Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫын сăмах пирĕн базăра пур.
ҫын (тĕпĕ: ҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Камышин кун ҫинчен пӗлтерсен тин Ятман тек хӑйне ют ҫын вырӑнӗнче ларнӑ пек туйма пӑрахрӗ, вӑл ӗнтӗ халь ҫынсене хӑй шутласа хунӑ пысӑк ӗҫе тумашкӑн хатӗрлеме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗлӗк рядовой тракторист пулнӑ ҫын халӗ — трактор бригадин бригадирӗ, бригадир пулнӑ ҫын — МТС директорӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман савӑнать: халиччен вӑл ялти ҫынсем ҫырӑвӗсене ҫапла пӗр-пӗрне вулаттарнине нихҫан та курман, ҫыру вӑл яланах вӑрттӑн япала пулнӑ, ӑна хӑйӗн ячӗпе илнӗ ҫын ҫеҫ хӗпӗртесе е хурланса вуланӑ, халӗ авӑ фронтран килнӗ ҫырӑва ҫур ял пӑхмасӑр пӗлет.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ун пек ан шутла, юратакан ҫынпа яланах ҫапла пулать: малтан эсӗ ӑна хӑвӑнтан чаплӑ ҫын тесе шутлатӑн, кайран, хӑнӑхатӑн та, хӑвӑнпа пӗр танах туятӑн.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫынран катӑк пуласси ҫавӑ вӗт вӑл — ӗмӗр ҫын сӑмахне илтсе пурӑнас пулать.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепӗр ҫын хӗрӳллӗ сӑмах калама та пӗлмест, ытлашши шарламасӑртарах кӑна ҫӳрет, анчах хӑйӗн ӗҫне яланах тӗплӗ тӑвать, кун пек ҫын сӑмахӗпе мар, ӗҫӗпе хитре.

Куҫарса пулӑш

ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепри пухура аллипе кӑкӑрне ҫапса хитре сӑмах тухса калама, мухтанма е ӗҫри ҫитменлӗхсене ҫав тери хыттӑн критиклеме пултарать: «хӗрӳ патӑм-ха паян, пӗлчӗҫ ҫынсем ман вӑя, халӗ ӗнтӗ пурте ман майлӑ ҫаврӑнса ӳкрӗҫ» тет вара ҫын ун пек чухне, кайран пӑхать — ӑна никам та хисеплемест иккен, хӑйӗн юлташӗсемех курмӑш пулса иртсе каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку ламппа Укахви ашшӗпе амӑшӗ пӗр-пӗр ҫын пырсан ҫеҫ ҫутаҫҫӗ, ҫавӑнпа кӗмесӗрех паллӑ, вӗсен патӗнче ҫын пур.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫын сӑмахне илтме, ҫын кулли пулма эсӗ ҫамрӑк мар ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эпӗ, ват ҫын пулса, ҫапла калатӑп: вӑрҫа кайнӑ тӑванӑрсем ҫинчен-пӗр минутлӑха та ан манӑр, колхозра ӗҫрен пӑрӑнма пӑхаканни пӗр ҫын та ан пултӑр.

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тӗттӗм пулса ҫитрӗ, таврана каҫ сулхӑнӗ ҫапрӗ, ҫынсем хӑшпӗрисем килӗсене кайрӗҫ, Ятманпа Кӑтра Михала тата икӗ ҫын ҫав-ҫавах авӑн ҫапмалли машина патӗнче тӑрмашаҫҫӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Малтан тилхепине турткаласа чуптарса килекенскер, вӑл ҫул ҫинчи ҫын тӗлне ҫитсен лашине хӑвалама пӑрахрӗ, хӑйӗн умӗнчи ҫын ҫине тинкерсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эпӗ ӗҫлеме ҫын ӑҫтан тупас-ши тесе пуҫ ҫӗмӗрсе ларатӑп, эсӗ ара ҫынсем ӗҫсӗр ларасран хӑратӑн.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ман ҫарта халь ҫӗр пин ҫын ытла; вырӑс ҫӗрӗнчен кашнин пӗрер ҫын илсе килес пулсан сан ҫӗрӳ мӗн тери инкек курать, манӑн ҫӗр мӗн тери услам курать?

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку сӑмахсене нумайӑшне пӗчӗк Иван ӑнланмасть, анчах туять: ашшӗ унӑн чаплӑ та хӑватлӑ ҫын пулнӑ, вӑл Ивана та ҫавӑн пек ҫын пулма хушса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

11. Хаяр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫын япалине илекен ҫын пур пӗр вӑрӑ, — терӗ Тенюш та.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чиперччӗ, ҫав тери хӳхӗмччӗ вӑл, пӗр-пӗр ҫӗре кайсан ҫынсем тӗлӗнсе пӑхса юлатчӗҫ, анчах яшлӑхра хӑйне тивӗҫлӗ ҫын тупаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку сӑмахсене ҫын илтмеллех каламалла мар та ҫав Глинскин, анчах чӗлхе чараксӑртарах пулни, хӑй таврашӗнчи ятлӑ ҫынсене ытлашши шанни пӗтерет.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫын куҫӗнчен пӑхни, ҫын аллинче пурӑнни такама та йӑлӑхтарать ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсене «Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр» акци шайӗнче пухӑннӑ, районти уйрӑм ҫын предпринимательсем, фермерсем, Вӑрмарсен Шупашкарти ентешлӗхӗ, ахаль ҫынсем пухса панӑ укҫа-тенкӗпе туяннӑ.

Куҫарса пулӑш

«Эпир сире кӗтетпӗр, сирӗнпе мӑнаҫланатпӑр!» // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/10004-epir-s ... aclanatp-r

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех