Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айӗнче (тĕпĕ: ай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах чӗрийӗ айӗнче Тапӑлтатать-ҫке чӗрӗ чун.

Куҫарса пулӑш

VII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Эх, асаннем, телейӗм, ырлӑх Таптанчӗ выльӑх айӗнче, Ӗмӗрлӗхе пит таран шырлӑх Юлать чӗремӗн варринче.

Куҫарса пулӑш

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хама йыт вырӑнне хумастӑп, Анчах эп мӑшкӑл айӗнче.

Куҫарса пулӑш

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ун айӗнче Пырать-мӗн калаҫу пит шӑппӑн.

Куҫарса пулӑш

IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Унта хӗн-хурлӑх айӗнче Пурнать телейсӗр, мӗскӗн халӑх.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кунта юр ларнӑранпа та пӗр йелтӗрҫӗ аташса килмен — ура айӗнче ниҫта та йӗлтӗр йӗрӗ курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Бригада ӗҫе тытӑннӑ кун Карачӑм тракторӗ хирти пӗччен ҫӑка айӗнче пӗр хускалмасӑр ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Акӑ ывӑлӗ ҫапӑҫуран тухнӑ та вӑрманта, лаштра юман айӗнче, тӑван килӗ ҫинчен шухӑшласа ларать.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Курать Кӗтерне — Сталин тӳрех ун ҫине пӑхать, хӑйӗн йӑваш куҫӗсемпе, тути айӗнче пытанса тӑракан яланхи пек ӑслӑн пӑхса саламлать.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Аллинчи кукӑр патакне кашнинчех сивӗпе хыта пуҫланӑ пылчӑк ҫакланать, вӑл халь ура айӗнче тин сухаласа пӑрахнӑ нӳрлӗ тӑпра пек нӑтӑрт-нӑтӑрт туса пусӑрӑнса пырать.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗр картини айӗнче Липа пӗлтӗрхи календаре те курчӗ — Ятман амӑшӗ ун листисене ывӑлӗсемсӗр татса пыма та хӑяйман, календарь килтен чи кайран тухса кайнӑ ывӑлӗ уҫса хӑварнӑ числопах — июлӗн 10-мӗшӗпех ҫакӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Федераци шайӗнче ҫирӗплетнӗ йӗркепе килӗшӳллӗн хӑй тӗллӗн ӗҫлекен ҫынна уҫӑ тӳпе айӗнче ҫитӗнтернӗ 1 тонна пахча ҫимӗҫе сутнӑшӑн 2 пин тенкӗ укҫа парса хавхалантарӗҫ, вырнаҫтарнӑ пӗр тонна ҫӗр улмишӗн — 3 пин тенкӗ.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх уйрӑм хуҫалӑхсене аталанма майсем туса парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d0%bf%d0% ... %b9%d1%81/

Уланӗ пит хитре тата: сарлака хул пуҫҫиллӗ, хура куҫлӑ, сӑмси айӗнче пӗрре чӗпӗтмелӗх мӑйӑхӗ пур.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Купа айӗнче темле ҫын пырать-ха, те хӗрарӑм, те арҫын, эпир Тенюшпа нимӗн те пӗлейместпӗр.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем пынӑ чух юмӑҫ карчӑк ҫумри пахчара йывӑҫсем айӗнче ҫывӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ура айӗнче чулсем чӑштӑртатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗри тем ҫӳллӗш, тепри хитре, яштака, тепри — лутра, кутамас, чалӑш-чӗлӗш; пӗрин вулли яп-яка, таса, теприн — шӑтӑклӑ-путӑклӑ, шатраллӑ — чеччепе чирленӗ ҫын пичӗ пек; пӗри хӑйӗн тураттисене таҫта ҫити сарса янӑ, ыттисем валли вырӑн та хӑварман, тепри пысӑк йывӑҫ айӗнче мӗскӗннӗн ҫеҫ ларать, ҫитмест ӑна кун ҫути ҫак аслӑ тӗнчере.

Куҫарса пулӑш

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Лаша ури айӗнче тӑршшӗпе пылчӑк ҫӑрӑлать, пит-куҫа туратсем ҫапӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ирхине Тукайпа арӑмӗ пахчара йывӑҫсем айӗнче ларнӑран ҫунмасӑр юлнӑ пӗчӗк пурте пурӑнма куҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каҫсерен кунта чылаях сулхӑн — ҫырмасенче, хӗвел ӳкмен ҫӗрте, юр хуралса выртать, йывӑҫсен айӗнче унта та кунта шыв кӳлленсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

11. Ҫамрӑклӑхпа сыв пуллашни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех