Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуралса (тĕпĕ: ҫурал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫуралса ӳснӗ яла — Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпана — манмастӑп, вӑхӑт тупса кайса ҫӳреме тӑрӑшатӑп, шел, тӑтӑшах май килмест.

Куҫарса пулӑш

Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

— Ял тенӗрен, ҫуралса ӳснӗ тӑрӑха тӑтӑшах кайса ҫӳретӗр-и?

Куҫарса пулӑш

Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Валериан Константинов Красноармейски районӗнчи Вӑрманкас Алманч ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.

Валериан Константинов родился и вырос в деревне Вурманкасы Алманчино.

Янаварӑм ман, янаварӑм, Эп сана йӗвентен ямарӑм... // Татьяна Борисова. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ пике «Динамо» спорт клубӗнче ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Вӑйлисен вӑййи аталанать // А.МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Эпӗ Шупашкар районӗнчи Мӑн Мамӑш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.

Я родилась и выросла в деревне Большие Мамыши Чебоксарского района.

Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Ҫапла Ҫарӑмсан районӗнчи Акрель ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, унтан Ҫырчаллинче ӗҫленӗ хӗрарӑма Чӑваш Сиреньел ялне пурӑнма куҫма тивет.

Таким образом уроженке села Акиреево Черемшанского района, работавшей затем в Набережных Челнах женщине приходится переехать в Чувашское Сиренькино.

Ял-йыша ӑнлансан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Ялта ҫуралса ӳснӗскер ҫӗр ӗҫне кӑмӑллать.

Куҫарса пулӑш

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Унта ҫамрӑк таврапӗлӳҫӗ Энӗшпуҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, кайран хӑйсен кун-ҫулне вут-ҫулӑмпа кӗрешессипе ҫыхӑнтарнӑ ентешсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

В этой работе юный краевед рассказала об уроженцах Шоркистры, земляках, которые посвятили свою жизнь борьбе с огнем.

Тӗпчевӗпе музей хӑнисем паллашаҫҫӗ // Василий ЦЫФАРКИН. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Аслӑ Шӑхаль ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Шупашкарта пурӑнакан Вячеслав Александрович Павлов ҫак кунсенче хӑйӗн юбилейне паллӑ тӑвать.

Ныне живущий в Чебоксарах уроженец Новочурина, Вячеслав Александрович Павлов, на днях отмечает свой юбилей.

Яланах малта пыма тӑрӑшать // Л.КУЗНЕЦОВ. «Елчӗк Ен», 2016.06.25

Колонире пуринчен ытларах ларнӑран та пуль, хисепре Тутарстанра ҫуралса ӳснӗ чӑваш каччи.

Его, чувашского парня, выросшего в Татарстане, уважают, наверное, потому что он больше всех сидит в колонии.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Саша шӑпах унта ҫуралса сакӑр ҫулччен пурӑннӑ иккен.

Саша как раз там и жил от рождения до восьми лет.

«Юррӑмсем юрату ҫинчен» // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

– Эпӗ мӗн пӗчӗкренех пулас профессие ял хуҫалӑхӗпе ҫыхӑнтарасшӑнччӗ, – тет Аксу районӗнче ҫуралса ӳснӗ пулас ветеринар.

- Я с детства хотел связать свою будущую профессию с сельским хозяйством, - говорит будущий ветеринар из Акусбаевского района.

Ҫӑвать те, пӗҫерет те // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Вӗсем хӑйсем ҫуралса ӳснӗ Ҫӗнӗ Шешкелтен пӑрахса телей шырама юта кайман.

Куҫарса пулӑш

«Пире хулара кичем» // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Вӗсене итлесен, иртнӗ ӗмӗрте кӑна ку тӑрӑхра (Сиктӗрме Хӑратаран ҫичӗ ҫухрӑмра вырнаҫнӑ) сӑмах ӑсти, тӗлӗнмелле пултаруллӑ чӑваш поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралса ӳснине ӗненме те йывӑр.

Послушав их, с трудом верится, что в этих краях (в семи километрах от Сиктерме Хоратора) в прошлом веке родился и вырос мастер слова, удивительно талантливый чувашский поэт Петр Хузангай.

Хусанкай ҫӗршывӗ чӑвашла манчӗ-ши? // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Виталий Мердеев, Ҫӗпрел районӗнчи Матак ялӗнче ҫуралса ӳснӗскер, 7-мӗш класранах спорт вӑййисене хутшӑнса хӑйӗн ҫитӗнӗвӗсене туптанӑ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ кӑмӑллӑ, тӗслӗхлӗ юлташ // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Ҫӗпрел районӗнчи Хулаҫырминче ҫуралса ӳснӗскер, халӗ 87 ҫулта ӗнтӗ, Чӑваш Пӑрнай ялӗнче (Элкел районӗ) хӗрӗ патӗнче пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Зоя Космодемьянскаян амӑшӗпе тӗл пулнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Владимир Кузьмин Анат Явӑшра ҫуралса ӳснӗ ентешӗпе мӑнаҫланнине палӑртрӗ.

Владимир Кузьмин выразил гордость за земляка, уроженца Нижние Яуши.

Архиповӑн ячӗ халӑх асӗнчех // Елена ТРОФИМОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Ӑна ҫак тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ, Чечня вӑрҫинче пуҫ хунӑ Владимир Антонов ятне панӑ.

Ему присвоили имя погибшего в Чечне Владимира Антонова, уроженца этих мест.

Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

«Эпӗ нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ: 11 ачаран — 10-мӗшӗ. Анне пире мӗн пӗчӗкрен алӗҫне вӗрентрӗ, вӑл ҫыхатчӗ, ҫӗлетчӗ, тӗрлетчӗ, ҫӑм арлатчӗ. Эпӗ астӑвасса, анне нихӑҫан та телевизор умӗнче ахаль лармастчӗ, яланах мӗн те пулин ӗҫлетчӗ, ачисемпе мӑнукӗсем валли темӗн те ҫыхатчӗ. Эпӗ 6 ҫулта чухнех нускипе алсиш, каярахпа кофтӑсем ҫыхаттӑм», — иртнине куҫӗ умне кӑларать алӑ ӑсти.

"Я родилась в многодетной семье: из 11 детей - 10-ая. Мама нас с детства приучала к рукоделию, она вязала, шила, вышивала, пряла. Насколько я помню, мама никогда перед телевизором без дела не сидела, всегда что-нибудь да делала, для детей и внуков вязала все. Я в 6 лет носки и варежки, а затем кофты вязала", - вспоминает прошлое рукодельница.

«Турӑш тӗрлесси - тӗлӗнтермӗш ӗҫ» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Ҫакӑн пек пысӑк уява йӗркелесе ирттерме укҫа-тенкӗ енчен пулӑшнӑ ҫынсене – Тӳртӳллӗ ял хутлӑхӗн пуҫлӑхне Л.Н.Гибатована тата уйрӑм предпринимателе Р.С.Файзуллина‚ ялта пурӑнакансене‚ ҫак тӑрӑхра ҫуралса ӳснисене – тав сӑмахӗсем калатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Манӑн пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑм // Валентина ЖУКОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех