Шырав
Шырав ĕçĕ:
20. Кааф йӑхӗнчен тухнӑ ытти левитсене вара, шӑпа тӑрӑх, Ефрем йӑхӗн хулисем тивнӗ; 21. вӗсене — ҫынвӗлерен тарса хӑтӑлмашкӑн — хӳтлӗх хула вырӑнне Ефрем тӑвӗ ҫинче ларакан Сихемпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ тата Гезерпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, 22. Кивцаимпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Беф-Оронпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ: тӑватӑ хула; 23. Дан йӑхӗнчен: Елфекепе ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Гиввефонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, 24. Аиалонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Гаф-Риммонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене: тӑватӑ хула; 25. Манассиян ҫур йӑхӗнчен: Фаанахпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Гаф-Риммонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене: икӗ хула.
Нав 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Кунта Иуда ывӑлӗсен йӑхӗнчен, Симеон ывӑлӗсен йӑхӗнчен [тата Вениамин ывӑлӗсен йӑхӗнчен] уйӑрса панӑ хуласен ятне асӑннӑ: 10. Левий йӑхӗнчи Кааф ӑрӑвӗнчен тухнӑ Аарон ывӑлӗсене [вӗсене пӗрремӗш шӑпа тухнӑран] 11. Иуда тӑвӗ ҫинче ларакан Кириаф-Арба хулипе ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ; вӑл Енак ашшӗн хули пулнӑ, тепӗр тӗрлӗ ӑна Хеврон тенӗ; 12. ҫав хулан хирӗсемпе ялӗсене вара Халева — Иефонния ывӑлне — еткерлӗхе панӑ.
Нав 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вара Неффалим тӑвӗ ҫинчи Галилейӑри Кедес хулине, Ефрем тӑвӗ ҫинчи Сихем хулине тата Иуда тӑвӗ ҫинчи Кириаф-Арба хулине — тепӗр тӗрлӗ каласассӑн Хеврон хулине — уйӑрса илнӗ; 8. тата Иордан леш енче Иерихонран тухӑҫалла ларакан хуласене суйласа илнӗ: Рувим йӑхӗнчен — пушхирти, тӳремри Бецер хулине, Гад йӑхӗнчен — Галаадри Рамоф хулине тата Манассия йӑхӗнчен — Васанри Голан хулине; 9. ҫав хуласем ӗнтӗ Израиль ҫыннисемшӗн те, ютран пырса вӗсем хушшинче пурӑнакансемшӗн те уҫӑ пулнӑ: ҫынна йӑнӑшпа вӗлерекен ҫавӑнта тарса ӳкме пултартӑр, халӑх умне [сута] тӑриччен унӑн юншӑн тавӑракан аллинчен вилмелле ан пултӑр, тенӗ.
Нав 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Ҫапла пӗтӗм ҫӗре пайӑн-пайӑн валеҫсе пӗтерсессӗн, Израиль ывӑлӗсем Нав ывӑлне Иисуса хӑйсен ҫӗрӗсем хушшинче еткер ҫӗр уйӑрса панӑ: 50. Ҫӳлхуҫа хушнипе ӑна Ефрем тӑвӗ ҫинчи Фамнаф-Сараи хулине — хӑй ыйтнӑ хулана — панӑ; вӑл вара ҫавӑнта хула туса вырӑнаҫнӑ.
Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсене шӑпа тӑрӑх тухнӑ ҫӗрӗ Иуда ывӑлӗсемпе Иосиф ывӑлӗсен ҫӗрӗ хушшинче пулнӑ; 12. ҫав ҫӗрӗн ҫурҫӗр енчи чикки Иордан патӗнчен пуҫланса Иерихон ҫумӗпе ҫурҫӗр енчен иртсе каять те анӑҫалла пӑрӑнать, ту ҫине хӑпарса Бефавен пушхирне пырса тухать; 13. унтан чикӗ Луз енне каять, Лузӑн — урӑхла каласан Вефиль теекен хулан — кӑнтӑр еннелле пырса Анатри Беф-Оронӑн кӑнтӑр енче ларакан Атароф-Адар тӑвӗ патнелле анать; 14. унтан чикӗ кӑнтӑралла пӑрӑнать те Беф-Оронран кӑнтӑр енчи сӑртран кӑнтӑр енне тинӗс патнелле сулӑнать, вара Кириаф-Ваал патне — урӑхла каласан Кириаф-Иарим патне, Иуда ывӑлӗсен хули патне — ҫитсе тухать.
Нав 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Иосиф ывӑлӗсем каланӑ: Ефрем тӑвӗ пирӗн алӑра тытӑнса тӑрас ҫук, мӗншӗн тесессӗн айлӑмра пурӑнакан ханаансем те, Беф-Санпа ӑна пӑхӑнса тӑракан ҫӗрсенче пурӑнакансем те, Изреель айлӑмӗнче пурӑнакансем те ҫар урапийӗсене тимӗртенех тунӑ, тенӗ.
Нав 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Иисус вӗсене каланӑ: ытах та эсир йышлӑ пулсассӑн, Ефрем тӑвӗ сирӗншӗн хӗсӗк пулсассӑн, вӑрманлӑха кайӑр та ферезейсемпе рефаимсен [ҫӗрне] тасатса вырӑнаҫӑр, тенӗ.
Нав 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Унтан Иосиф ывӑлӗсене шӑпа тухнӑ: вӗсен ҫӗрӗн чикки, Иерихон тӗлӗнчи Иорданран пуҫласа, Иерихон шывӗнчен тухӑҫалла, Иерихон патӗнчен Вефиль тӑвӗ патнелле сарӑлса выртакан пушхирпе пырать; 2. чикӗ Вефильрен Луз патнелле каять, унтан, Арха чикки енне каҫса, Атарофа ҫитиччен тӑсӑлать, 3. тинӗс хӗррине, Иафлет чикки патне анать, Анатри Беф-Орон, Газер патне ҫитсе тинӗс хӗррине пырса тухать.
Нав 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тухӑҫ енчи чикӗ [тӑршшӗпех] Тӑварлӑ тинӗс хӗррипе пырса Иордан вӑррине ҫитиччен тӑсӑлать; ҫурҫӗр енчи чикӗ вара тинӗс авринчен, Иордан вӑрринчен пуҫланать; 6. ҫакӑнтан чикӗ Беф-Хогла патнелле улӑхать, ҫурҫӗр енчен Беф-Арава патнелле кайса тӑвалла Рувим ывӑлӗн Боганӑн чулӗ тӗлне ҫитичченех пырать; 7. унтан Ахор айлӑмӗнчен пуҫласа Давир патнелле улӑхса каять, ҫурҫӗр енче Галгал еннелле — юхӑм шывӑн кӑнтӑр енче вырӑнаҫнӑ Адуммим тӳпемӗ тӗлне — пӑрӑнать; унтан чикӗ Ен-Шемеш шывӗнчен иртсе Ен-Рогел патне ҫитет; 8. унтан чикӗ, Иевус теекен Иерусалимӑн кӑнтӑр енӗпе иртсе кайса, Енном ывӑлӗн айлӑмне улӑхать, вара сӑрт тӳпине — Енном айлӑмӗнчен анӑҫалла, Рефаим айлӑмӗ хӗрринчен ҫурҫӗрелле вырӑнаҫнӑ сӑрт тӳпине — хӑпарать; 9. сӑрт тӳпинчен чикӗ Нефтоах ҫӑлкуҫӗ патнелле пӑрӑнать, Ефрон тӑвӗ ҫинчи хуласем патне ҫитсе Ваал еннелле пӑрӑнать, вӑл ӗнтӗ Кириаф-Иарим хули пулать те; 10. вара чикӗ Ваал патӗнчен тинӗс патнелле пӑрӑнать [те] Сеир тӑвӗ енне [каять], Кесалон теекен Иеарим тӑвӗн ҫурҫӗр енӗпе иртсе Вефсамис патнелле анать, Фимна витӗр тухать; 11. унтан чикӗ Екронӑн ҫурҫӗр енӗпе кайса Шикарон патнелле пӑрӑнать, Ваал [ҫӗрӗнчи] ту урлӑ каҫса Иавнеила ҫитет, вара чикӗ вӗҫӗ тинӗс хӗррине пырса тухать.
Нав 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Моисей Рувим йӑхне ӑрӑвӗсем тӑрӑх еткер ҫӗр панӑ: 16. вӗсен ҫӗрӗн чикки Арнон юхӑм шывӗ хӗрринчи Ароер пулнӑ, вӗсене акӑ мӗн-мӗн тивнӗ: Арнон айлӑмӗнчи хула, Медева ҫумӗнчи пӗтӗм тӳремлӗх, 17. Есевон тата ун таврашӗнчи тӳремлӗхри мӗнпур хула: Дивон, Вамоф-Ваал, Беф-Ваал-Меон, 18. Иааца, Кедемоф, Мефааф, 19. Кириафаим, Сивма, Емек тӑвӗ ҫинчи Цереф-Шахар, 20. Беф-Фегор, Фасга ту аркинчи вырӑнсем, Беф-Иешимоф, 21. тӳремлӗхри пӗтӗм хула, аморрейсен патшийӗн Сигонӑн пӗтӗм патшалӑхӗ; ӑна, Есевонра патшара ларнӑскере, Моисей вӗлернӗ; ҫавӑн пекех Моисей мадиансен ҫулпуҫӗсене Евия, Рекема, Цура, Хура, Ревӑна та пӗтернӗ, лешӗсем ҫав ҫӗршывра Сигона пӑхӑнса пурӑннӑ пулнӑ; 22. вӗсене вӗлернӗ чухне Израиль ывӑлӗсем Веор ывӑлне Валаам пӗлӗмҫе те хӗҫпе касса вӗлернӗ.
Нав 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Египет чиккинчи Сихор шывӗнчен пуҫласа Екронӑн ҫурҫӗр чиккине ҫитиччен тӑсӑлакан ҫӗр те — Ханаан ҫӗрӗ, ӑна пилӗк патша, Филисти патшисем — Газа, Азот, Аскалон, Геф, Екрон, Аввей патшисем — тытса тӑраҫҫӗ; 4. кӑнтӑр енчи ҫӗр Меарӑран, Сидон ҫыннисен ҫӗрӗнчен, пуҫласа Афека, аморрейсен чиккине ҫитиччен сарӑлса выртакан ҫӗр те — ханаансен ҫӗрӗ, 5. ҫавӑн пекех [Филисти ҫӗрӗ] Гевла та, тухӑҫ енче, Ермон тӑвӗ ҫумӗнчи Ваал-Гадран пуҫласа Емаф хулине ҫитиччен сарӑлса выртакан пӗтӗм Ливан та — пӗтӗмпех Ханаан ҫӗрӗ.
Нав 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7-8. Иордан шывӗн ку енче анӑҫалла выртакан, Ливан айлӑмӗнчи Ваал-Гад патӗнчен пуҫласа Сеир патнелле тӑсӑлакан Халак тӑвӗ патне ҫитиччен сарӑлса выртакан [аморрейсен] ҫӗрӗн патшисене Иисуспа Израиль ывӑлӗсем вӗлерсе пӗтернӗ те вӗсен пӗтӗм ҫӗрне — сӑртлӑхӗсене, айлӑмӗсене, тӳремлӗхне, ту тайлӑмӗсене, пушхире, кӑнтӑрти ҫӗре, хетсен, аморрейсен, ханаансен, ферезейсен, евейсен, иевусейсен ҫӗрӗсене — Израиль ывӑлӗсене еткерлӗхе валеҫсе панӑ; ҫав ҫӗрсене тытса тӑнӑ аморрейсен патшисем ҫаксем пулнӑ: 9. пӗр Иерихон патши, Вефиль ҫывӑхӗнчи пӗр Гай патши, 10. пӗр Иерусалим патши, пӗр Хеврон патши, 11. пӗр Иармуф патши, пӗр Лахис патши, 12. пӗр Еглон патши, пӗр Газер патши, 13. пӗр Давир патши, пӗр Гадер патши, 14. пӗр Хорма патши, пӗр Арад патши, 15. пӗр Ливна патши, пӗр Одоллам патши, 16. пӗр Макед патши, пӗр Вефиль патши, 17. пӗр Таппуах патши, пӗр Хефер патши, 18. пӗр Афек патши, пӗр Шарон патши, 19. пӗр Мадон патши, пӗр Асор патши, 20. пӗр Шимрон-Мерон патши, пӗр Ахсаф патши, 21. пӗр Фаанах патши, пӗр Мегиддон патши, 22. пӗр Кедес патши, Кармил ҫывӑхӗнчи пӗр Иокнеам патши, 23. Нафаф-Дор патӗнчи пӗр Дор патши, Галгалри пӗр Гоим патши, 24. пӗр Фирца патши.
Нав 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Израиль ывӑлӗсем Иордан леш енче хӗвелтухӑҫ еннелле выртакан ҫӗре — Арнон юхӑмӗнчен пуҫласа Ермон тӑвӗ таран сарӑлса выртакан ҫӗре — тата тухӑҫ енчи пӗтӗм тӳремлӗхе ҫакӑ патшасене ҫӗнтерсе туртса илнӗ: 2. Есевонра пурӑннӑ Сигона, аморрейсен патшине; унӑн ҫӗрӗ Арнон юхӑм шывӗн хӗрринчи Ароертан пуҫланса Аммон чиккинчи Иавок юхӑмӗ таранах сарӑлса выртнӑ, Арнон айлӑмӗ те, Галаад ҫӗрӗн ҫурри те унӑн ҫӗрӗ пулнӑ, 3. вӑл тата пысӑк айлӑма — Хиннереф тинӗсӗн тухӑҫ ҫыранӗнчен пуҫланса тӳремлӗх тинӗсӗ патне, Тӑварлӑ тинӗс патне, ҫитиччен, тухӑҫ енче Беф-Иешимоф патне ҫитиччен, кӑнтӑр енче Фасга ту арки патне ҫитиччен сарӑлса выртакан айлӑма — тытса тӑнӑ; 4. Израиль ывӑлӗсем Сигонпа чикӗллӗ пурӑнакан Ога та — Васан патшине, рефаимсен пӗртен-пӗрре юлнӑ ҫыннине, Астарофпа Едреи хулисенче пурӑнаканскере — парӑнтарнӑ, 5. ҫав патша Ермон тӑвӗпе Салха хулине, пӗтӗм Васан ҫӗрне Гессурпа Мааха чикки таранччен, Галаад ҫӗрӗн ҫуррине Есевон патшийӗн Сигонӑн патшалӑхӗ чикки таранччен тытса тӑнӑ.
Нав 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫавӑн чухнех Иисус тата енакимсене [пурне те] ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; лешӗсем сӑртлӑхра, Хевронра, Давирта, Анавӑра, пӗтӗм Иуда тӑвӗ ҫинче, пӗтӗм Израиль тӑвӗ ҫинче пурӑннӑ; Иисус вӗсене хули-мӗнӗпе тупаланӑ; 22. Израиль ҫӗрӗнче енакимсен [пӗр ҫынни] те юлман, вӗсем Газа, Геф тата Азот хулисенче анчах юлнӑ.
Нав 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Иисус ҫапла пӗтӗм сӑртлӑх ҫӗре, кӑнтӑрти пӗтӗм ҫӗре, пӗтӗм Гошен ҫӗрне, айлӑм вырӑнсене, Израиль тӳремлӗхӗпе тӑвне, [ту таврашӗнчи] айлӑмлӑ вырӑнсене — 17. Сеир ҫывӑхӗнчи Халак тӑвӗнчен пуҫласа Ермон тӑвӗ ҫумӗнчи Ливан айлӑмӗнчи Ваал-Гад патне ҫитичченех — туртса илнӗ, ҫав ҫӗрсен патшисене пурне те тыткӑна илсе вӗлерсе пӗтернӗ.
Нав 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Иисус вӗсене каланӑ: ан хӑрӑр, ан сехӗрленӗр, ҫирӗп те хастар пулӑр: сирӗнпе вӑрҫакан тӑшманӑрсене Ҫӳлхуҫа пурне те ҫапла тӑвӗ, тенӗ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫакӑн ҫинчен илтсен, [аморрейсен] патшисем, — Иордан леш енчи сӑртлӑ-туллӑ, тӳремлӗ тата аслӑ тинӗс хӗррипе Ливан тӑвӗ патнех тӑсӑлакан ҫӗрсене тытса тӑраканскерсем, — тата хетсем, аморрейсем, [гергесейсем,] ханаансем, ферезейсем, евейсем, иевусейсем 2. пурте пӗрле пухӑннӑ та, пӗр майлӑ пулса, Иисуспа Израиль халӑхне хирӗҫ тӑрас тенӗ.
Нав 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Пӗтӗм Израиль — [унӑн] аслӑ ҫыннисем, халӑха пӑхса тӑраканӗсем тата тӳрисем — Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине ҫӗклесе ҫӳрекен священниксем[пе] левитсене тӗлме-тӗл саккун арчин икӗ енне тӑрса тухнӑ; ют ҫӗртен килнисем те, Израиль ҫыннисем те пурте пӗрле, ҫурри — Гаризим тӑвӗ енче, тепӗр ҫурри Гевал тӑвӗ енче йӗркеленсе тӑнӑ: Ҫӳлхуҫа чури Моисей ӗлӗк Израиль халӑхне ҫапла пиллеме хушса хӑварнӑ.
Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Унтан Иисус Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине парне кӳмешкӗн Гевал тӑвӗ ҫинче парне вырӑнӗ тутарнӑ, 31. Ҫӳлхуҫа чури Моисей Израиль ывӑлӗсене халалласа хӑварнӑ пек, Моисей саккунӗ кӗнекинче ҫырнӑ пек, парне вырӑнне чутламан пӗр пӗтӗм чул катрамӗсенчен — чулӗсене тимӗр тивертмесӗр — тунӑ; ун ҫинче Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнепе тӑнӑҫлӑх парни кӳнӗ.
Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Моисей ӗнтӗ Моав тӳремлӗхӗнчен Нево тӑвӗ ҫине, Иерихон хулипе тӗлме-тӗл ларакан Фасга теекен ту тӑррине улӑхнӑ та, Ҫӳлхуҫа ӑна мӗнпур Галаад ҫӗрне Дан таранах, 2. Неффалимӑн пӗтӗм [ҫӗрне], Ефремпа Манассиян [пӗтӗм] ҫӗрне, Иудӑн пӗтӗм ҫӗрне анӑҫ тинӗсне ҫитиех 3. тата кӑнтӑр енчи ҫӗршывпа Иерихон айлӑмӗнчи тӳремлӗхе, Пальма хулине, Сигор хули таранах кӑтартнӑ.
Аст 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.