Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫыран хӗрринчи хура пӑнчӑсем тата хӑмӑр кӑмрӑкӑн юлашкийӗсем ҫине сӑнаса пӑхсан, ачана кунта кӗҫӗр кимӗпе таҫтан инҫетрен ҫынсем килсе чарӑннӑ та, вут хурса апат пӗҫернӗ пек туйӑннӑ.
II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Игорь пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек листовкӑсем Коревановӑри хӳмесемпе сарайсем ҫинче кӗҫӗр нумай пулнӑ.Игорь сказал, что такие листовки были расклеены сегодня ночью на многих заборах и сараях Кореванова.
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эп ӑна мӗн ачаран юратса тӑратӑп, апла пулмасан та кӗҫӗр каҫ пурпӗрех ӑна юратса пӑрахнӑ пулӑттӑм.Если б я не была влюблена в него всю жизнь, так уж в этот вечер непременно бы влюбилась.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Шӑпах кӗҫӗр ман вӑхӑтӑм пур.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кӗҫӗр каллех кӑнтӑрти хулана, ҫыран хӗрринчи урамра ларакан ҫӗрлехи кафене, унти чӑлт шурӑ панамӑсем тӑхӑннӑ ҫынсене куратӑп.Сегодня к вечеру снова видение южного города, набережной и ночного кафе с людьми в белых панамах.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кӗҫӗр вӑл пирӗн патра ҫывӑрать.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах вӑл ман алӑран ҫӗлен пек шӑвӑнса тухрӗ, унтан, хӑлхаран ҫеҫ: «Кӗҫӗр ҫӗрле, пурте ҫывӑрса кайсан, ҫыран хӗррине тух», — тесе пӑшӑлтатрӗ те пӳлӗмрен ҫӗмрен пек сиксе тулалла вӗҫрӗ.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Мӗншӗн-ха кӗҫӗр курӑннӑ вӗсем?
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кӗҫӗр манӑн Густӑна Польшӑна «ӗҫлеме» илсе каяҫҫӗ.
1943 ҫулхи майӑн 19-мӗшӗ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Беккин кӗҫӗр хӑйӗн юлташӗ патӗнче ҫӗр каҫмалла пулнӑ вӗт-ха, ӑна килте кӗтмеҫҫӗ те вӗт.Бекки не ждали домой в этот вечер, она должна была переночевать у подруги.
31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Кӗҫӗр вӑл сирӗн патӑрта… е сирӗн патӑрта ҫывӑрнӑ пулмалла та… халӗ ӗнтӗ чиркӗве те килме хӑрать пулмалла, — хӑйне лектерессине пӗлет вӑл.
30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ия, пурте аванах майлашса пынӑ пек туйӑнать-ха: арча та халӗ иккемӗш номерте пытарса лартнипех тӑрать пуль-ха, усал ҫынсене иккӗшне те паянах тӗрмене тытса хупса лартаҫҫӗ, кӗҫӗр ҫӗрле вара Гекпа Том, нимӗн чӑрманса хӑтланмасӑр, никамран та хӑрамасӑрах пӗтӗм ылтӑна ярса илеҫҫӗ.
30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Кӗҫӗр каҫхине, паллах ӗнтӗ, ӑна савӑнӑҫ кӗтет, пытарнӑ укҫана шыраса тупасси ытла шанчӑклах мар пулсан та, савӑнса ҫӳресси пулатех.
29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
«Ма пӑрахас-ха? — тесе шухӑшларӗ вӑл хӑй ӑшӗнче. — Иртнӗ каҫ сигнал пулмарӗ, кӗҫӗр ма пулмалла-ха?»
29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Анчах унта Том пуҫне ҫакӑн пек шухӑш пырса кӗчӗ: «Гек лӑп кӗҫӗр ҫӗрле ман чӳрече патне пымӗ-ши?»Вдруг Тому пришло в голову, что Гек может явиться нынче ночью и подать сигнал.
29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Кӗҫӗр ҫӗрле эпӗ лайӑх мар тӗлек тӗллентӗм… йӗкехӳресене куртӑм.
26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
— Сӑмахран, кӗҫӗр каҫхине эсӗ пӗрмаях: «Юн, юн, авӑ мӗн вӑл!» — тесе выртрӑн.— Вчера ночью ты кричал: «Это кровь, это кровь, вот что это такое»!
11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Анчах кӗҫӗр сана хирӗҫ чӗнетӗпех.
6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Усалсем кӗҫӗр ҫӗрле ватӑ Вильямса илме килеҫҫӗх пулӗ тетӗп эпӗ.По-моему, черти должны нынче прийти за старым хрычом Вильямсом.
6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
— Кӗҫӗр ҫӗрле.
6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.