Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Икӗ ӗмӗр тетӗр-ха, халлӗхе сывӑ ҫӳренӗшӗн те тавтапуҫ. Самаях сулхӑн-ҫке кӗҫӗр».«Сказали — два века, спасибо, что хожу живая, здоровая. Вечер довольно прохладный».
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
«Мӗнле-и-мӗнӗ, кӗҫӗр пирӗн пӗр ҫатмана шӑшисем ҫисе шӑтарнӑ», – тет.
Иван Юркин // Вичкӗн шӑллӑ шӑши. https://vulacv.wordpress.com/2019/04/30/ ... %88%d0%b8/
Ытла аван ҫапла калаҫса ларнӑ чухне ҫак ҫӗнӗ пуянӗ, ӗлӗк хӑйне леш пуянӗсем суманнине асне илсен, вӗсенӗн айван ӑсӗсене ыттисене пӗлтересшӗн, хайласа калаҫма тытӑнчӗ, тет: «Итлӗр халӗ, стариксем, кӗҫӗр пирӗн килте тӗлӗнмелле ӗҫ пулчӗ», – тесе.
Иван Юркин // Вичкӗн шӑллӑ шӑши. https://vulacv.wordpress.com/2019/04/30/ ... %88%d0%b8/
Красноармейскинчи иккӗмӗш вӑтам шкулти «Кӑмӑл» фольклор ушкӑнӗ те, ку шкулти М. Иванова («Кӗҫӗр ҫумӑр вӑйлӑ ҫунӑ») хӑйсен ҫепӗҫ юррисемпе куракансене тыткӑнларӗҫ.
«Ҫуркуннехи тумлам» конкурсра // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30
Кӗҫӗр вуласа та парӗҫ тетӗп.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
— Ку пуртенккешӗн кӗҫӗр урай ҫӑватӑн.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
23. Мана кӗҫӗр хам пӑхӑнса тӑракан, пуҫҫапакан Туррӑн Ангелӗ курӑнса 24. ҫапла каларӗ: «ан хӑра, Павел, санӑн кесарь умне тӑмалла, акӑ Турӑ хӑвпа пӗрле пыракансене пурне те сана парнелерӗ» терӗ.
Ап ӗҫс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Иисус каланӑ ӑна: Петр, калатӑп сана: кӗҫӗр, автан авӑтичченех, эсӗ Мана пӗлмӗш пулса виҫӗ хут тунӑн, тенӗ.
Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫавӑн чухне Иисус вӗренекенӗсене калать: кӗҫӗр эсир пурсӑр та Ман тӗлӗшӗмрен улталанатӑр, мӗншӗн тесессӗн: «кӗтӳҫне ҫапса ӳкерӗп те, сурӑхӗсем сапаланса кайӗҫ» тесе ҫырнӑ.
Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӑл сут тӑвакан вырӑнта ларнӑ чухне арӑмӗ ун патне ҫапла калама хушса ҫын янӑ: ҫав Айӑпсӑрскерне нимӗн те ан ту: эпӗ кӗҫӗр Уншӑн тӗлӗкре асапланса пӗтрӗм, тенӗ.
Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Иисус каланӑ ӑна: чӑн калатӑп сана: кӗҫӗр автан авӑтичченех эсӗ Манран виҫӗ хут тунӑн, тенӗ.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ҫавӑн чухне Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла калать: кӗҫӗр эсир пурсӑр та Ман тӗлӗшӗмрен улталанатӑр, мӗншӗн тесессӗн: «кӗтӳҫне ҫапса ӳкерӗп те, кӗтӳри сурӑхсем сапаланса кайӗҫ» тесе ҫырнӑ; 32. чӗрӗлсе тӑрсассӑн вара Эпӗ Галилейӑна сирӗнтен маларах ҫитӗп.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Рага хулине ҫитерехпе 11. Ангел яш ачана каланӑ: тӑванӑм, эпир кӗҫӗр сан Рагуил хурӑнташу патӗнче ҫӗр выртӑпӑр, унӑн Сарра ятлӑ хӗрӗ пур.
Тов 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Иоав ӗнтӗ патша патне пӳрте кӗнӗ те каланӑ: паян эсӗ хӑвӑн тарҫусене пурне те намӑслантарса пӗтертӗн, вӗсем вара паян санӑн пурӑнӑҫна та, сан ывӑлусемпе хӗрӳсен пурӑнӑҫне те, арӑмусен пурӑнӑҫне те, ҫум-арӑмусен пурӑнӑҫне те ҫӑлса хӑварчӗҫ; 6. эсӗ хӑвна курайманнисене юрататӑн, хӑвна юратакансене кураймастӑн, ӗнтӗ эсӗ паян ҫарпуҫсемпе тарҫусем саншӑн ниме те тӑманнине кӑтартса патӑн; Авессалом чӗрӗ юлнӑ пулсассӑн, эпир пурте вилсе пӗтнӗ пулсассӑн, саншӑн кӑмӑллӑрах пулатчӗ — паян эпӗ ҫакна пӗлтӗм; 7. ӗнтӗ тӑрса тух та хӑвӑн чурусемпе чӗререн калаҫ, Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа тӑватӑп, тухмастӑн пулсассӑн, кӗҫӗр санӑн пӗр ҫын та юлмӗ; ку вара саншӑн ҫамрӑклӑхунтан пуҫласа паян кунччен тӳснӗ мӗнпур инкекрен чи йывӑртараххи пулӗ, тенӗ.
2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Халӗ часрах ҫын ярӑр та Давида ҫапла калӑр: кӗҫӗр пушхирти тӳремлӗхре ан юл, патша тата унпа пӗрле ҫӳрекен ҫынсем ан пӗтчӗр тесессӗн, часрах тепӗр енне каҫса кай, тейӗр, тенӗ.
2 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Акӑ Вооз пирӗн хурӑнташ пулать, эсӗ шӑпах унӑн хӗрарӑм тарҫисемпе пӗрле ҫӳрерӗн; кӗҫӗр вӑл анкартинче урпа сӑвӑрать; 3. ҫӑвӑнса тасал, сӗрӗшпе сӗрӗн, [капӑр] тумтирне тӑхӑн, вара анкартине кай, анчах вӑл ӗҫсе-ҫисе тӑраниччен унӑн куҫӗ умне ан курӑн; 4. вӑл ҫывӑрма выртсассӑн, ӑҫта выртнӑ вырӑнне пӗл; вара ҫавӑнта пыр та ури вителӗкне сирсе ури вӗҫне вырт; мӗн тӑвассине вӑл сана хӑех калӗ, тенӗ.
Руфь 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пӗтӗм халӑх Иордан урлӑ каҫса кайсассӑн, Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ: 2. халӑх хушшинчен вуникӗ ҫын — кашни йӑхран пӗрер ҫын — суйласа илӗр те 3. вӗсене ҫапла тума хушӑр: ҫакӑнтан, Иордан варринчен, священниксем хускалмасӑр тӑнӑ вырӑнтан, вуникӗ чул илӗр те вӗсене хӑвӑрпа пӗрле йӑтса кайса кӗҫӗр ӑҫта ҫӗр выртма чарӑнӑр, ҫав тӗле купаласа хурӑр, тейӗр, тенӗ.
Нав 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ӗнтӗ Иерихон патши патне хыпар ҫитернӗ: акӑ кӗҫӗр Израиль ывӑлӗсем хушшинчен темӗнле ҫынсем пирӗн ҫӗре куҫласа хума килчӗҫ, тенӗ.
Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Рахиль каланӑ: ывӑлун мандрагорӗшӗн кӗҫӗр вӑл санпала вырттӑр эппин, тенӗ.Рахиль сказала: так пусть он ляжет с тобою эту ночь, за мандрагоры сына твоего.
Пулт 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Тепӗр кунне асли кӗҫӗннине каланӑ: акӑ эпӗ ӗнер аттепе ҫывӑрса тухрӑм; ӑна кӗҫӗр те эрех ӗҫтерсе ӳсӗртер; эсӗ те кӗр, унпа ҫывӑрса тух, хамӑр аттемӗртен йӑх хӑварӑпӑр, тенӗ.
Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.