Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Асли сăмах пирĕн базăра пур.
Асли (тĕпĕ: асли) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Екатерина Григорьевна Скворцова — ҫулӗпе чи асли, 88 ҫулта пырать.

Куҫарса пулӑш

Урам уявне ҫулленех ирттересчӗ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19

Мана нумай та кирлӗ мар, ҫемьене тӑрантарма-тумлантарма ҫиттӗр те, асли шкул пӗтерет, ӑна пӗр-пӗр университетра-академире вӗрентесчӗ…

Мне много и не надо, чтоб содержать семью хватило, да старший школу заканчивает, его бы в университет-академию пристроить…

Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Атту вӗсӗнчен асли ҫӗр ҫинче урӑх никам та ҫук, тейӗн…

А то слишком много берут на себя…

Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.

Уйрӑмах асли - 23 ҫулхи Андрей - кӗҫӗннисене ырӑ тӗслӗх парса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Кил вучахӗшӗн — ҫутӑ хӗлхем // Г.ИВАНОВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.05.24

Галя асли, ун хыҫҫӑнхисем - Юрий тата Ольга.

Куҫарса пулӑш

Пысӑк хулара ҫуртсем ҫӗкленӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2019.05.17

Амӑшӗ 8 ачапа тӑрса юлать: асли 16 ҫулта, кӗҫӗнни чӗрҫе ҫинчи ача.

Мать остается с 8 детьми: старшему 16 лет, младший сидит на коленках.

Вӑрҫӑ вучӗ витӗр тухнӑ салтаксем, манӑҫмаҫҫӗ сирӗн ятӑрсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.05.07

Вӑл ҫемьере асли пулса юлнӑран, кӗҫӗннисене пӑхнӑ, пур ӗҫе те хутшӑннӑ, тарҫӑра та ӗҫлесе курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хисеплӗ ята тивӗҫнӗ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Вӗсен хушшинче чи ҫамрӑкки – Хурӑн Чӑкӑрти 17 ҫулти Егор Столяров, чи асли «Малалла» колхозӑн 60 ҫулти ӗҫченӗ Никифор Степанов пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ­не кура мухтавӗ // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 2012.06.12

Асли концерта хатӗрленнӗ май, кӗҫӗннине пӗрле студие, репетицие илсе ҫӳренӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

— Ираида аппа, эсир кунта чи асли.

- Тетя Ираида, вы здесь самая старшая.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Пиҫсе вилӗн ҫак хӗҫ тимӗр айӗнче, — ҫӳле хӑпартнӑ утӑ ҫинче упаленнӗ май сӑмах хускатрӗ асли.

Запаришься под этим железом, - замолвила слово старшая карабкаясь на закинутое на верх сено.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Ҫемьери 7 ачаран вӑл — чи асли, унӑн пӗрех каймалла-ҫке.

Куҫарса пулӑш

«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Кинпе пӗрле килти ӗҫсене пурнӑҫлатпӑр, — калаҫӑва тӑсать виҫӗ ӑру ҫынни пурӑнакан килте чи асли.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗнтен пуян ҫын ҫук» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

«Ывӑлӑмсем ӳссен пулӑшакансем, ӗҫӗме тӑсакансем пуласса питӗ шанатӑп. Асли каникул вӑхӑтӗнче шиномонтажра та, автосервисра та ӗҫлерӗ. Техникӑна ӑнланать», — ӗмӗчӗсемпе ҫунатланчӗ Петр Вячеславович.

Куҫарса пулӑш

«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Асли Дмитрий И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн экономика факультетӗнче пӗлӳ илет.

Куҫарса пулӑш

«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Асли Александр Мускаври электрон техникин институтӗнчен вӗренсе тухнӑ, ҫемьеллӗ.

Старший Александр закончил Московский электротехнический институт, женат.

Иртнӗ ӗмӗрте ҫырса илнӗ спектакльсем - пирӗн пуянлӑх // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

5 ачаран /4 хӗрпе 1 ывӑл/ чи асли пулнӑ.

Из 5 детей (4 дочери и 1 сын) была самой старшей.

Иртнӗ ӗмӗрте ҫырса илнӗ спектакльсем - пирӗн пуянлӑх // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Асли авланса ҫемье ҫавӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫемьери ҫичӗ пӗртӑванран Мария асли пулнипе кӗҫӗннисем пурте унӑн алли витӗр тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрӗ тӗрлесси – киленӗҫ // Елена Мустаева. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Асли Андрей: «Сочинени мар, шухӑшсене сӑвӑласа ҫырма юрать-и?» — ыйтнӑ пӗррехинче.

Старший Андрей спросил однажды: "Можно не сочинение напишу, а мысли в стихах?"

«Сурӑх касӑвӗнче ҫуралчӗҫ сӑвӑ йӗркисем» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех