Шырав
Шырав ĕçĕ:
32. Эсир смоква йывӑҫӗнчен чухласа илӗр: унӑн турачӗсем ҫемҫелсе ҫулҫӑ кӑлара пуҫласан, эсир ҫу ҫывӑххине пӗлетӗр; 33. ҫавӑн пек эсир те, мӗн калани пурӑнӑҫланнине курсассӑн, пӗлсех тӑрӑр: ҫывӑхрах, алӑк умӗнчех.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Ҫӗр хӗрӗх пиллӗкӗмӗш ҫулхине хаслев уйӑхӗн вунпиллӗкӗмӗш кунӗнче Туррӑн парне вырӑнӗ ҫине йӗрӗнчӗк лартса хунӑ, Иудея хулисем тавра чӳк вырӑнӗ тунӑ, 55. алӑк умӗнче, урамра тӗтӗрнӗ, 56. Турӑ саккунӗн кӗнекисене мӗн тупнине ҫура-ҫура тӑкса вута пӑрахса ҫунтарнӑ; 57. кам та кам патӗнче халал кӗнекине тупсассӑн, кам та кам саккуна уяса пурӑннӑ пулсассӑн, патша хушнипеле ҫав ҫынна вилӗм аллине панӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӑл ӗнтӗ Хӑйӗн аллине ҫурҫӗр енне тӑсӗ те Ассура пӗтерсе пӑрахӗ, Ниневи хулинчен ишӗлчӗк, пушхир пек типӗ вырӑн туса хӑварӗ, 14. ун вырӑнӗнче кӗтӳсем, тӗрлӗ чӗрчунсем канлӗх тупӗҫ; унӑн касса тунӑ эрешӗсем хушшинче пеликансемпе чӗрӗпсем ҫӗр каҫӗҫ; вӗсен сасси чӳречесенчен илтӗнсе тӑрӗ, алӑк юписем те ҫӗмӗрӗлсе пӗтӗҫ, вӗсене сӑрнӑ кедр йывӑҫӗн йӗрӗ те юлмӗ.
Соф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ кун ҫапла пулӗ: Эпӗ улпутсене, патша ывӑлӗсене, ют халӑхсен тумне тӑхӑнакансене пурне те пырса пӑхӑп; 9. ҫавӑ кун Эпӗ алӑк урати урлӑ сике-сике каҫакансене, хӑйсен Ҫӳлхуҫи Ҫуртне пусмӑрпа ултав тултаракансене пурне те пырса пӑхӑп.
Соф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Турӑ Ҫурчӗн алӑк сулисем тӑватӑ кӗтеслӗччӗ; сӑваплӑ вырӑн эпӗ курнӑ евӗрлӗччӗ.21. В храме были четырехугольные дверные косяки, и святилище имело такой же вид, как я видел.
Иез 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Виҫӗ хутра та — алӑк пӑрӑсӗсем, решеткеллӗ чӳречесем, йӗри-тавра айккинчи пӳлӗмсем, пур ҫӗрте те урайӗнчен пуҫласа чӳрече патне ҫитиччен йывӑҫпа витнӗ; чӳречисем хупӑччӗ.
Иез 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: ҫав кун санӑн чӗрӳне каварлӑ шухӑш пырса кӗрӗ те, эсӗ усал ӗҫ тума шутласа хурӑн, 11. калӑн вара: «эпӗ хӳмепе хӳтӗлемен ҫӗре хӑпарӑп, хуйхӑ-суйхӑсӑр, ним шухӑшсӑр пурӑнакансене тапӑнӑп — вӗсем пурте пӗр хӳтлӗхсӗр пурӑнаҫҫӗ, вӗсен сӑлӑп та, алӑк та ҫук» тейӗн.
Иез 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Мана каларӗ: этем ывӑлӗ! хӳмене шӑтарса кӗр, терӗ; эпӗ вара ҫав хӳмери хушӑка шӑтарса пысӑклатрӑм та — акӑ темӗскерле алӑк курӑнса кайрӗ.8. И сказал мне: сын человеческий! прокопай стену; и я прокопал стену, и вот какая-то дверь.
Иез 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
58. Ҫавӑнпа та хӑюлӑх кӑтартакан патша е килте хуҫа тыткалакан усӑллӑ савӑт суя турӑсенчен лайӑхрах, е тата килти пурлӑха сыхлакан алӑк та суя турӑсенчен лайӑхрах, е тата патша керменӗнчи йывӑҫ юпа та суя турӑсенчен лайӑхрах.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Унӑн чӳречи ҫумне йӑпшӑнаканӗ телейлӗ: вӑл ӑна алӑк хушӑкӗнчен те итлӗ.24. Кто приклоняется к окнам ее, тот послушает и при дверях ее.
Сир 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынна курсассӑн тӑтӑшах ун патне ҫӳре, уру унӑн алӑк уратине якаттӑр.
Сир 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑл хӳме пулаясчӗ, ун ҫине кӗмӗл кермен лартнӑ пулӑттӑмӑр; пулаясчӗ вӑл алӑк, эпир ӑна кедр хӑма ҫаптарӑттӑмӑр.
Юрӑ 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Мандрагора та акӑ ырӑ шӑршӑ сарать, пирӗн алӑк умӗнчех тӗрлӗрен паха ҫимӗҫ — малтанхине те, хальтерех татнине те сан валли эп упрарӑм, юратнӑ каччӑм, савнийӗм!
Юрӑ 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Савнийӗме уҫса кӗртмешкӗн вырӑн ҫинчен тӑтӑм, аллӑмран мирра тумлать, алӑк хӑлӑпӗ ҫине пӳрнемсенчен мирра тумлать.
Юрӑ 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Алӑк хӑйӗн тӑпсийӗ ҫинче, наян хӑй выртан вырӑнӗ ҫинче ҫаврӑнать.14. Дверь ворочается на крючьях своих, а ленивец на постели своей.
Ытар 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вӗрентсе каланине тӑнлӑр, ӑслӑ пулӑр, ҫавӑнтан ан чакӑр. 34. Кунӗн-ҫӗрӗн ман хапха умӗнче тӑрса, ман алӑк умӗнче хуралласах тӑрса мана итлекен ҫын — телейлӗ!
Ытар 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ӑслӑлӑх ҫӳллӗ вырӑна, ҫул хӗррине, ҫул юппине пырса тӑрать; 3. вӑл хулана кӗнӗ ҫӗрте, хапха умӗнче, алӑк патӗнче ӳкӗтлет: 4. «эй ҫынсем, эпӗ сире чӗнсе калатӑп, сассӑм этем ывӑлӗсене ӳкӗтлет!
Ытар 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Унта Мардохей патшанӑн икӗ хайранне — алӑк урати сыхлакан Гавафӑна тата Фаррана, Артаксеркс патшана вӗлерме каварлашнӑскерсене — тӑрӑ шыв ҫине кӑларни ҫинчен те ҫырнӑ пулнӑ.
Эсф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл патша керменӗн шалти картишӗнче, патша керменӗ умӗнчех, чарӑнса тӑнӑ; патша вара хӑйӗн аслӑ пуканӗ ҫинче, патша керменӗнче, шӑпах кермене кӗмелли алӑк еннелле пӑхса ларнӑ, [ылтӑн сӑрнӑ, хаклӑ чулсемпе эрешленӗ тум тӑхӑннӑскер, вӑл питӗ хӑрушшӑн курӑннӑ].
Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Мардохей патша хапхи умӗнче ларнӑ чухне патшан икӗ хайранӗ, — Гавафа тата Фарра, — алӑк уратине хураллакансем, [Мардохее ҫапла хисепленӗшӗн] вӗчӗхнӗ, вара вӗсем Артаксеркс патшана вӗлерме шут тытнӑ.
Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.