Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сылтӑм сăмах пирĕн базăра пур.
Сылтӑм (тĕпĕ: сылтӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— 500 цифрӑллӑ ункӑра, — терӗ вӑл тинкерсе, унтан сылтӑм аллипе печӗ.

— На круге с цифрой 500, — заявил он, всмотревшись, затем выстрелил с правой руки.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Пенкаль чӗр куҫҫине сылтӑм аллипе сӑтӑрать, — ӑна пӑхса хӗпӗртет тейӗн; ку — унӑн тимлӗ пулмалли самантсенчи яланхи хусканӑвӗ.

Пенкаль поглаживал колено правой рукой, как будто любуясь им; это движение было характерно для него в минуты сосредоточенности.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.

Вӑл тӑсӑлчӗ те сулахай аллипе ҫӳхе туратран уртӑнчӗ, ӑна пӗтӗм йывӑрлӑхне парсан сылтӑм аллине вӗҫертрӗ.

Она вытянулась, схватилась за тонкий сук левой рукой и, передав ему свою тяжесть, отпустила правую руку.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 259–266 с.

Вӑранчӗ те — умӗнче ӑна сылтӑм урасӑр хӑварнӑ хирург ларнине курчӗ.

А проснувшись, увидел, что перед ним сидит тот самый хирург, который лишил его правой ноги.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 253–258 с.

— Нимех те, — салтӑннӑ ҫыххине шӑлӗпе тата сылтӑм аллипе туртса ҫыхнӑ май хуравларӗ Ганувер.

— Ничего, — ответил Ганувер, стягивая зубами и правой рукой размотавшуюся повязку.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.

Вилнӗ ҫыннӑн сылтӑм аллин уҫӑлнӑ пӳрнисенчен револьверӗ тухса ӳкнӗ.

Из разжатых пальцев правой руки вывалился револьвер.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.

Унӑн сылтӑм алли сӗтел ҫинчи векселе самантрах, анчах ҫирӗппӗн ярса тытрӗ, ӑна тӳрлетме ҫук пӑсса хучӗ.

Его правая рука, мгновенно, но крепко схватив со стела вексель, нанесла ему непоправимые повреждения.

Шурӑ шар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 136–139 с.

Редотт чике туран сылтӑм хул пуҫҫипе тӗревленчӗ, аллисене хӗреслетсе тытрӗ, урисемпе чултан тӗкӗленчӗ, унтан мӗн пур вӑйне пухрӗ те — пӗтӗм ту хысакне айккинелле хускатса куҫарчӗ; шахтӑна анмалли ҫулсем шӑпах ҫак ту айӗнче.

Редотт уперся в скалу правым плечом, скрестил руки, ногами уперся в камень и, собрав всю силу, двинул весь горный склон прочь. Под этим местом шли ходы шахт.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

Шамполион гримне ҫуса тасатрӗ, сылтӑм бакенбардне хӑйпӑтрӗ; сулахаййине хуллен ҫеҫ Полина туртать, — бакенбард сӗвӗннӗ май тӑсӑлнӑ пит ҫӑмарти кулӑшла, уҫӑмсӑр сасӑ кӑларчӗ.

Шамполион стирал грим, сняв правую бакенбарду; левую тихонько потянула Полина, и бакенбарда отстала, при чем оттопырившаяся щека издала забавный глухой звук.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Тӗрмен сылтӑм енӗпе Масперо флигельне коридор ҫыхӑнтарать; тӗрмен тимӗр алӑкӗ кухньӑран уҫӑлать.

Правое крыло тюрьмы соединялось коридором с флигелем Масперо: его железная дверь открывалась из кухни.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Пегги Скоттер клуб вестибюлӗн сылтӑм енче, аялти залри чей буфетӗнче ӗҫлет.

Пегги Скоттер хозяйничала в чайном буфете нижней залы клуба, направо от вестибюля.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.

Сылтӑм куҫу, эппин, кӳреннӗ.

Правый глаз, значит, обижен.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Мард сусӑрланнӑ сылтӑм аллипе сулкалашма хӑтланчӗ, анчах ыратнипе хӗремесленсе, тарӑхса кайрӗ.

Мард сделал попытку жестикулировать ушибленной правой рукой, но побагровел от боли и рассердился.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Мардӑн сылтӑм алли ҫапӑннипе шыҫӑннӑ, ал шӑллинчен ҫакӑнса тӑрать.

Правая рука Марда, распухшая от ушиба, висела на полотенце.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Вӑл ыйтнӑ чух пӗтӗм пит-куҫӗ ыйтать, сылтӑм алли вара тӳсӗмсӗр, авӑк куҫӑмпа кӑштах ҫӗклене-ҫӗклене хускалать.

Когда она спрашивала, спрашивало все лицо, а правая рука слегка приподымалась нетерпеливым, резким движением.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Аян хӗҫ-пӑшаллӑ сылтӑм алли ҫине пӑхрӗ те «вессона» пиҫиххи хушшине чиксе хучӗ.

Он посмотрел на свою правую руку, занятую оружием, и сунул Вессон за пояс.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Кӑштах вӑхӑт иртсен сылтӑм енчен пӗчӗк ҫӑлтӑр ылтӑн йӗп ывӑтрӗ те ҫухалчӗ, — ҫыран хысакӗпе хупланчӗ; ку — шлюпка пыртине пӗлтерет.

Через некоторое время маленькая звезда с правой стороны бросила золотую иглу и скрылась, загороженная береговым выступом; это значило, что шлюпка — в проливе.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Аян хӑйӗн вырӑнне йышӑнчӗ ҫеҫ — койка ҫине Редж, Пэдӑн сылтӑм алли, йӑраланса хӑпарчӗ; халӗ вӑл — алӑ кӑна, мӗншӗн тесен кӗлетке ишсе кайнӑ.

Едва Аян занял свое место, как на койку взгромоздился Редок, правая рука Пэда; теперь просто рука, потому что туловище отчалило.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Хӑшӗ-пӗри хырӑннӑ, теприсем хурланнине пӗлтернӗн сылтӑм ал лаппинчен хура пусма ҫавӑрса ҫыхнӑ.

Кой-кто побрился, некоторые, в знак траура, обмотали левую руку у кисти черной материей.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Тата хушса хурам: сылтӑм хӑлхинче вӑл алка ҫакса ҫӳрет — вилнӗ арӑмӗнчен ӑна тупӑка хунӑ чухне юлнӑскер.

Прибавлю еще, что в правом ухе он носил серьгу, снятую им со своей покойной жены, когда ее положили в гроб.

«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех