Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

алӑра (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халь ӗнтӗ унӑн пурӑнӑҫӗ пӗтӗмпех ман алӑра; эпӗ, вӑл кӑшт та пулин ҫӳҫеннине курас тесе, тӗллесе пӑхрӑм.

Жизнь его наконец была в моих руках; я глядел на него жадно, стараясь уловить хотя одну тень беспокойства…

I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Анчах та куна ҫынсене тытма сунара кайнипе, ҫыннӑн пурнӑҫӗпе вилӗмне алӑра тытса тӑнипе, ҫемьесен шӑпине татса парассипе танлаштарма пулать-и?

Но разве это можно сравнить с охотой на людей, с возможностью распоряжаться их жизнью и смертью, решать судьбы целых семей?

Манӑн гестаповец // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Текех эпӗ хам алӑра мар.

Больше я не принадлежу себе.

Лида // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Урӑхла та пулӗ: вӑл каласа панисем пӗтӗм следствишӗн тӗп материал, вӑчӑра пуҫламӑшӗ пек пулнӑ, анчах ҫав вӑчӑран малалли сыпӑкӗсене эпӗ хам алӑра тытса тӑнӑ.

Наоборот: его показания явились исходным материалом, которые лег в основу всего следствия и как бы дал начало цепи, дальнейшие звенья которой держал в руках я.

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Акӑ ӗнтӗ эпӗ ларатӑп, манӑн умри сӗтел пӑрахут ҫинчи пек чӗтренет, тахӑшӗ мана шыв парать, тахӑшӗ пирус сӗнет, анчах эп ӑна алӑра тытма пултараймастӑп, тахӑшӗ ман урасене пушмак тӑхӑнтартма хӑтланать те — вӗсем кӗмеҫҫӗ, тет, унтан мана кӑштах ҫавӑтса, кӑштах йӑтса пусма тӑрӑх аялалла, автомобиль патне илсе каяҫҫӗ; эпир машинӑпа пыратпӑр, тахӑшӗ каллех ман ҫине револьверпа тӗллет, маншӑн ку кулӑшла; эпир каллех шурӑ чечексенчен тунӑ шерепесемпе илемлетнӗ трамвай тӗлӗпе иртсе каятпӑр, анчах та ку тӗлӗк, аташни, вилӗм умӗн юлашки хут асапланни кӑна е вилӗм ҫитсе килни пулӗ.

И вот я сижу, мне кажется, что стол передо мной раскачивается, кто-то дает мне пить, кто-то предлагает сигарету, которую я не в силах удержать, кто-то пробует натянуть мне на ноги башмаки и говорит, что они не налезают, потом меня наполовину ведут, наполовину несут по лестнице вниз, к автомобилю, мы едем, кто-то опять наводит на меня револьвер, мне смешно, мы опять проезжаем мимо трамвая, мимо свадебного трамвая, увитого гирляндами белых цветов, но, вероятно, все это только сон, только лихорадочный бред, агония или, может быть, сама смерть.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Вӑл унта пӗтӗм ӗҫ тахҫанах пӗтнине пӗлмен: танксене аркатса тӑкнӑ, атакӑна сирсе янӑ, ҫапӑҫса илнӗ сӑрта хамӑр алӑра ҫирӗплетсе хӑварнӑ, тупӑсем тӑнӑ вырӑн халӗ — кая юлнӑ ӗнтӗ.

Он не знал, что там уже давно всё кончено: танки уничтожены, атака отбита, взятая высота закреплена, а то место, где стояли пушки, уже находится почти в тылу.

26 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Халӗ вӑл куҫлӑхне алӑра тытса, ҫемҫе сӑран татӑкӗпе тасатнӑ.

Сейчас она очки держала в руках и протирала кусочком замши.

15 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Обществӑлла транспортпа ҫӳреме те алӑра чӗрӗ укҫа кирлӗ, унсӑрӑн чарӑну павильонӗнчех тӑрса юлмалла пулӗ.

Чтобы ездить в общественном транспорте нужны наличные деньги, иначе можно остаться в остановке павильона.

Карттӑ та, алӑри укҫа та кирлӗ // Н.НИКОЛАЕВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23

Алӑра укҫа ҫук чухне кунти сутуҫӑсем онлайн тӳлевпе ӗҫлени пулӑшать - банкомата укҫа илме каймалла мар.

Если в руках нет денег помогает то, что продавцы работают онлайн платежом - не надо ходить в банкомат за деньгами.

Карттӑ та, алӑри укҫа та кирлӗ // Н.НИКОЛАЕВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23

Алӑра чӗрӗ укҫа е смартфонри онлайн тӳлев приложенийӗ пулсан ҫеҫ япала туянма пулать.

Куҫарса пулӑш

Карттӑ та, алӑри укҫа та кирлӗ // Н.НИКОЛАЕВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23

Ҫав вӑхӑтрах налук тӳлеме, кил-ҫурт тумашкӑн строительство материалӗ, вут-шанкӑ е ҫӗр кӑмрӑкӗ туянма алӑра чӗрӗ укҫа кирлех пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫынни тӑван ҫӗртен ан сивӗнтӗр // Хыпар. «Хыпар», 2019.07.19, 79–80№№

Куҫа хупсан та куратӑп-ҫке: алӑра ывӑл ача.

Куҫарса пулӑш

Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№

Эпир ялта ҫуралса ӳснӗ, апла-тӑк пирӗн алӑра ӗҫ вӗресе тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№

Ман алӑра эс, ҫӗрӗпе ман алӑра пулатӑн.

Ты всю ночь будешь в моих руках.

Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Ара, ман алӑра пулмасӑр.

Ещё бы.

Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Пӗлтӗрхи пӗр вӗренӳпе меслетлӗх канашӗнче ҫӗршыв сӑмаха пӗрле ҫырнӑ вӗренӳ кӗнекине алӑра силлесе «Ку вӗренӳ кӗнекинче йӑнӑшсем пур. Ҫӗршыв сӑмаха дефиспа ҫырман» тесе питлерӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21

Уҫҫийӗсем ман алӑра.

А ключи у меня.

32-мӗш сыпӑк. «Тухӑр! Тупӑнчӗҫ!» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Эх, Том, эпир киркипе кӗреҫине йывӑҫ айне хӑварнӑ пулсан, укҫа пирӗн алӑра пулатчӗ.

— Том, если бы мы оставили эту чертову лопату под сухим деревом, денежки были бы наши.

27-мӗш сыпӑк. Чӗтре-чӗтре хыҫран сыхласа ҫӳрени // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Бекки каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ — йӗри-тавра пӗр чун та ҫук: Пӗр минутранах вӑл кӗнекене алӑра тытса тӑчӗ.

Она оглянулась, увидела, что никого кругом нет, — и в следующее мгновение книга уже была у нее в руках.

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл хӑйне хӑй: — Манӑн алӑра унӑн пӑхӑр шарикӗ пулинччӗ хӑть.

Она стала разговаривать сама с собой: — Ах, если б у меня была теперь хоть та медная шишечка!

17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех