрсе ӑшӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Мал енчи кӗтесре пит ҫутӑ сӑнлӑ Этем пур, тавралла хитре ал шӑллипе витсе ҫаврӑннӑскер.

Куҫарса пулӑш

Унӑн амӑшӗпе мами ҫинчен // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ал тупанӗ ҫине суркаласа пуртта тепӗр хут ярса тытать те ура ҫине ҫӗкленет, Кевӗрки шӑллӗ Вихтӗре куҫран пӑхса тӑрать, пиччӗшӗ мӗншӗн пӑлханнине ниепле те ӑнланаймасть.

Куҫарса пулӑш

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Акӑ эпӗ алла кӑвар хума та пултаратӑп, — ал тупанӗ ҫине кӑвар хурать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Тути патне илсе пынӑ ҫӑкӑр татӑкне лаша хӑвӑртах ҫисе ярать, унтан ҫын ал тупанӗ ҫинчи тӗпренчӗксене те тутипе хӑвӑрттӑн мӑкӑльтеттерсе тасатать.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Анне тӗрленӗ ал шӑллин Тӗрри ытла ҫемҫе мар.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Хӑйсен ал ӗҫӗсене тытӑниччен малтан хӗр упраҫ, тулса ҫитнӗ кантӑр пуҫӗ ҫине сырӑннӑ ҫерҫи ушкӑнӗ пек шавласа, тусӗсем ҫыхнӑ, тӗрленӗ, эрешленӗ япаласене черетлесех тыта-тыта пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Унӑн ал лаппине тытса, хӑйӗн хырӑмӗ тӑрӑх шутарчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Тем эсӗ, хаклӑ ывӑлӑм, аҫу пекех пулса кайрӑн, каснӑ-лартнӑ вӑл, — вӑл тӑчӗ, унӑн ҫамрӑк хулпуҫҫине ал лаппипе шӑлса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Аллисене алӑ айӗнчех ҫакӑнса тӑракан ал шӑллипе шӑлса типӗтрӗ, ывӑлӗ ҫумне пырса ларчӗ, куҫӗ савӑнса кайрӗ, пит ҫӑмартийӗсем кӑмака ӑшшипе хӗрелнӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех